Макăр, макăр, çанталăк:
Макăрмалли вăхăт халь!
Ӳкрĕ-ӳкрĕ куççуль тăк,
Савăнмалли сахал халь!
Самани те латлă мар,
Кунĕн-çĕрĕн юн юхать.
Тырри-пулли пит начар,
Вăл та пулин хуралать.
Макăр, макăр, çанталăк!
Макăрмалли вăхăт халь.
Ӳкрĕ-ӳкрĕ куççуль тăк,
Савăнмалли сахал халь.