■ 01.09.2008 18:02 | 5769 views
Шӑматкун, ҫурлан 30-мӗшӗнче ҫӗнӗ наци вулавӑшне кайса курас терӗм. Пӗр сӑлтавӗ, паллах, — ҫӗнӗ ҫурпа паллашасси, шалтан ӑна епле илемлетнине курасси. Тепӗр сӑлтавсем те пурччӗ — чӑвашла вулавӑш валли ҫӗнӗ хайлавсем ӳкерсе илесси тата Волгин кӗнекин хуплашкине («Кӗнекесем» уйрӑмра вӑл ҫеҫ тӑлӑххӑн, хуплашкасӑр тӑрать) ҫапса илесси. Паспорта та манса каймарӑм — унсӑр вулавҫӑ билетне памаҫҫӗ.
Шалта та самай илемлетнӗ иккен! Анчах та, кӗнекисене пурне те куҫарманнине пула никам та ҫуккӑччӗ — стойка хыҫӗнче тӑракан йышӑнакансӑр пуҫне урӑх никам та ҫук.More...
Юпа (октябрь) уйӗхӗн 4-мӗш хисепре (числора) манӑн пичче 60 ҫула тултарать. Вӑл Раськин Иван Максимовичпа Серафима Евдокимовнӑн аслӑ ывӑлӗ - Анатолий, 1966-мӗш ҫулта Нӑрваш-Шӑхаль шкулне вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн ҫурҫӗрти в/ч шыв айӗнчи флот морякӗ пулса 3 ҫултан Хусанти патшалӑхӑн финансистсен институтне вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн малта пыракан финансистсен ушкӑнӗнче ӗҫлесе пычӗ.
Кам ӑна пӗлеть, хисеплеть - 04.10.2008 ҫ. тӑвансемпе пӗрле пухӑнса сире кӗтетпӗр :(г.Чебоксары, бульвар Юности, дом № 6 , квартира № 1 , 40-36-29 килти телефонпа тата 89278489033 хӑвӑрт та ҫӑмӑл куҫакан телефонпа .More...
■ 21.08.2008 19:49 | 5581 views
Ӗнер ӗҫре хут коропкӑна чиксе хунӑ картриджа шырама тиврӗ. Картриджӗ тӗрлӗ тӗслӗ принтерӑн, мана вара хӗрли кирлӗ. Яланхи пекех вӑл тӗсли ҫиелте мар, шалта выртать. Пӗрине шыраса тупрӑм та ҫиелтисене каялла чикме пуҫларӑм. Ҫак самантра шалти туйӑм мана «Ан хур, каялла кӑларма тивӗ», — тенӗн туйӑнчӗ. Итлемерӗм, пуҫтарса хутӑм. Пустуй ӗненмерӗм, тупнӑ картридж ӗҫлеменни лекнӗ иккен — каллех лешсене кӑларса теприне шырама тиврӗ.
Паян ӗҫе тухас умӗн ҫав шалти туйӑмах паспорта чиксе тухма хистерӗ. Итлес терӗм — чӑнах та, паспорт кирлӗ пулчӗ.
Шалти туйӑма шанмаллах пулӗ.More...
Хам эпӗ Тутарстанра ҫуралса уснӗ чӑваш. Шупашкарта 7 ҫул пурӑнтӑм,Чӑваш патшалӑх университетӗнче верентӗм.Вӑхӑт пур чухне чӑваш концертесене кайкалатӑмче,анчах эстрада урӑвене пите аял.Тутар эстрадипе танлаштарсан,нумай чӑваш "ҫӑлтӑресем" итлеме кӑна мар ,пӑхмата хурӑша.Ни юрлама пелмеҫ ни ташлама,ни тӑхӑнма. Чи интересле, халӑх пурӑпӗрех концертесене ҫӳрет.Юлашки вӑхӑтра чӑваш эсрада сценисенче ҫӗнӗ лайӑх юрӑвҫасем тухреҫ.Ман шутпа:А.Ульяндина,А.Васильев,пӗр тӑван Малинасем,О Кайкӑр,Ҫавал,Тин,СашаКазакова,А.Шадриков,Сингл,Хусан чӑвашесем рок ушкӑне,Христофоров,А.More...
Чӑваш хушаматне илес шухӑш пур.Паспортсене пӑхсан мана вырӑс теҫҫӗ,чӑвашла калаҫма пуҫласан,ма санӑн вырӑс фамили тесе ыйтаҫҫӗ.Терес ыйтаҫҫӗ, эпӗ чӑваш мари вара? Раҫҫейре 10 млн Ивановсем,вӑсен хушинче 100 пинь чӑваш,25 ҫултан 90 пинӗ эпӗ вырӑс теҫ.Кам манпа килӗшет?
Приятных летних впечатлений
Ӗнер CyberLink PowerCinema программӑпа паллашма тӳр килчӗ. Программӑна вырӑс чӗлхи ҫине куҫарман, акӑлчанла ӑнланма йывӑр та мар. Ҫапах та тӗп менюна (локалӗн 30 процентне чӑвашла куҫартӑм) чӑваш чӗлхи ҫине куҫартӑм та питӗ килӗшмелле. UNICOD та усӑ курма чармасть. менюра вара ҫак пунктсем: ТВ, DVD, видео, юрӑ-кӗвӗ, радио, хыпарсем (RSS пухакан), вӑйӑ, справка, экстраз, ӗнерлев. Программӑпа ӗҫлеме пульт усӑ курма пулать. Навигаци питӗ меллӗ. Музыка кайнӑ чухне кӗвӗ файлне чӑвашла ҫырсан ун ятне пӗр улшӑнусӑр кӑтартать. Ҫутҫанталӑк пайӗнче (интернет кирлӗ)Чебоксары (е урӑх вырӑна)хула ятне кӗртме пулать, ҫанталӑк ҫав вырӑнтине кӑтартать.More...
■ 27.07.2008 19:46 | 5621 views
Ҫавра сӗтел иртнӗ иккен. Хыпарта ҫак статьяна тупрӑм:
Республика кунӗнче "Раҫҫей ҫӑл куҫӗсем", "Алӑпа ӑсталанӑ Раҫҫей" фестивальсем ирттересси йӑлана кӗчӗ ӗнтӗ. Уяв хаваслӑхӗ, илемлӗхӗ халӗ те асрах. Мероприяти хыҫҫӑн пӗтӗмлетӳсем тума вӑхӑт. Нумаях пулмасть Наци библиотекинче халӑх пултарулӑхӗн Пӗтӗм Раҫҫейри "Раҫҫей ҫӑл куҫӗсем" фестивалӗн ҫитменлӗхӗсем тата аталану ҫул-йӗрӗ пирки "ҫавра сӗтел" иртрӗ.
1993 ҫулта "Атӑлҫи ҫӑлкуҫӗсем" фестиваль пӗрремӗш хут Оперӑпа балет театрӗнче иртнӗ. Республика тулашӗнчен 3-4 коллектив ҫитнӗ. Тепӗр ҫулхине регионсен хушшинче иртнӗ мероприятие сакӑр регионтан тата хамӑр республикӑран вун-вун коллектив хутшӑннӑ. More...
■ 23.07.2008 17:28 | 5035 views
Килти сӑнӳкерчӗксен альбомне пӑхнӑ чухне ҫакна асархарӑм: ман анне качча кайнӑ чухне чӑваш тӗррилӗ шурӑ кӗпе тӑхӑннӑ пулнӑ иккен! Малтан вӑл сӑнӳкерчӗксем ытлашши пӗлтерӗшлӗ марччӗ, халӗ вара самай килӗшеҫҫӗ.
■ 21.07.2008 21:34 | 6727 views
Тӑвансем патне ҫитсен вӗсен сӑнӳкерчӗксен пуххинче хамӑн кукаҫин сӑнӳкерчӗкне куртӑм. Карп Григорч ҫуна тума ӑста пулнӑ. 102 ҫула пурӑнса ҫитнӗ. Мӑшӑрӗ — Евдокия пулнӑ (малтанхи арӑмӗ). Вӗсен Офимия, Елена, Фёкла (хӗр чухнех вилнӗ. Хӗлле Атӑл урлӑ каҫнӑ чухне) тата Анастасия хӗрӗсем пулнӑ. Иккӗмӗш хут авлансан (Фёкла ятлӑ пулнӑ) Василий ҫуралнӑ. Анастасийӑн виҫӗ ача пулнӑ — Евдокия , Нина, Николай (вӑл салтак пулнӑ, Тихвина куҫса кайнӑ). Ман атте — Евдокийӑн ачи.
Карп Григорч чаплӑ ҫын пулнӑ!More...