Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +6.3 °C
Иногда надо замолчать, чтобы тебя выслушали.(С. Лец)
 

Ad

Blog Updates

Ci Ansat Şyru

  09.03.2008 03:28 | 4614 views

Эх ҫак ҫӗнӗ орфографи йӗркисем

  08.03.2008 13:49 | 5247 views
Хальхи орфографипе ҫырнӑ текстсене вулатӑн та... тӗлӗнмелли кӑна юлать. Ак «ас тӑватӑп» сӑмахах илер. Темӗнле «ас» тӑвать ӗнтӗ... Малтанхилле мӗнле лайӑхччӗ — «асту» ҫыр та ӗҫӗ те пӗтнӗ. Ним иккеленмелли те ҫук :)
 
[Comments (6)]

Чӑваш хӗрарӗмӗн пурнӑҫӗпе ӗҫӗ

  08.03.2008 12:09 | Edit | Delete | 4319 views


Шупашкарта Чӑваш халӑх художникӗн Моисей Спиридоновӑн музей-хваттерӗнче кӗнеке уявӗ иртрӗ. Ӑна Валентина Минеевӑн кӑҫал тухнӑ “Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ” (“Чувашское узорное ткачество”) кӗнекине халалланӑ. Вӑл – “Из опыта народных мастеров” серипе тухнӑ 3-мӗш капӑр кӗнеке – малтанхисем пек вырӑсла ҫеҫ мар, икӗ чӗлхепе. Унта “Сӳс-кантӑрпа ҫип ҫинчен”, “Пир хатӗрӗсем, пир тӗртни ҫинчен”, “Тӗрлӗрен пирсем тата кавирсем”, “Тӗрлӗрен хӑю, пиҫиххи” ятлӑ пайсем пур.

More...

 

k p e r

  06.03.2008 06:30 | 4601 views

hyde vara hytə̈

does doeth toat'
breaks
breaketh prahat'
goes
goeth kajat'

kajat əp äp tä ni həš an ta tom əp ni prahat əp

 

"Нарспи" поэмӑна ҫӗнӗлле вулатпӑр

  05.03.2008 21:06 | Edit | Delete | 3756 views
Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Муркаш салинче "Нарспипе Сетнер" шкул ачисен пултарулӑхӗн конкурсӗ иртрӗ. Тӗрлӗ шкулсенче вӗренекен хӗрсемпе яшсем "Нарспипе Сетнер" ята илме тӗрлӗ конкурссем витӗр тухрӗҫ. Калайкасси шкулӗнче вӗренекенсем те айккинче тӑмарӗҫ, хӑйсене кӑтартрӗҫ. Шкул чысне 11 спорт класӗнче вӗренекенсем, Шариков Алексейпе Елене Перкова, хӳтӗлерӗҫ. Пӗрремӗш конкурс - "Визитка". Унта конкурса хутшӑнакансем хӑйсем ҫинчен каласа пачӗҫ. 12 шкул хушшинче Калайкассисем кӑна ыттисенчен уйрӑлса тӑчӗҫ. Ытти шкулсенчи "Нарспи" - сӑпайлӑ, вӑтанчӑклӑ, юрра-ташша ӑста, яланах чӑваш тумӗпе; Сетнер - ҫепӗҫ, юрлать-ташлать, Нарспи ҫинчи кашни тусан пӗрчине вӗрсе тӑрать.

More...

 
[Comments (1)]

Чӑваш вырӑса вӗрентет! :)

  03.03.2008 11:18 | 4622 views
Чӑваш Ен чиновникӗсем «ОК» сӑмаха калаҫуран кӑларасшӑн иккен! Вӑт маттурсем! Чӑваш чӗлхин тасалӑхӗшӗн мар, вырӑс чӗлхин тасалӑхӗшӗн тӑрӑшаҫҫӗ иккен! Вӗсемсӗр пуҫсӑр урӑх никам та ку ӗҫе тӑваймасть-ши...
"Мы решили заменить английское слово "ок" на "добро". Будем бороться за чистоту и красоту русского языка", – заявила министр культуры Чувашии Наталья Володина.

http://lenta.ru/news/2008/03/03/ok/
Чӑваш Енре чӑваш чӗлхи пурри пирки манса та кайнӑ пулас...

//«Ырӑ ӗҫсен ҫулталӑкӗ» ят панӑ-ха... Анчах та чӑваш чӗлхи унта ҫук.
 

Okӑstanӑ

  01.03.2008 01:07 | 4350 views

Ӑнланмастӑп

  26.02.2008 19:30 | 5190 views
http://regnum.ru/news/fd-volga/chuvashia/962235.html

"Высказывание президента Эстонии Тоомаса Хендрика Ильвеса о том, что говорить по-русски означает признать оккупацию, - бред, - сказал в беседе с корреспондентом ИА REGNUM депутат Госдумы РФ, глава чувашского отделения "Справедливой России" Анатолий Аксаков. - Мой сын говорит на немецком, хотя в истории наших стран была самая страшная война... Знание языков говорит об уровне культуры и образования. Заявление президента Эстонии - это показатель низкого уровня культуры и комплекса неполноценности.

More...

 
[Comments (7)]

В. Сергеев юррисем мана тыткӑнларӗҫ

  25.02.2008 12:36 | 5777 views
Ҫӗнӗ 2008 ҫул мана В. Сергеев юрӑҫа уҫса пачӗ. Ун юррисем "Аксар" кӑларнӑ 25-мӗш mp3 пуххинче тупӑнчӗҫ. Эх, епле чуна канлӗх парать! Темле чаплӑ юрӑҫ мар пулин те (юрлама ятарлӑ вӗренмен пулас, хӑш-пӗр вырӑнта такӑнать те...) ҫапах чунтан юрлани ман чуна тыткӑнларӗ. Юррисене пӗр канмасӑр итлес килет, хӑш-пӗр юррисене итленӗ чух ташша та ярас килет — хӑш-пӗрисем темле консерватори те пӗтереҫҫӗ, ҫапах та апла чуна тыткӑнлама пултараймаҫҫӗ. Ак "Шӑнкрав курӑкӗ" янрать, Евруковӗ патӗнче те тӑмасть...
Пур ҫав Чӑвашра пултаруллӑ ҫынсем! Мухтав вӗсене!

Юррисене кунта тупма пулать:
http://music.

More...

 
[Comments (2)]

Лебедев Оптимусӗ

  22.02.2008 16:40 | 4687 views
http://lenta.ru/news/2008/02/22/optimus/

Лебедев хӑйӗн пускӑч хӑмине усӑ курмалли шая ҫитернӗ тет. Пускӑч хӑми чӑваш чӗлхишӗн питӗ меллӗ япала — унти пучкӑчсене уйрӑммӑн ят пама пулать, уйрӑм ӳкерчӗк лартма пулать. Ҫапла май чӑваш саспаллисене те ҫырма май пур.

Эх... Хакӗ ытла ҫыртать-ҫке...
 
Pages: 1, ... 329, 330, 331, 332, 333, [334], 335, 336, 337, 338, 339, ... 378
Orphus

Banners

Counters

0 Flood Chat