Анăçри çĕршывсенче ирттернĕ тĕпчевсем çамрăксем хваттерпе машинăшăн çунманнине палăртнă иккен.
«Миллениал» текен ăру, унта 30–35 çулсенчисем кĕреççĕ, çурт-йĕр сахал туянать-мĕн, унтан та сайрарах вĕсем машина илеççĕ. Вĕсем асăннă пуянлăха кăна мар, хаклă япала туянма ăнтăлмаççĕ имĕш. Анчах айфон таврашне çамрăксем кăмăллаççĕ-ха.
35 çулчченхи çамрăксене Америкăра «тара илекенсен ăрăвĕ» тесе те калаççĕ иккен. Мĕншĕн çамрăксем пĕр-пĕр пурлăха тара имле кăмăлларах панине социологсем тĕрлĕрен ăнлантараççĕ. Пĕрисен шучĕпе çакă çамрăксен укçа-тенкĕпе çыхăннă самай йывăрлăхпа куçа-куçăн тăма тивнипе çыхăннă. Çынсем пысăк кредит илме шикленеççĕ.
Тата тепĕр сăлтав вăл – çамрăксен хаклăхĕ улшăнни. Вĕсем ăнăнлăха расна ăнланаççĕ. Çити-çитми пурнăçпа пурăннă вĕсен ашшĕ-амăшĕ мул тума ĕмĕтленнĕ. Халĕ вара çамрăксем укçана опыт пухма тата курса çӳреме яма кăмăллаççĕ.
Пуянлăх туяниччен ăна тара илни лайăхрах тесе шухăшлакан çамрăксене теприсем ятлама та пăхĕç. Анчах тăнăçлăхшăн çуннишĕн хурлама кирлех-ши? Çамрăксем ĕç вырăнне ылмаштарма шикленмеççĕ. Апла тăк вĕсем манăн пӳрт е хваттер кунта-ха тесе пĕр вырăнта тытăнса тăрасшăн мар. Чикĕ леш енче çурт-йĕр туянса хунине те вĕсем ăнлансах каймаççĕ. Ара, вăхăтлăх каяс тесен кирек мĕнле çурт та тара илме пулать мар-и? Машина пирки каласан, такси чĕн те, хăвăн водительпе уйрăм машина евĕрех. Тепĕр тесен, автомобиле туняма тата юсаса тăма та йӳнĕ мар. Кун пек кирлĕ чухне такси чĕн те çитес çĕре çитĕн те.
Çапли çаплах пулĕ те, çапах та ватлăх кунра пурăнма паянхи çамрăксем хăйсене валли кĕтес янтăлама ăс çитереççех-тĕр тесе шанас килет.
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
Ыйтмалла ытларах ҫамрӑксен квалификациллӗ Ӗҫ вырӑнӗсем, ыйтмалла хваттерсем йӳнӗрех процентпа. Халӑхӑн активлӑрах та активлӑрах пулмалла ҫке.Кам ҫине шанмалла? Акасапар хӑта ертсе пырасшӑн мар Моисей пророк пек. Апла пулсан пророк мар.