Пирĕн ял çывăхĕнче тарăн çырма пур. Унăн тарăнăшĕ 20 метр та пур пулĕ. Çырма хĕррине пырса ун тĕпне пăхсан пуç çаврăнать, хăранипе хăвăртрах каялла чакатăн. Çывăхри вăрмана каяс тесен çырма хĕррипе иртмелле, çавăнпа эпĕ унта нихăçан та пĕччен каймастăп. Ушкăнпа кайнă чухне те çырма хĕррипе утма шикленетĕп.
Хĕлле вара пачах урăхла. Пĕтĕм тавралăх юрпа витĕнет. Çак усал çырма та юрпа тулса ларнăн туйăнать, ăшăхланнă пек курăнать. Çапах та ун çывăхне пыма шикленеççĕ-ха. Çырмара та, ун çывăхĕнче те пĕр йĕр те çук.
Çырма тĕпне çитиччен ярăнса анма пултаракан Иванов Гена института вĕренме тухса кайнă хыççăн çырма шăплăхра. Эпир юлташăмăрсемпе кашни кун тенĕ пекех кунта пуçтарăнатпăр. Пирĕнтен кашниех Гена пек çырма тĕпне çитиччен ярăнса анма ĕмĕтленет, анчах хальлĕхе никам та хăюлăх çитереймест-ха.
Паян та эпир Ленăпа иксĕмĕр урама тухрăмăр. Йĕлтĕрсене те манмарăмăр. Çанталăк çав тери аван! Хĕвел пăхать, çил çук. Сивĕ чĕпĕтет пулин те пирĕн кăмăлсем савăк. Кӳлĕ çывăхĕнчи сăртран ярăнса айăлăхсан эпир çырма патне кайма шутларăмăр. Çырма чăнах та тарăн, хăрушă. Çав вăхăтрах тем илĕртет пире ун патне.
Сасартăк çырма тĕпĕнчен, «Ф-д-д! Ф-д-д!» — тенĕ сасă илтĕнсе кайрĕ. Эпир тинкеререх пăхма тытăнтăмăр. Пĕр вырăнтан тата тĕтĕм евĕр япала çӳлелле çĕкленчĕ те çухалчĕ. «Мĕн-ши ку? Пĕр-пĕр чĕр чун хӳтлĕх тупман-ши çырма тĕпĕнче», — вĕçсе иртрĕ пуçра шухăш.
Кашни кун килсе тинкеретпĕр тарăн çырмана. Ф-д-д! тенине итлетпĕр. Чĕрчунĕ уçă сывлăша тухмĕ-ши тесе шăппăн кĕтетпĕр.
— Мĕн шпион пек йăпшăнса пыратăр, — илтĕнчĕ хамăр умрах. Иванов Гена каникула килнĕ иккен. Вăл интереслĕ япаласем çинчен каласа пама юратать. Пирĕнпе яланах кăмăллă. Халĕ эпир ăна çырма тĕпĕнчен илтĕнекен сасăсем çинчен ăмăртмалла каласа патăмăр.
— Апла пулсан халех анса тĕрĕслес, — терĕ те Гена ним хăрамасăр çырма тĕпнелле ярăнса анчĕ. Шăп тĕтĕм тухакан вырăна çитсен вăл темрен такăнчĕ те ӳкрĕ. Ним хускалми пулса выртрĕ. Эпир Ленăпа ăна пулăшма ыткăнтăмăр. Хăрани ăçта кайса кĕчĕ-ши? Гена патне çитсен эпир темле куçа курăнман япала çине пырса тăрăнтăмăр. Тĕлĕнтермĕш! Куçа курăнмасть, анчах алăпа тытса пăхма пулать!
Гена сулахай аллине хытах ыраттарнă. Шурă юр çине юн тумлать.
Куçа курăнман япаларан каллех тĕтĕм çĕкленчĕ. «Ф-д-д! Ф-д-д!» — тени илтĕнчĕ. Эпĕ тĕтĕм тухакан вырăна алăпа тытрăм. Ман алă тавра хĕрлĕ, симĕс, кăвак тĕслĕн çиçсе илчĕ. Малтанах хăранипе алла туртса илтĕм. Кайран эпир пурте çав вырăнтан шаларах кĕтĕмĕр. Тĕрлĕ тĕслĕ çиçсе илнĕ хыççăн пирĕн ума тĕлĕнмелле пӳлĕм тухса тăчĕ. «Инопланетянинсен карапĕ», — терĕ Гена. Йĕри-тавра сăрă стенасем, урайне хура тата шурă тăваткалсем ӳкернĕ. Пукан, сĕтел, шкаф йышши япаласем çук.
Сасартăк пӳлĕмре чĕрĕ робот курăнса кайрĕ. Вăл аллисемпе пирĕн пуçсене тытса пăхрĕ те, «Ф-д-фь!» — терĕ. «Сывлăх сунатăп», — терĕ пулмалла. Эпир те кăмăллăн кулса пуçсене тайрăмăр. Чĕрĕ робот Генăн аманнă аллине тытса ачашларĕ — суранĕ пулман та тейĕн.
Робот çын формине те йышăнма пултарать иккен, пирĕн чĕлхепе калаçма та. Карапĕ ăшĕнчен вара вăл тухаймасть, мĕншĕн тесен Çĕр çинчи сывлăшпа сывлама юрамасть унăн. Çĕр çине вара вăл ăнсăртран килсе лекнĕ. Космосри астероидпа пырса çапăннипе унăн карапĕ пăсăлнă. Вăл Çĕр çине ӳкнĕ. Ăна пулăшу кирлĕ, анчах «мĕскĕн хăнан» сигнал ямалли аппарачĕ пăсăлнă. Аппарата юсама магнит кирлĕ. Тепĕр эрнерен эпир инопланетянинсем валли пĕр чăматан магнит тупса килтĕмĕр. Чĕрĕ робот аппаратне юсарĕ те юлташĕсене чĕнсе илчĕ.
Тепĕр виçĕ кунтан эпир космосран килнĕ хăнасене ăсатма çырма патне пуçтарăнтăмăр. Вĕсен карапĕ çаплах куçа курăнмарĕ-ха. Вăл пурри çинчен пире çырма тĕпĕнчи тĕтре пĕлтерчĕ. Карап вĕçсе хăпарчĕ те çырма тĕпĕнче пысăк котлован пулса юлчĕ. Сасартăк котлован ăшне çĕкленнĕ карапран çумăр çунă пек шыв юхрĕ. Унтан тин çеç пулса тăнă кӳлле тĕрлĕ тĕслĕ шар ӳкрĕ. Кӳлĕ те малтан тĕрлĕ тĕспе хумханса илчĕ те лăпланчĕ. Карап пирĕн паталла çывхарчĕ те, «Сывă пулăр!» — тесе сас пачĕ.
— Тепре тĕл пуличчен!
Халĕ çак усал çырмаран никам та хăрамасть. Çулталăкĕпех шăв-шав, выляççĕ, ярăнаççĕ. Çулла вара çырма тĕпĕнчи кӳлĕре ватти те, вĕтти те шăмпăлтатать. Кӳлĕ питех те сиплĕ иккен. Вăл аманнисемпе чирлисене сипленме пулăшать.