Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +3.3 °C
Университет развивает все способности, в том числе и глупость.(А. Чехов)
 

Ad

Blog Updates

История родной деревни

  25.05.2012 23:39 | 5131 views
Деревню Челкумаги называли дер. Челкумаги Кибечи потому, что эта деревня была тесно связана с другими Кибечами, находящимся рядом (Средние Кибечи, Нижние Кибечи). Другие Кибечи еще раньше занимали места и обустраивали свои хозяйства, имея тесные связи с челкумагинцами. Ранее эти Кибечи составляли одно земельное общество. Однако деревня Малые Кибечи имела земельные участки отдельно от других Кибеч. Все три Кибечи (кроме Малых) сначала были названы как Большие Кибечи. Поскольку Малые Кибечи была как отдельная, обособленная, однако имела тесные связи с Большими Кибечами.

More...

 

Ӗҫмес, тӑван, ӗҫместӗп, намӑс курмастӑп

  24.05.2012 11:27 | 6618 views
«Екрем» халӑх ушкӑнӗ юрлакан юрӑсене итленӗ май мана ҫак юрӑри сӑмахсем кӑмӑла кайрӗҫ: Ӗҫмес, тӑван, ӗҫмес тӑван, намӑс курмастӑп.
Чӑн та намӑс пирки халӑх манса пырать пуль. Намӑсланасран хӑрамасть. Ҫакӑ халӑха чи малтан пӗтерет те пулӗ.

Юрӑ сӑввисене кунта тупрӑм: http://www.cap.ru/home/71/knigi/tra ... shike%20yurricem.htm

Тыр-пол хомханать, (3 хут)
Тырри тӑкӑнать.
Ӑна шӑши пуҫтарать
Тотӑ поласшӑн.

Шӗшкӗ авӑнать, (3 хут)
Мӑйӑр тӑкӑнать.

More...

 

"Танташ " хасатпа туслаш!

  22.05.2012 22:39 | 6278 views
Паян Шупашкара больницӑна кайса килтӗм. Кадиохирурги территоринче Николай Федоров инициативипе ҫӗкленӗ чиркӳ Николай Чудотворец ячӗпе хисепленсе тӑрать. Паян шӑпах Микулӑн кунӗ. Ҫак ятпа кунта Шупашкарти варнава тата ытти пачӑшкӑсем кӗлӗ ирттернӗ. Эпӗ те кӗлӗ вӗҫне курса юлтӑм, тӗпӗнмелле илемлӗ чан сассипе килентӗм.Вӑхӑт пуррипе усӑ курса "Тантӑш" хаҫат редакцине кӗрсе тухрӑм, хаҫата халӑх ҫырӑннипе интереслентӗм. Тӗлӗнсех кайрӑм, ашшӗ-амӑшӗ ачисене хаҫат ҫырӑнса памаҫҫӗ иккен.Учительсем те хаҫат пирки пачах пӗлмеҫҫӗ!Шкул ачине пӗчӗкрен хаҫат вулама хӑнӑхтармасан ача, ҫитӗнсен ,паллах, хаҫат-журнал вуламасть.

More...

 
[Comments (4)]

Юратупа туслӑх

  10.05.2012 16:03 | 3895 views
Туслӑхпа юрату.
Туслӑхпа юрату ҫут тӗнчене ҫынпа пӗрлех килнӗ теҫҫӗ. Темиҫе ҫӗр ӗмӗр каяллах ҫынӑн пурнӑҫӗ юратупа туслӑх ҫинче тытӑнса тӑрать. Этем пӗтӗм ӗмӗр тӑршшӗпех кампа та пулин туслашса пурӑнать. Анчах пурте туятпӑр- и, ӑнланатпӑр- и- ха ҫак туйӑмсене?
Туслӑх кашнине кирлӗ, ӑна нимӗнпе те улӑштарма ҫук. Тус- юлташ пулмасан эпир хамӑра ҫунатсӑр туятпӑр. Туссем- ҫывӑх, пӗр пӗрин шухӑшне ӑнланакан ҫынсем. Ӑна чӗрери вӑрттӑнлахсене, шухӑшсене уҫса паратӑн, шанатӑн, ӗненетӗн. Тус тупнӑ чухне ҫын хӑй пекрех ӑнланакана, шухӑшлакана, ӑс- хакӑлпа пӗр шайра тӑракана шырать, тӗл пулать, тупать.

More...

 

Тӑван тавралӑха юратакансем валли

  05.05.2012 11:12 | 4518 views
Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн чӑваш филологи факультечӗ чӑваш тата вырӑс шкулӗсен 10-11 класс вӗренекенӗсем хушшинче Республика шайӗнчи "Мӗн-ши вӑл тӑван ҫӗр-шыв?"пултарулӑх конкурсне ирттерчӗ. Пӗтӗмӗшле 82 ӗҫ тӑратнӑ. Жюри членӗсем сочиненисемпе паллашнӑ хыҫҫӑн 28 ӗҫе вырӑн пама пултарнӑ. Мала тухнӑ ачасемпе вӗрентекенсене пӗчӗк парнесем парса саламланӑ.

Анастасия Турлаева,ЧППУ ЧФФ-чӗн 5 курс студентки
 

Паллӑ публицист-ҫыравҫӑ

  05.05.2012 10:29 | 5010 views
Эпир вӗсене манмастпӑр!
Вӑл 1914-мӗш ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Ҫӗн Ирчемес ялӗнче ҫуралнӑ. Журналист пулса тӑнӑ. «Пионер сасси» тата «Красночетаевец» хаҫатсенче вӑй хунӑ. Вӑрҫӑ пуҫланнине Ленинград ҫарӗн чаҫӗнче кӗтсе илнӗ. 1941-1942 ҫҫ. Карели фронтӗнчи ҫапӑҫусене хутшӑннӑ, 1943-1945ҫҫ. вӗсен чаҫӗ Мурманск патӗнче «Рыбачий» ҫурутравӗнче ҫапӑҫнӑ. «Хӗрлӗ ҫӑлтӑр» орденне тивӗҫнӗ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Хӗрлӗ Чутайри «Ҫӗнтерӳ ялавӗнче» вӑй хунӑ. Назаров Михаил Якимович ҫинчен Хӗрлӗ Чутай районӗн энциклопедийӗпе «Журналисты Чувашии» кӗнекинче ҫак информацие кӑна тупма пултартӑмӑр.

More...

 

О Михаиле Иванове Негее

  24.04.2012 11:10 | 6060 views
В последние годы в интернете появилось много статей, посвященных Михаилу Иванову Негею - вожаку повстанцев из сел Хоршеваши , Шумшеваши, деревень Атмени, Яуши во время крестьянского восстания под предводительством Е. И. Пугачева в 1773 - 1775 г.г. Эти селения входили в состав Курмышского и Ядринского уездов. Не пытаясь пересказывать содержание, перечислю сайты, о которых ниже пойдет речь с разбором достоверности информации на этих сайтах.
1. «Крестьянское восстание под предводительством Е.И.Пугачева», автор В.

More...

 

Чӑваша чӑннипе мӗн кирлӗ? //Н.Егоров статьине тишкерни

  22.04.2012 00:05 | 9673 views
Н. Егоровӑн «Йӑлт пушатсах каймастпӑр тӗнчене...» статьи ман алла тин кӑна лекрӗ. Чӑннипе, лекессе малтанах лекрӗ-ха вӑл, тӗрӗссипе халь тин вуласа тухрӑм. Ҫавна тишкерсе тухас терӗм-ха. Кунта пуш сӑмах кӑна тенипе килӗшес мар тесе.
Чӑваш чӗлхишӗн чи пысӑк нуша вӑл — ӑна аталантарассишӗн патшалӑх ӗҫлеменни. Механизма илес пулсан — пур пайӗ те тӗрӗс-тӗкел ӗҫленӗ чухне ҫеҫ ӑна юсавлӑ теме пулать. Чӑваш чӗлхи анинче вара, шел те, хӑш-пӗр пайсем ӗҫлемеҫҫӗ.

More...

 
[Comments (19)]

Пирӗнь наци пуласлӑхӗ - хамӑр алӑра (комментарии по версиям)

  20.04.2012 00:03 | 12499 views
Хисеплӗ тантӑшсем, кӳршесем,тӑвансем,тата ыттисем-те.
Нумайшӗсемпе килӗшетӗпь,хӗшьпӗрисеньпе килӗшместӗпь. Никам та ытти нацисем ҫиньчень япӑх каламасть.Кажни наци хӑйӗнь пурнӑҫӗпе,йӑла-йӗркипе пурӑнать, несмо-тря на то,пурте пурӑнаҫҫӗ пӗр государствӑра.
Ҫав вӑхӑтрах, вырӑссемшӗнь, конечно, питӗ лайӑх,ытти пӗтӗм национальностьем вырӑсла калаҫни. Каласан - "меньше проблем". Ҫавӑнпа вӗсем яртах "ҫилленеҫҫӗ". Вырӑссем - хӑйӗнь пурнӑҫӗпе, чӑвашсем -хӑйӗнь пурнӑҫӗпе пурӑнса, пурте пӗр ҫулпа пыраҫҫӗ.
Анчах, ытти пӗтӗм наци халӑхӗсемпе пӗр ҫулпа пырса, хамӑр нацине пӗтерме мар, а хӑварма тӑрӑшламалла.

More...

 
[Comments (22)]

Кӑмӑллӑ

  17.04.2012 22:28 | 3608 views
Ҫуркунне. Ҫӗрпӳ. Ейӳ.
Кӗҫнерникун хӗвелӗ пӗлӗтсем хыҫне пытанчӗ пулин те, хӑйӗн ӑшшипе таврана самай савӑнтарчӗ. Юрӗ те тинех, шӑнкӑр-шӑнкӑр тутарса путӑксемпе те варсемпе, ҫырмасемпе те лупашкасемпе юхса кая пуҫларӗ. Ман ҫул вара вӑл кун Ҫӗрпӳ хулине выртрӗ — пӗрре те пулин ейӗве ӳкерсе илес килчӗ.
Чӑн та, хӗвелӗн ӑшшине туйсах пулӗ, ҫул ҫинче тӗл пулакансем пурте ман кӑмӑла ҫӗклерӗҫ. Тинех ҫак пулӑма фотоаппарат ҫине ӳкерсе илме пултарни те савӑнтармасӑр пултараймарӗ. Унсӑр пуҫне — водителӗ те мана кӑмӑллӑскер лекрӗ, ыйтнӑ вырӑнта антарса хӑварчӗ.

More...

 
[Comments (2)]
Pages: 1, ... 284, 285, 286, 287, 288, [289], 290, 291, 292, 293, 294, ... 376
Orphus

Banners

Counters

0 Flood Chat