Паян, пушӑн 15-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнчери потребительсен прависене хӳтӗлекен кун шутланать. Ҫавна май сире туянакансен, пулӑшу илекенсен мӗнлерех правасем пурри пирки кӑшт та пулин ӑнлантарса парас шухашлӑ.
Лавккари япаласене вӑрланӑ тесе сирӗн сумкӑрсене унти хуралҫӑсем тӗрӗслеме пултараймаҫҫӗ. Эсир хӑвсамӑр ирӗк парсан кӑна вӗсем сирӗн япаласене тӗрӗслеме пултараҫҫӗ. Анчах ку ӗҫе протокол туса ирттермелле е видео ӳкерсе.
Культура, литературăпа искусство ĕçченĕсен ушкăнĕ республикăри тата ытти регионсенчи муниципалитет йĕркеленĕвĕсен, предприятисемпе организацисен ертӳçисене, тĕрлĕ шайри депутатсене, пайтаçăсене
ЧĔНСЕ КАЛАНИ
Халăх вулама пăрахса пынине чылай сăнавçă хальхи вăхăтăн тĕп тата пăшăрханмалли палăрăмĕ тесе шутлать. Нумаях пулмасть кăна-ха вара пирĕн çĕршыва тивĕçлипех «чи нумай вулаканни» тетчĕç. Кĕнеке вулакан наци çеç илемлĕх пахалăхĕсене тата ытти хаклăхсене тĕнче шайĕнче тума пултарать. Вулассипе çыхăннă çивĕч ыйту Раççейри халăхсен чĕлхисене сыхласа хăварассипе тачă çыхăннă.
Президент бульварӗ еннелле тухакан Правительство ҫуртӗнче пӗр стенд пирки мана пӗлтерчӗҫ — унта имӗш чӑваш чӗлхиллӗ текстра йӑнӑш нумай. Хайхи кайса курас терӗм. Чӑн та пур унашкал стенд. Правительство ҫуртне кӗнӗ вырӑнта чӑваш карттине вырнаҫтарнӑ тата республика пирки кӗскен калакан икӗ стенд ҫакса хунӑ. Пӗри, сулахай енчи — вырӑсла, тепри, сылтӑм енчи — чӑвашла. Шӑп та лӑп ҫав чӑвашла текстра йӑнӑш нумай та ӗнтӗ.
Ӗнер «Хыпар» хаҫата ҫырӑнтӑм. Электронлӑ вариантне. Пурӗ те 90 тенкӗ кӑна та тӑкаклах мар.
Мӗншӗн ҫырӑнасах терӗм-ха? Тӗрӗссипе эп кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнченех ҫырӑнма шутланӑччӗ. Анчах Туркай хаҫатра ҫӗнӗ орфографипе кӑна мар, ҫӗнӗ терминологипе те кӗрешме пуҫлани питӗ килӗшмерӗ. Ку вӑл ман шутпа чӗлхен аталанӑвӗн ҫулне пӳлнипе пӗрех. Унсӑр пуҫне тӳлевсӗр салатаканскерне ахаль те алла илсе пӑхайратӑп тесе шутласаччӗ.
Ҫавах та хаҫата сӑнанӑ май ҫӗнӗ тӗп редактор ертсе пынипе ҫак йывӑр самантра «Хыпар» улшӑнма тӑрӑшнине куртӑм.
Шупашкар хулин Депутатсен пухăвĕн председательне — Шупашкар хулин пуçлăхне Л.И. Черкесова
Хисеплĕ Леонид Ильич!
Тĕп хуламăрăн урамĕсемпе пынă май чăваш чĕлхи валли яланах вырăн çукки чуна ыраттарать. Çывăх вăхăтра çĕршывĕпех Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунне уявлăпăр. Шупашкар та хатĕрленет çак уява — халăхăн патриотлăх туйăмне ÿстерес тесе пуль ĕнтĕ хулипех реклама баннерĕсем çакса тухнă. Анчах вĕсем пурте вырăсла. Апла пулсан чăвашсем патриот пулса çитнĕ, вырăсла калаçакансем çеç ку тĕлĕшпе юлсарах пыраççĕ?
LiveJournal сайтри Antonio-J блогер (хӑй вӑл ҫырӑвӗсене таса вырӑс чӗлхипе ҫырать) нумай пулмасть вырӑс чӗлхипе экзамен епле тытни пирки каласа панӑ. Аса илтеретпӗр, ют ҫӗршыв ҫыннисен пирӗн патшалӑхра ӗҫлес килсен хальхи вӑхӑтра вырӑс чӗлхине, Раҫҫей историне тата саккунӗсене мӗнле шайра пӗлнине кӑтартса экзамен тытмалла. Ӑна ӑнӑҫлӑ тытни пирки пӗлтерекен хутсӑр ытти хутсене памӗҫ.
Antonio-J хӑйӗн пирки каласа панӑ тӑрӑх вӑл Европа пӗрлӗхӗн гражданинӗ, шкулта вырӑс чӗлхипе литературине вӗреннӗ.
Территория Казанского ханства после захвата в 1552 году возглавлялось царем Московского государства, административно управлялось Приказом Казанского дворца в г . Москве. На землях, которые сейчас входят в Чувашскую Республику, были образованы Чебоксарский и Свияжский уезды. В начале 17 столетия из Чебоксарского уезда в Курмышский была передана Юмачевская волость, состоявшая из Аликовской, Тувановской , Шуматовской, Шумшевашской и Яндобинской родо-племенных сотен.
Очень интересной мне кажется запись в фонде 1135. стр. 1об. п. 4. РГАДА.
Халӗ чӑваш ячӗ кама кӑна хумхантармасть пулӗ; пӗрисем унӑн историне чакарса пӗчӗк племя пек кӑна кӑтартса, унӑн патшалӑх территорине пӗчӗклетсе хальхи Чӑваш Республики текен лапам талкӑшӗпе кӑна хӑварасшӑн, теприсем чӑваш ятне вышкайсӑр сарса пӗтӗм тӗнчипех сапаласа ярса пӗтересшӗн, ыттисем чӑваш ячӗ илемсӗр тесе урӑх илемлӗ ятпа улӑштарса чӑваша хӑйӗнчен хӑйне пистересшӗн. Тӗрӗссипе пирӗн халӑх историнче вӑл та ку та пулнӑ, анчах та вӗсем пурте иртнӗ ӗмӗрсенчи пулӑмсем ҫеҫ: вӑхӑта каялла ҫавӑраймӑн, иртнисене тавӑраймӑн.
Культурăпа илемлĕ сăмахлăхăмăр анинче ĕçленĕ çынсем историре чылай чухне хушма ятсемпе (вырăсла вĕсене «псевдоним», халăх шухăшласа кăларнисене «прозвище» теççĕ) паллă пулса юлаççĕ. Вăл е ку ят çыпăçасси чăваш ялĕнче уйрăм çынран мар, чылай чухне ун таврашĕн (ăрăвĕн) ятĕнчен килет. Манăн тымарсене илсе пăхар-ха. Аннеме ялта «Ăйю Хĕветĕр ывăлĕн Ăртиван хĕрĕ Кайăкка» тесе калатчĕç. Аттене вара «Кукша Макçăм ывăлĕн Матви ывăлĕн Ехрем ывăлĕ Кĕркур» тетчĕç. Кунта «Кукша» тени мăн асаттен çыпăçнă ячĕ ĕнтĕ, унăн ашшĕне «Ваçли» тесе чĕннĕ.
Сайт тытасси пӗрре те ҫӑмӑл ӗҫ мар. Уйрӑмах хутшӑнакансен йышӗ нумайланать пулсан. Кашни чӑваш хӑй «патша» пулма хӑнӑхнӑранах пуль ыттисен шухӑшӗ-кӑмӑлне чӑвашсем ӑнланасшӑнах, ӑнкарасшӑнах мар, чи кирли — хӑйсен шухӑшне пӗлтересси. Кун хыҫҫӑн вара хирӗҫӳсем тухасси те инҫе мар. Ара, пӗри пӗр япала пирки калаҫать, тепри — тепӗр япала ҫинчен. Леш хайхи ик ҫынна йывӑҫа сӑнласа пама ыйтсан пӗри — «симӗс», тепри — «туратлӑ» тенӗ пекех вӑл. Унашкаллисен пӗр чӗлхе тупма чӑн та йывӑр вара.
Ҫапла май вӑхӑтлӑха комментари пайне хупас терӗм. Сӑлтавӗ — хӑйсем пӗр-пӗринпе пӗр чӗлхе тупайманнишӗн мана — сайта йӗркелекене — айӑпланӑшӑн.
Иртсе каякан ҫула пӗтӗмлетнӗ май ҫакна калама пулать — чӑваш халӑх сайчӗшӗн вӑл япӑхах пулмарӗ. Кӑҫал эпир конкурссем нумаях ирттермерӗмӗр пулин те ҫав-ҫавах пӗрре ҫӗнӗ йышшине йӗркелерӗмӗрех — ку вӑл «Чӑваш ачи, сассуна пар!» видеосӑвӑсен конкурсӗ. Чылайӑшне килӗшрӗ, пур енчен те ӑнӑҫлӑ иртрӗ теме пулать. Шел те ҫитес ҫулта унашкалли ирттерме вӑхӑт тупаймӑпӑр пулӗ — ун вырӑнне эпир «Шан мана, тӗнче!» литература конкурсне тата чӑвашла сайтсен ӑмӑртӑвне йӗркелӗпӗр.
Иртсе каякан ҫулта пирӗн сайт хӑйӗн сӑнне улӑштарчӗ — ҫӗнӗ улшӑнусем чылайӑшне килӗшрӗҫ, вӗсем ӑна ырларӗҫ.
«Хыпар» издательство ҫуртне ҫак кунсенче Варнава килсе кайнӑ тет. Ку пулӑма сайтҫӑсем епле хакланине уйрӑммӑн илсе кӑтартас терӗм (орфографие упраса хӑварнӑ):
Bor1959:
Паян,Конституци кунӗнче,Туркай хӑйӗн ӗҫ пӳлӗмӗнчен Леонтьев Алюшӑн шӑрши-маршине кӑларса ямашкӑн аш Варнавӑна чӗннӗ. "Таса" атте ҫутатса парать пӳлӗме, Хыпар вара аталанса каять. Паллах,ҫутатнӑ хыҫҫӑн Шӑрттан, Вӑлча,Кӑлпасси тата темтепӗр. Кӗтмелли нумай юлмарӗ ХЫПАР вӗҫсе хӑпарассине. Акасапар хӑта, кунҫул уттинчен юлмалла мар, Туркайпа хутшӑнмалла-Туркая пулӑшмалла!
Пирӗн сайтра «Хыпар» издательство ҫурчӗ районсене тухса ҫырӑнтару мероприятийӗсене ирттерни пирки пӗрре мар хыпар пулчӗ. Валери Туркай пӗтӗм чӑваш хаҫачӗсен хуҫи пулса тӑнӑ хыҫҫӑн хаҫатра чӑн та улшӑнусем пулма пуҫларӗҫ. Кӑна вӑл хӑйӗн сӑмахӗнче те пӗрре мар калать. Хӑшӗ-пӗрне мухтамасӑр май ҫук (самах кунта «ҫӗршыва» пӗрлештерни пирки), теприсене вара ниепле те ырӑ пулӑм теес килмест вара. Ак, сӑмахран, уйӑх ячӗсенех илес. Юрать-ха хаҫат пуҫелӗкӗнче те пулин вӗсене хӑварнӑ. Анчах шалта — йӑлт «декабрь», «ноябрь», «октябрь».
Эпир — тулай чӑвашӗсем — Чӑваш Республикине хамӑрӑн иккӗмӗш тӑван ҫӗршыв вырӑнне хуратпӑр. Ҫакна пула унта сайра хутра пулсан та ҫитсе курма тӑрӑшатпӑр, тӑван халӑхӑн культурипе таччӑн паллашма ӗмӗтленетпӗр. Чӑваш Енри сывлӑш та, ҫутҫанталӑк та чӑвашла пек туйӑнать. Вырӑнта пурӑнакан чӑвашсенчен чылайӑшӗ хӑйсен шӗкӗр хулине «Чябаксар» теҫҫӗ, эпир ӑна хисеплесе «Шупашкар» тетпӗр. «Чябаксар» тени тӑрӑхланӑ пек е чӑваш хӑйне хисеплемесӗр калаҫнӑ пек илтӗнет пирӗншӗн. Мӗншӗн тесен кунта чӑн Чӑвашлах пурӑнмалла пек.