Пукане


Ăнлану


Кăвак куçлă пукане

Чăр! пăхать пек ман çине,

Хăйĕн çепĕç чĕлхипе

Мана темĕн калас пек.

 

Эп пĕлетĕп: теттере

Чĕлхе çуккă ĕмĕрне —

Ăнланатпăр пурпĕрех.

Эпир иккĕн пĕр-пĕрне.

Хăрах куçлă пукане


Пукане, ай, пукане,

Ăçта-ши хăрах куçу?

Ан юхтар-ха куççульне,

Кала кам айăплине.

Ай, мăнтарăн пукани!

Ыратать пуль сурану.

Ачасем, сиплер куçне

Пĕчĕкçеç пикемпинне.

Пукане, ай, пукане,

Кам-ши сан хаяр хуçу?

Каламасть темшĕн камне,

Хурлăхлăн усать пуçне.

Ай, мăнтарăн пукани!

Ытла ырă-мĕн чуну.

Шеллетĕн ачасене,

Сутмастăн айăплине.

Сана супӑнь парас-и?


Пĕчĕк Ира кĕтесре

Пуканисемпе вылять.

Юнашар ула кушак

Мăрласа питне çăвать.

 

Пирĕн Иран куласси —

Янăрать çинçе сасси:

— Эпĕ çурăм супăньпе,

Сана супăнь парас-и?

Тухтăр


Нарпи халĕ улттăра,

Вĕренесшĕн тухтăра.

Пуканесене хăех

Çыхать, сиплет чиперех.

Питне те çуса ярать,

Çимелли те хăй парать.

Амăш калать Нарпие:

«Мухтав тетте тухтăрне!»

Салампипе Илемпи


Пурăннă пĕр ялта Салампи ятлă хĕрача. Унăн пурăнăçĕнче пурте пулнă ытлă-çитлĕ. Ашшĕ-амăш килĕнче пурăннă вăл савăнса. Ялти «Йăвача» ача садне çӳренĕ вăл хаваспа. Хăйĕн тантăш-юлташне хисепленĕ чунтанах. Тăван ашшĕ-амăшне мала хунă пур çынран. Тăванĕсем те хĕр пĕрчине кăмăлланă питех те. Пилĕк çул тултарнă ятпа парнеленĕ пукане. Пуканийĕ пит чипер: алли-ури мамăк пек, куçĕ хура çĕмĕрт пек, пит çăмарти — чăмăр улма, чие çырли тутисем… Пĕр сăмахпа каласан, ытармалла мар пике…Салампи пуканене хучĕ ят — Илемпи. Пур çĕрте те унпала ирттерет вăл вăхăтне.

Садика илсе каять, килĕнче те уйрăлмасть. Тумтирне çуса парать, апатпа та хăналать, юрă юрлать час-часах, пуканене çывăртать.

Акă пĕчĕк Салампи тухрĕ уçăлма, пуканене ыталаса пырать урампа. Сар хĕвелĕ пĕçертет, йывăç-курăк пуçне пĕкрĕ çумăрĕ çукран. Салампи пыран çулпа кайрĕ çĕр пичĕ çурăлса! Çурăкĕ куç умĕнчех ӳсме тытăнчĕ майпен. Хĕрача кайрĕ хăраса, сисмесĕрех пукане тухса ӳкрĕ алăран, анса кайрĕ çурăка… Салампи саспа йĕрет, хăйне пулăшма чĕнет. Чупса тухрĕç ыр çынсем, тем чул вăй хурсассăн та — пулăшаймарĕ нихăш те. Хĕрачана лăплантарса илсе кайрĕç килнелле.

Малалла

Пуканесем


Ман çире те сараппан,

Пуканен те сараппан.

Вăл та,

Эп те тутăрпа.

Вăл та,

Эп те пушмакпа.

Тĕлĕнсе çынсем тăраççĕ, —

Аннерен вĕсем ыйтаççĕ:

— Вăл та,

Ку та пукане, —

Ăçта сирĕн

Марине.

Марине


Пысăк хуйхă Маринен:

Пукани сыв мар иккен.

Сунаслать те сунаслать,

Пит вĕри, аран сывлать.

 

Пултаруллă Марине:

Хăй вăл эмеллет тусне,

Ма тесессĕн Марине

Юратать пуканине.