Хальхинче тĕнчери чи вараланчăк юханшывсемпе паллашма сĕнетпĕр. Ахăртнех, вĕсем тахçан тасах пулнă, унта пулă та ĕрченĕ.
Чи хура юханшыв Индонезире вырнаçнă. Citarum юханшыв тĕп хулапа – Джакартăпа – юнашар юхса иртет. Вăл 9 миллион çын пурăнакан хула ăпăр-тапăрне пухать. Вырăнти халăх унта пулă ĕрчени пирки маннă ĕнтĕ. Унта пулла çÿремеççĕ, юханшыври çÿп-çапа пуçтарса ятарлă çĕре укçалла кайса параççĕ. Ку пулă тытса аппаланиччен тупăшлăрах-мĕн.
Ку – Citarum юханшывах, анчах Хĕвелтухăç Явăра (Индонези).
1. Атнер Хусанкая хирĕç ĕçне В.Туркай 1995-мĕш çулхи çĕртме уйăхĕнче, Шупашкарта, Чăваш наци конгресĕн 2-мĕш Аслă Пуху вĕçленнĕ чух тума хăтланнă. (Аса илтеретĕп: 1993-мĕш çулхи раштав уйахĕнче ЧР Президент пулса Н.В.Фёдорова суйланă.) 1995-мĕш çулхи çĕртме уйăхĕнче, Чăваш филармонийĕнче, ЧНК Президентне суйланă чух ăнсăртран В. Туркай, ЧНК вице-президент пулнă май (çак должностьне пурнăçланса 1995-мĕш çулхи çуркунне пуçласа), «ЧНК Президенчĕ эпĕ пулмалла!» тесе евитленĕ. Аслă Пухăвĕн делегатсем аптраса ӳкнĕ: мĕншĕн А.Хусанкай мар? Мĕншен В. Туркай? А. Хусанкай — 1992 çулхи юпа уйăхĕн 9-мĕшĕнче, ЧР Аслă Канашĕн Президиумĕн членĕ пулнă чух, ЧНК еркелекенĕ, ăна ЧНК Президент должноçне лартма суйланă.
Нумаях пулмасть манăн пульницăна лекмелле пулса тухрĕ. Хам чупса кайнипе мар-ха. Унтан-кунтан темле ыратсан та эмел çăтнипех чăтатпăр та, хальхинче эмел ĕçни те пулăшманнине кура васкавлă пулăшу кÿрекенсем ырă сĕнÿпе пулăшмĕç-ши тесе шăнкăравлас терĕм малтанласа. Пур чухне те йăпăр-япăр вĕçтерсе çитмеççĕ те вĕсем, килессе шанманччĕ. Мĕн ыратни, хăçантанпа кансĕрлени пирки итлесе пĕтернĕ хыççăн адреса ыйтрĕç. Унтан нумай та кĕттермерĕç – шур халатлисем ĕç пÿлĕмне кĕрсе те тăчĕç.
Чи малтанах эпĕ вĕсем епле калаçнине сăнарăм. Ара, ыратнипе ахаль те асапланакан çынна пĕр кăнттам сăмаха та чăтма йывăр.
1. Организмра тесторон виçи пысăк пулсан çынсем теприсем тарăхнипе киленеççĕ.
2. Теприсене мĕскĕнлетме тăрăшакансем хăйсене (пултаруллине, хитрине тата ыттине те) ĕненмеççĕ.
3. Хăйсене хакласси пĕчĕк шайра пулсан çынсем теприсем пирки начар шухăшлаççĕ. Çакă вĕсене хăйсен хакне хăпартма пулăшать.
4. Çынсем хăйсене епле тытасси ÿт-пÿ туйăмĕнчен килет. Сăмахран, йывăрлăх туйăмĕпе «кирлĕлĕх», «пĕлтерĕшлĕх», «сулмаклăх» ăнлавсене çыхăнтараççĕ. Çакна çирĕплетме пĕр тĕслĕх: енчен те резюмене йывăр папкăра тыттаракана тĕплĕ тата шанчăклă çын вырăнне хурса йышăнаççĕ.
АПШри Юта штатра хăйне евĕр çемье пурăнать. Вĕсем килте 30-ăн пурăнаççĕ: упăшки, унăн 5 арăмĕ тата вĕсен 24 ачи. Ку çемье пирки нумай пулмасть Америка телекуравĕ те кăтартнă.
43-ри çемье пуçлăхĕ Брейди Уильямс телейлĕ тесе шутлать хăйне. Вăл кун пирки, Ютăра нумай арăмпа пурăнма саккун чарать пулсан та, каласа кăтартма хăраман. Арçын кунта ним япăххи те курмасть. Кун пек çемье телейлĕ те сывă пурăнма пултарасса ĕненет вăл.
В Чебоксарах, в Литературном музее на улице Ленинградской,29 открылась выставка Союза чувашских художников (СЧХ) «Пленэр – 2014 «Ильинка».
Волжские этюды
Творческая командировка СЧХ летом 2014 года была посвящёна 70-летию Моргаушского района Чувашской Республики. Пленэр организовала член правления СЧХ, уроженка этого приволжского района, граничащего с Горно-Марийским районом Республики Марий Эл, Анна Брагина.
В Чувашском государственном художественном музее состоялся вернисаж, посвященный 80-летию со дня рождения заслуженного художника России Николая Карачарскова.
Певец социалистического реализма
Николай Прокопьевич – фигура значимая в официальном чувашском изобразительном искусстве.
Нумаях пулмасть Антарктидăра тĕлĕнмелле япала асăрханă: океанра кутăн май çаврăннă айсберг пур. Ахальлисем шурă тĕслĕ, мĕншĕн тесен вĕсем чăмăртаннă юртан тăраççĕ. Анчах юр пĕрчисем пысăк пусăма пула чăмăртанаççĕ е тинĕс шывĕнче шăнаççĕ пулсан хушăксем пĕтеççĕ.
Хĕвел çутин хĕрлĕ тата сарă хумĕсене пăр «çăтать», анчах кăваккисем сапаланаççĕ. Хăш-пĕр çак хумсене эпир çутă кăвак куратпăр. Вĕсем тинĕсри таса шыва аса илтереççĕ.
Сывлăш çук чухне шăннă шывпа та çак япалах пулса иртет.