Чышкă


Чышкă тытăмĕ


Кашăк тытмалли алли те, утса çӳремелли ури те унăн ытти этемсеннинчен пысăк пулнă. Аллипе çитмĕл те çичĕ тĕслĕ халăха тытса тăнă, урипе çитмĕл те çичĕ çĕршыва пусса тăнă.

Унăн чăмăрĕнче пурăнакан çитмĕл те çичĕ тĕслĕ халăха сывлама пит йывăр пулнă, вара, сывлас пулсан, чышкă пӳрнисен хушăкĕсем витĕр анчах сывламалла пулнă. Хуçи чышкисене уçма юратман. Пуринчен те ытларах чăвашсене, çармăсcене, тутарсене тата ытти çавăн пек вак халăхсене ун чышкинче сывлама йывăр пулнă.

Çав пысăк алăллă, ураллă, икĕ пуçлă (пуçĕ унăн иккĕ пулнă) япалана çынсем ылханса «Чышкă» тесе чĕннĕ, этем юнĕпе пурăнакан тискер кайăксем ăна çĕр çинчи турă тесе хисепленĕ.

Çав икĕ пуçлă хаяр Чышкăн тĕлĕнмелле пукан пулнă. Вăл пукана йăлтăр-ялтăр ылтăнтан, вĕлтĕр-вĕлтĕр ахах пĕрчисенчен тунă пулнă.

Тар шăрши çапакан этемсем вăл пукан патне пыма та пултарайман. Пырас тесе ăмсансанах, курăнми вăй вĕсене тыта-тыта пăрахнă, вĕлернĕ, Çĕпĕре, Сахалина ыткăнтара-ыткăнтара янă.

Çав ылтăнпа ахахран тунă пукана сыхлама Чышкăн çитмĕл те çичĕ тĕрлĕ тарçă пулнă.

Ĕлĕк те, хальхи пекех, хĕвел пăхнă, çумăр çунă, каç пулнă, ир пулнă...

Малалла