На форуме у нас уже была обида на счет того, что приходится мол доказывать, что Николаев чуваш. Сегодня по Радио Шансон (водитель, который меня по работе отвозил слушал ее) услышал что мол сегодня родился русский космонавт А. Николаев... Обидно. Ладно, если бы это за границей было, для которых мы все для них русские... Но это в России.
Интересно, если зерно такое дорогое, так почему сельское хозяйство у нас в упадке? Наверное, это оттого, что крестьянину от окончательной цены достается лишь ооочень мизерная часть.
Малтанхи вырсарникун мана йӑмӑкӑн телефон сасси вӑратрӗ. 9 сехет ирхиччӗ ун чухне... (ҫапла, эпӗ нумай ҫварма юрататӑп). Пӗр 20 минут калаҫрӗ пулас... Хулха патӗнчех калаҫать те калаҫса пӗтернӗ хыҫҫӑн "Кампа ун чухлӗ нумай калаҫрӑн вара?" — тесе ыйтрӑм. Йӑмӑк чӑх пек савӑннӑ тӑрать — "Эльдорадо" лавккинче вӑл ноутбук выляса илнӗ иккен, парнене илмешкӗн вара 600 тенкӗлӗх телефон карточкине илсе унти кода каламалла вӗсене. Ачамкӑн пуҫне пушшех те пӑтратса янӑ — паспорт номерне, тата ытти япалане те пӗлнӗ пек каланӑ ("Сирӗн паспорт номерӗ ХХХ-ХХ ХХХХХХ вӗть-ха?
Юлашки вӑхӑтра эпӗ Юхма Мишшин историллӗ романӗсене хаҫат-журналсенче пичетлеме пуҫланине асӑрхарӑм. Уйӑх маларах «Хыпарта» унӑн Алмуш ҫинчен каласа паракан роман пичетлене пуҫларӗ. Халӗ, ак, «Тӑван Атӑлӑн» 8-мӗш кӑларӑмӗнче — «Пурнӑҫ ҫулӗ — вӑрӑм ҫул» (Купрат патша) роман пичетленме пуҫланӑ. Интереслӗ... Иккӗмӗш пайӗнче Н. Фёдорова ырӑ мар сӑмахпа асӑннӑ вӑл унта... ӑна пичетлӗҫ-ши... Е пичетлемӗҫ? Хальлӗхе пӗрремеш пайне анчах пичетленӗ-ха... Ҫук, иккӗмӗш пайне те пичетленӗ иккен! Ҫук... пичетленӗ чухне касса кӑларнӑ :) Пичетлемен.
Ҫӗн йӗркелӳ саманинче балкарсем те, карачайсем те хӑйсен республикине тума тӑрӑшнӑ.
Ҫакӑн йышши текст ҫырас кӑмӑл ҫуралчӗ. Ку черновик кӑна...
Нумай чӑваш вырӑнтан вырӑна куҫать. Е укҫа ӗҫлесе илме каять, е качча тухать-и — кашнин тӗрлӗрен шӑпа. Урӑх вырӑна лексен вара унта пачах урӑхла культура юхӑмӗ пулнӑран чӑваш пулни мана пуҫлать. Чӑваш пулнине манас мар тесен:
* Тӑвансемпе татӑшах ҫыхӑну тытмалла. Телефонпа шӑнкаравланӑ чухне чӑвашла калаҫмалла.
* Килте чӑваш юррисен пуххине тытса тӑмалла. Хальхи пысӑк технологи вӑхӑтӗнче чӑвашла юрӑсене дисксем ҫинче те сутаҫҫӗ, интертетелте те тупма пулать. Дисксене Шупашкарта кашни ҫӗрте сутаҫҫӗ.