Эпӗ халӗ Чаплӑ таврапӗлӳҫӗ — Почётный краевед. Ку шая мана В. Станьял хӑпартрӗ.
Ӗҫӗ ытларикун пулса иртрӗ. Эпӗ Рыкша юханшывӑн чӑвашла ятне пӗлес тесе Алина Аркадьевна патне килтӗм. Алина вырӑнта ҫуккӑччӗ те Станьяла тӗл пултӑм. Игрук мана парнеленӗ кӗнекене ҫӗтернӗ пулӗ тесе вӑл мана хӑй патне илсе кайрӗ — хӑй ҫырнӑ сӑввисен кӗнекине парнелеме. Ун вырӑнне урӑх кӗнеке (леш кӗнеки ун ӗҫ вырӑнӗнче юлман пирки) парнелерӗ — ҫав вӑхӑтра калаҫнӑ май хам фотосессисем ирттерни пирки каласа кӑтартрӑм. Фотосессисенче пулнӑ чухне мӗнле те пулин хут кирлӗ тесе (тав Турра, халиччен ман ун пирки пӑтӑрмах пулман-ха), тата уйрӑмах нумай ӳкерсе ҫӳренӗ пирки вӑл мана чаплӑ таврапӗлӳҫӗсем шутне кӗртрӗ — корочка ҫырса пачӗ.
Икӗ эрне ним сисӗнмесӗр иртсе кайрӗ тесе калаймастӑп. Ку икӗ эрне маншӑн пӗр уйӑх пекех пулчӗ.
Ку икӗ эрне хушшинче эпӗ:
1) 4 фотосесси турӑм:
* Ҫӗрпӳ ярмӑрккине;
* Шупашкар районӗ тӑрӑх Ишеке утса тухрӑм. Вӑл шутӗнче Ишекри музейе те кӗрсе куртӑм;
* Ирҫӗсен уявне ҫитсе куртӑм. Тавах Ф. Мадурова уншӑн.
* Муркаш районӗнчи таса ҫӑлкуҫ патне кайса килтӗм. Эпӗ унччен Кисан облаҫӗнчи таса ҫӑлкуҫра шыва кӗрсеччӗ, халӗ вара кунти, вырӑнти таса ҫӑлкуҫа кӗрсе курас терӗм.
2) В. Андреевпа темиҫе проект пӗрле тӑвасси пирки калаҫрӑм.
3) Килте те аванах ӗҫлерӗм-ха.
Утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче эпӗ каллех фотосессине тухрӑм. Кунхинче хам ҫуралнӑ вырӑн тӑрӑхӗнчи ялсенчен пуҫласа Ишек тарин ҫитес терӗм. Ирхине 5 сехетре тухрӑм та малтан Лапсар чарӑнӑвне уттартӑм. Унта чи малтанхи 153-мӗш мартшрутӑн (Шупашкар-Лапсар-Кӳкеҫ) автобусӗ пулмаллаччӗ. Унпа эпӗ Ҫӳлтикасси таран ҫитесшӗнчӗ. Анчах чарӑну вырӑнӗнче нумай та тӑмарӑм пӗр ҫӑмӑл машина чарӑнчӗ те мана лартса кайма хавас тенине пӗлтерчӗ. Ҫапла вара Ҫӳлтикасси патне эпӗ 5 сехет те 15 минутрах ҫитрӗм. Сӑмах май тата каласа хӑварасшӑн — ку фотосесси валли ятарлӑ футболка та турӑм — Chuvash.
Активный атмосферный фронт завис над Средним Поволжьем. На нем возникла теплая волна, которая, обострившись в ночные часы, вызывала сильные дожди по всему региону. По данным радарных наблюдений «наковальни» грозовых облаков достигали высоты 11 км. Из-за них в регионе прошли сильные и очень сильные ливневые дожди, сопровождавшиеся молниями и непрерывными раскатами грома. За сутки в Татарстане выпало 29 мм осадков, Башкирии - 27 мм, Оренбургской области - 20 мм, Саратовской области - 31 мм, в Самарской области – 86 мм.
Эрнекун 29-мӗшӗнче Хусана пуйӑспа кайма тӳр килчӗ. Пуйӑсра вара татар чӗлхине илтес терӗм те илтеймерӗм. Тутарсем те вырӑсланса пыраҫҫӗ иккен, чӑашсем кӑна мар.
Юнашар пӗр чӑваш хӗрӗпе вырӑс каччи ларса пычӗҫ. Хӗрӗ патне яла каятчӗҫ пулас. Малтан вӑл тутар пулӗ тесе шутларӑм (вырӑсла калаҫнӑ чухне акценчӗ пур пирки). Анчах та кайран килне шӑнкаравланӑ чухне чӑвашла калаҫрӗ. Канаша ҫити каяҫҫӗ иккен...
Тата... Хусантан Элмет районне машинпа тухсан ҫул тӑрӑх питӗ нумай чӑвашла ят тӗл пулчӗ. Тӗслӗхрен, Шуранка ятлӑ юханшыв.
Заявление открыто для присоединения, подписи присылайте на irhrg@hrworld.ru В письме указать : фамилию, имя, город проживания, род деятельности, своё отношение к православию.
В заголовке письма : "Против ОПК".
Заявление гражданских организаций в связи с введением Основ православной культуры в качестве обязательного предмета в школах Воронежской области
25 мая в прессе появились публикации о заключении договора о сотрудничестве между Управлением образования Воронежской области, Институтом усовершенствования учителей и Воронежской епархией РПЦ.
Эпӗ хам вӑрҫнипе хирӗҫнине питӗ юратмастӑп. Ӑнланмастӑп, мӗнле-ха хирӗҫме пулать? Ытларах чухне вӑл ман шутпа пӗр-пӗрне ӑнланма тӑрӑшманнинче. Ӑнланатӑп, сан пирки тем те пӗр каласа пӗтерсен — сӑмах каламасӑр, каҫарма йывӑр. Анчах та пурнӑҫ вӗҫӗ таран пӗр-пӗрин ҫине кӳренсе пуранма питӗ йывӑр-ҫке. Христос тӗнӗнче, ав, питӗ лайӑх ен пур — ҫынна каҫарма вӗрентеҫҫӗ. Христос тӗнӗн ку лайӑх енӗсенчен пӗри. Ҫакна каласа эпӗ пурне те, кам пӗр-перинпе хирӗҫсе кайнӑ — пӗр-пӗрне каҫарма ыйтатӑп. Ачасемех, ав, хирӗҫсе кайнӑ хыҫҫӑн тепӗр самантранах пӗрле выляҫҫӗ, кӳренӗвне ӑшра тытса тӑмаҫҫӗ.