Чӑваш Республикинчи тӳре-шара кӑмӑл-сипет тата культура шайӗ самаях уксахланипе тахҫанах чапа тухнӑ. Паллах, Н. Плотников илсе кӑтартнӑ тӗслӗхсенче курӑмлӑ сӑмахсене юри, сӑтӑр тӑвас тесе чӑвашла ҫыртарман тесе каламастӑп. Ҫапах та... Ҫав вӑхӑтрах вырӑс каларӑшне те асра тытар: простота хуже воровства. Яваплӑ ҫынсен, пирӗн ертӳҫӗсем шутланаканскерсен, патшалӑх шухӑшлавӗ аталанса ҫитейменнине кӑтартать «перекетлӗх».
Пирӗн паянхи хӑна — Станислав Упаҫҫи (Александров-Убасси). Эпир унпа философи тавра калаҫас терӗмӗр. Ку — пӗрремӗш калаҫу.
— Станислав, паянхи калаҫӑва Анӑҫпа Тухӑҫ ыйту тавра пуҫлас килет. Чӑваш халӑхне Анӑҫ шутне е Тухӑҫ йышне кӗртмелле? Мӗн вӑл сирӗн шутпа Анӑҫпа Тухӑҫ?
— Чи малтанах мӗн вӑл Анӑҫ, мӗн вӑл Тухӑҫ палӑртмалла. Анӑҫ е Тухӑҫ тенӗ чухне пирӗн географи вырнаҫӑвӗ ҫине пӑхмалла мар. Анӑҫпа Тухӑҫ — символла архетипсем.
Итак, сегодня третья лекция по истории положения болгаро-чувашского народа в Казанском царстве в период с 1447 по 1552 год. Скорее всего она завершающая, так как сейчас я не могу ей уделять должное научно-исследовательское внимание.
Сразу нужно отметить, что это очень узкие даты, так как нужно отдельно и подробно рассматривать предысторию образования царства, по которым имеется очень богатый и требующий не только осмысления, но и даже опубликования примечательный материал.
Хаклӑ вулаканӑм! Ҫак статьяна тимлӗн вуласа пыратӑн пулсан эп саншӑн савӑнмаллипех савӑнатӑп!
Ҫӗршывра укҫа-тенкӗ ҫитменнине пула пирӗн пуҫлӑхсем тӗрлӗ майпа перекетлеме тӑрӑшаҫҫӗ. Мӗн тӗлӗнмелли пур? Эсӗ те, хаклӑ вулаканӑмӑр, перекетлетӗн пуль-ха. Санӑн ту тупӑшу ыттисен пекех чакса пырать пуль-ха. Эсӗ те ыттисем пекех йӳнӗрех таварсем ҫине куҫма тӑрӑшатӑн, лавккара йӳнӗреххине суйлатӑн. Ҫак сӑлтавпах ӗнтӗ пирӗн тӳре-шара та чӑваш сӑмахӗсене перекетлет, вӗсемпе сайра хутра усӑ курать.
Иртнӗ ӗмӗрӗн 70-80 ҫулӗсенче Чӑваш телевиденийӗн фончӗ валли тесе сасӑллӑ очерксем тӑтӑшах ӳкеретчӗҫ. Вӗсен геройӗсем пулма ытларах чухне паллӑ ҫыравҫӑсене, артистсене, композиторсене суйласа илеттӗмӗр. Ҫав тапхӑрта А. Кӑлкан, А. Ургалкин, В. Родионов, Г. Хирбю, Ф. Васильев, И. Вдовина, В. Кузьмина тата ыттисен пултарулӑхӗ пирки киноочерксем кӑтартрӑмӑр. Я. Ухсай поэт вара телевидени «хисепне» темиҫе хутчен те тивӗҫрӗ. Ҫӗнӗ хыпарсемпе литература передачисем валли те Ухсая пайтах ӳкернӗ.
Раштавӑн 7-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев патне 7-мӗш класра вӗренекен Глеб Статкевич йышӑнӑва кайнӑччӗ. Шупашкарти 5-мӗш гимназире (ку вӗренӳ учрежденине чӑваш парламенчӗн депутачӗ Инна Исаева ертсе пырать) ӑс пухаканскер Чӑваш Енре кӗҫех уҫӑлакан ача-пӑча технопаркӗпе кӑсӑкланнӑ май Михаил Игнатьевпа тӗл пулма ӗмӗтленнӗ-мӗн. Республика ертӳҫи шкул ачине инновацилле вӗренӳ лапамӗ кӑҫалах хута каяссине, вӑл Шупашкарти ача-пӑча тата ҫамрӑксен керменӗ ҫумӗнче уҫӑлассине, унта 5-11-мӗш классене ҫӳрекенсем вӗренессине пӗлтернӗ.
Ҫӗнӗ ҫул… Асамлӑ вӑхӑт. Шупашкар урамӗсем каҫсерен тӗрлӗ тӗспе ҫуталса куҫа йӑмӑхтараҫҫӗ. Чылай урамра чӑшӑр лартнӑ. Тӗп чӑрӑш – Республика тӳремӗнче. Аякаран пӑхсан, тен, хӑшӗ-пӗри елка теме те хӑяймӗ, конус пек ларать.
Кӑмӑла каять-и е ҫук-и вӑл – хакӗ вара ай-яй ҫыртать. Халӑх фрончӗн хастарӗсем шутланӑ та — унӑн кашни метрӗ 264 пин тенке кайса ларнӑ. Чӑрӑш 25 метр ҫӳллӗш. Ӑна вырнаҫтармашкӑн хула хыснинчен 6,6 миллион тенкӗ тӑкакланнӑ.
Пӗлтӗр РЕН-ТВ телеканал Раҫҫейри чи хаклӑ чӑрӑшсем пирки сюжет кӑтартнӑ.