Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +6.3 °C
Человека всегда будут привлекать идеи самые несоизмеримые.(М. Арнольд)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Путин пресс-конференцийӗ. Онлайн, чӑвашла

Аçтахар Плотников18.12.2014 15:543400 views

Путин пресс-конференцине Твиттерта чӑвашла ҫырса пытӑм. Онлайн пек. Паллашма сӗнетӗп (менле пур ҫавӑн пек вырнаҫтарнӑ. Орфографи йӑнӑшӗсене тӳрлетмесӗр. Тӳрех вырӑсларан чӑвашла куҫарса пыма ҫӑмӑл пулмарӗ, ӑнланма ыйтатӑп):

 

2014-12-18 09:13:35
Путин прессӑпа калаҫни пирки чӑвашла ӑнлантарса пырӑпӑр

2014-12-18 09:14:33
Путин «лайӑх» хыпарсенчен пуҫлать: ВВП 0,6% уҫнӗ имӗш

2014-12-18 09:15:45
Путин ял хуҫалӑхӗ аталанни пирки калаҫать #Путин

2014-12-18 09:16:44
"Путин Раҫҫей халӑхӗ хӑй майӗпе ӳсни пирки пӗлтерет — 37 пин ӳснӗ тет

#Путин"

2014-12-18 09:17:43
Путин пирӗн патшалӑхӑн ҫӑрӗ тӗрӗкленсе пыни пирки калать #путин2014

2014-12-18 09:18:35
Путин рубль-пе</b>
(тенкӗ) ҫыхӑннӑ ыйту чи ҫичӗччи пирки калать

2014-12-18 09:19:18
Паянхи лару-тӑру пирӗн ӗҫпе мар, тулаш факторсемпе ҫыхӑннӑ иккен

2014-12-18 09:20:12
"Путин хальхи лару-тӑрура 2008 ҫулта мӗн т унӑ ҫавнах тӑвасшӑн

#путин2014"

2014-12-18 09:21:27
Экономикӑна лайӑхлатма Путин 2 ҫул пама ыйтать — 2017-мӗшччен?

2014-12-18 09:21:56
Путин экономика ӳсетех тет

2014-12-18 09:23:47
Путинӑн умсӑмахӗ вӗҫленчӗ пулас... #телепутин

2014-12-18 09:25:32
Экономикӑри лару-тӑру ҫитес ҫулталӑкӑн 1-2 кварталӗнче лайӑхланмалла тет Путин #телепутин

2014-12-18 09:26:46
Путин экономика ҫине оптимистла пӑхать... Экономика йӳнӗ нефть хакне хӑнӑхӗ тет #телепутин

2014-12-18 09:27:30
ЦБ хӑйӗн ӗҫне тӗрӗс тӑвать тет Путин #телепутин

2014-12-18 09:28:48
Путин шухӑшӗпе ЦБ ставки кунашкал пысӑк чылай вӑхӑта тӑсӑлмӗ #телепутин

2014-12-18 09:30:11
Путин Набиуллинӑ мухтать пулас #телепутин

2014-12-18 09:30:40
"Путин ку калаҫура «адекватлӑ» сӑмаха нумай усӑ курать теҫҫӗ

#телепутин"

2014-12-18 09:32:04
«Адекватлӑ — пӗр тан, пӗр шайлӑ, тивӗҫлӗ» Чӑваш чӗлхин ӑнлантаруллӑ сӑмах кӗнеки. #телепутин

2014-12-18 09:32:42
КП журналисчӗ мӗншӗн эпир халь те нефть йӗппи ҫинче ларни пирки ыйтать #телепутин

2014-12-18 09:34:21
Путин темиҫе хут та ку пресс-конференцие вӗҫлеме вӑхӑт ҫитни пирки шӳтлесе илчӗ... #телепутин

2014-12-18 09:36:44
Путин регионсене ҫӗклемелле тет #телепутин

2014-12-18 09:37:18
Пӗчӗк усламҫӑсене ҫӑмӑллӑхсем кирлӗ тет #телепутин

2014-12-18 09:37:59
НТВ Берлин хӳми ӳкнӗренпе 25 ҫул ҫитнӗ пирки калать. Ҫитӗнӳсем ун хыҫҫӑн сахал мар тет. #телепутин

2014-12-18 09:38:53
Кун хыҫҫӑн «хӳме» каллех хӑпарӑнма тытӑннӑ тет. Унашкал хӳме хӑпарӑнни сиенӗ пур-и тет?

2014-12-18 09:39:15
Путин ПРО, НАТО пирӗн еннелле пыраҫҫӗ тет #телепутин

2014-12-18 09:40:07
«Хӳме» Анӑҫ хӑй тӑвать тет, эпир мар тет #телепутин

2014-12-18 09:40:51
Украина Новороссинече вырӑссем ҫапӑҫаҫҫӗ тет, эсир пирӗн пата хӑҫанччен вӗсене яратӑр тет? #телепутин

2014-12-18 09:41:32
Савченкӑна хӑҫан яратӑр тет? #телепутин

2014-12-18 09:42:04
Савченкӑна мӗнле майпа ирӗке ярӑпӑр тет?

2014-12-18 09:42:47
Путин ҫав хирӗҫтӑрура пресса вилнӗ тет. Патшалӑхӑн прессӑна хӳтӗлемелле тет.

2014-12-18 09:43:17
Следстви Савченко прессӑна вӗлернӗ чухне наводчик пулнӑ тет

2014-12-18 09:43:59
Путин следстви мӗнле вӗҫленнине кӗтмелле тет.

2014-12-18 09:44:14
Вара Савченкӑна ирӗке тен ярӑпӑр тет #телепутин

2014-12-18 09:45:12
Пресс-конференци вӑхӑтӗнче доллар хӑпарать

2014-12-18 09:45:48
Путин: пӗтӗм ыйтушӑн Путин яваплӑ тет. #телепутин

2014-12-18 09:46:43
Путин шухӑшӗпе Украинӑн хӗвелтухӑҫӗнчи лару-тӑрура Украина кӑна айӑплӑ тет. Эпир пулӑшатпӑр кӑна. #телепутин

2014-12-18 09:48:04
Украина пирӗн лаптӑкри террористсене хӳтӗлет тет #телепутин

2014-12-18 09:48:39
Путин пире яланах ура хураҫҫӗ тет #телепутин

2014-12-18 09:49:28
Путин Украина ҫӗрӗ ҫинче пуҫ хунӑ вырӑс салтакӗсем пирки хуравламарӗ теҫҫӗ... #телепутин

2014-12-18 09:50:11
Путин АПШ Мексикӑран Техаса ҫаратни пирки калать... #телепутин

2014-12-18 09:50:41
Путин: эпир хамӑрӑн самостоятельноҫе, хамӑрӑн суверинитета сыхлатпӑр тет #телепутин

2014-12-18 09:51:24
Путин шухӑшӗпе Крым кунти ним енпе те айӑплӑ мар. #телепутин

2014-12-18 09:51:46
Каллех Украина пирки ыйтаҫӗ... #телепутин

2014-12-18 09:52:01
Новоросси шӑпи епле пулӗ-ши? ыйту. #телепутин

2014-12-18 09:52:50
1. Кризис хӑҫан та пулин пӗтетех. 2 Кризиса политика мелӗпе пӗтермелле. 3 Эпир ҫынсене пулӑшӑпӑр, 10-мӗш конвой ятӑмӑр ак... #телепутин

2014-12-18 09:54:38
Пур ыйтупа та Новороссинче Украина айӑплӑ тет #телепутин

2014-12-18 09:55:25
Порошенко мирлесесшӗн пуль те анчах конкретлӑ утӑмсем кирлӗ тет Путин #телепутин

2014-12-18 09:56:53
Новоросси ҫыннисем ялсене пӑрахса хӑварасшӑн мар тет мӗншӗн тесен унта вӗсен ҫемьисем тет Путин #телепутин

2014-12-18 09:57:33
Путин украин ҫарӗ ҫаратни, мӑшкӑллани пирки калать #телепутин

2014-12-18 09:58:26
Манскри килӗшӳсене Украин патшалӑхӗ нумай пӑсать тет.

2014-12-18 09:59:43
Патшалӑх лаптӑкне сыхласа хӑварас тесен Украинӑн пӗтӗм лаптӑкри ҫынсен шухӑш-кӑмӑлне хисеплемелле тет #телепутин

2014-12-18 10:00:19
"Турципе Китай еннелле ҫаврӑннин усси пур-и тет?

#телепутин"

2014-12-18 10:01:19
Китайпа Турци ытти тӑрӑхсенчен вӑйлӑрах аталанаҫҫӗ тет, ҫавӑнпа эпир унталла каятпӑр тет

2014-12-18 10:01:35
Китайпа тунӑ килӗшӳ тӑкаклӑ мар тет #телепутин

2014-12-18 10:02:38
Доллар 62 тенкӗрен анасшӑн мар пулас... Ирхине 58-59 шайӗнчеччӗ... #телепутин

2014-12-18 10:03:26
Турци экономики те Китай пекех ӳсет</b>
тет Путин. #телепутин

2014-12-18 10:03:54
Турци ыйтать те ытларах газ пама, эпир вара хирӗҫлеместпӗр - тет Путин #телепутин

2014-12-18 10:04:56
Путин Турци урлӑ Европӑна газ парӑпӑр тет. Пирӗн газ ыттисенчен йӳнӗрех тет. #телепутин

2014-12-18 10:05:07
Каллех валюта пирки ыйтаҫҫӗ.... #телепутин

2014-12-18 10:05:28
Валюта спекулянчӗсем ҫинчен ыйтаҫҫӗ. Камсем вӗсем? #телепутин

2014-12-18 10:06:24
Украинӑна каллех асӑнать. Эпир вӗсем пек тумӑпӑр тет. ЦБ экспортерсене валютӑна сутма хушмӗ тет. #телепутин

2014-12-18 10:07:27
Спекулянтсем пирӗннисем е юттисем те пулма пултараҫҫӗ тет. Вӗсем рынокра ӗҫлеҫҫӗ тет #телепутин

2014-12-18 10:09:14
Путин спекулятнсене вӑйпа суттарма юрамасть тет. Калаҫса ӑнлантармалла-ши?... #телепутин

2014-12-18 10:10:04
МК: Мускавра пульницасенче медперсонал чакать, вырӑнсем сахланаҫҫӗ тет. Ку рефонма ытти тӑрӑзсенче те пулӗ-и? тет

2014-12-18 10:11:36
Путин тухтӑрсемпе калаҫмалла тет. Аналантарнӑ чухне потребительсем мӗн ыйтнине пӑхмалла тет

2014-12-18 10:12:07
Мускав влаҫӗ сывлӑх енчен мӗн тунине тишкермӗп, хак памӑп тет. №#телепутин

2014-12-18 10:13:14
Мускав влаҫӗ шучӗпе иккен койкӑсен шучӗ ытла пысӑк. Сывлӑха юсама укҫа нумай тухса кайнипе ку ура хурать тет.

2014-12-18 10:14:22
Мускав влаҫӗ пӗтӗмпех тӗрӗс тӑвать тет. 1) тухтӑрсемпе калаҫаҫҫӗ тет. 2) ӗҫлекенсене укҫа тӳреҫҫӗ тет.

2014-12-18 10:14:44
Мускав влаҫӗ аккуратнӑ ӗҫлени кирлӗ тет, халь те малашне те ҫапла тумалла тет

2014-12-18 10:15:30
5-мӗш колонна пирки ыйтаҫҫӗ.

2014-12-18 10:16:07
Путин япаласене хӑй ячӗпе хӑш чух каламалла тет. #телепутин

2014-12-18 10:16:27
Оппозиципе 5-мӗш колонна хушшинчи чикке тупма йывӑр тет #телепутин

2014-12-18 10:19:30
5-мӗш колонна тет ытти патшалӑх тӗллевӗсене пурнӑҫлакан ҫынсем тет #телепутин

2014-12-18 10:20:06
Ачасем пирки ыйтаҫҫӗ. [хавхалануллӑ, ҫӗкленӳллӗ!] #телепутин

2014-12-18 10:20:24
RT @FastSlon: Вот Михалкова все время ругают за жадность. А знаете, сколько нужно денег, чтобы оплатить рекламу своего фильма в ходе пресс-…

2014-12-18 10:21:08
Путин «Пултарауллӑ ачасем» проекта пулӑшма ыйтать. ПИтӗ лайӑх ӗҫ тӑватӑр тет.

2014-12-18 10:22:28
Пулин: Лермотнов оппозиционер пулнӑ пулин те, вӑл ҫавах та патриот пулнӑ! #телепутин

2014-12-18 10:24:52
Ходорковский пирки ыйтаҫҫӗ. Эсир ӑна каҫарнӑ чухне вӑл политикӑна кӗрмесси пирки каланӑччӗ тет. халь вара президента та каясшӑн имӗш...

2014-12-18 10:25:53
Ходоркоские малалла тытса сӑлтав пулман. Ӑна ирӗке янӑшӑн шеллеместӗп тет #телепутин

2014-12-18 10:26:14
//доллар 62 тенкӗ патӗнче тӑрать #телепутин

2014-12-18 10:29:15
Путин: эпир олимпиада менле иртнипе питӗ кӑмӑллӑ. #телепутин

2014-12-18 10:29:56
Сочи пирки манмастпӑр тет . Сочи — ҫулталӑкӗпех канмалли вырӑн пулса тӑчӗ тет #телепутин

2014-12-18 10:31:14
Путин: Сочире халь хоккей команди пур. Выляса ярать ӗнтӗ, анчах хӑш чух ҫӗнтерет те. #телепутин

2014-12-18 10:31:44
Путин спорт вырӑнӗсем ытларах тумалла тет #телепутин

2014-12-18 10:31:54
Спорт культурине аталантармалла тет #телепутин

2014-12-18 10:32:13
Вара ҫынсем ытларах пурӑнма та пуҫлӗҫ тет. #телепутин

2014-12-18 10:32:56
Дождь. Зал шӑпланчӗ... #телепутин

2014-12-18 10:33:47
Собчак Чечен республики пирки ыйтать. Кадыров пурте илтмелле террористсен тӑванӗсене айӑпласси пирки каларӗс тет. #телепутин

2014-12-18 10:34:23
Эсир ҫав ҫынсен прависене хӳтӗлеме шутлатӑр-и тет? #телепутин

2014-12-18 10:34:38
Путин- Пескова: эс ма ӑна сӑмах патӑн? #телепутин

2014-12-18 10:35:03
Собчак: «травля» пирӗн пурнӑҫа таврӑнчӗ-и?

2014-12-18 10:36:20
Кадыров пирки хуравлать... #телепутин

2014-12-18 10:37:10
Раҫҫейре пурте пирӗн саккунсемпе пурӑнмалла тет. Никам та судсӑр пуҫне айӑплама пултарайманни пирки калать. #телепутин

2014-12-18 10:38:07
Террористсен тӑванӗсем ытларах чухне айӑплӑ ӗнтӗ, анчах та суд кӑна айӑплайрать тет #телепутин

2014-12-18 10:39:16
Путин правохӗтӗлекенсен организацие кам ҫунтарни пирки тӗрӗслев пырать тет. Кадыров хӑйӗн сӑмахне эмоципе каланӑ тет. Вӑл тӗрӗс мар тунӑ тет

2014-12-18 10:40:10
Ытти патшалӑхсенче те лайӑх мар. АПШ-ра пыткӑсем пур тет, Израиль террористсен ҫурчӗсене ҫутнарать тет. #телепутин

2014-12-18 10:40:28
пурнӑҫ тӗрлӗ енлӗ тет, анчах та сирӗн саккуна пӑхӑнмалла тет. #телепутин

2014-12-18 10:42:15
Пирӗн ӗҫпе килӗшмен ҫынсемпе нимӗнле «травля» та ҫук тет. Влаҫ органӗсем кунпа никам та ӗҫлемест тет. #телепутин

2014-12-18 10:42:43
Айӑплани пулать вӑл тет... Анчах хурав пама пӗлмелле тет.

2014-12-18 10:43:33
Европа влаҫӗсем вара пач урӑхла тӑваҫҫӗ тет: патшалӑх шайӗнче хӑш-пӗр ҫынна хирӗҫ ӗҫлеҫҫӗ тет. #телепутин

2014-12-18 10:45:15
Эсир хӑвсамӑр таврари ҫынсене шанатӑр-и? Кермен переворочӗ пирки хӑрамастӑр-и? — ыйту. #телепутин

2014-12-18 10:45:36
Пирӗн Кремль пур тет Путин, ӑна лайӑх хӳтӗлеҫҫӗ тет. #телепутин

2014-12-18 10:46:03
Анчах чи пысӑк хӳтӗлев — пирӗн влаҫа халӑх хӳтӗлет тет. #телепутин

2014-12-18 10:46:51
Халӑхӑн ытларах пайӗ пирӗ политикӑпа килӗшнине пула пирӗн патра ниепле те кермен переворочӗ пулмасть тет #телепутин

2014-12-18 10:48:57
Путин шучӗпе «нарӑсӑн 21-мӗшӗнчи» килӗшӗве пурнӑҫламанни Украинӑри хальхи лару-тӑру патне ҫитерчӗ тет. #телепутин

2014-12-18 10:49:16
Путин: Раҫҫӗй элити — Раҫҫей хресченӗ. #телепутин

2014-12-18 10:51:46
Путин: Раҫҫейри усламҫӑсен чи вӑйлӑ хӳтӗлеҫи — вӑйлӑ Раҫҫей патшалӑхӗ #телепутин

2014-12-18 10:52:05
Капитал амнистийӗ пирки</b>
ыйтаҫ... #телепутин

2014-12-18 10:53:13
Капитала тавӑрасси пирки мар, укҫа-тенкӗ пирки легализацйиӗ ҫинчен... тет #телепутин

2014-12-18 10:54:33
Пӗрре каламалла те: кам мӗнпе хуҫаланни пирки татӑклӑн каламалла тет #телепутин

2014-12-18 10:55:16
Ямал-Юграра суйлав пулмасть-и? тет, Пире пӗрлештермӗҫ-и тет. Эпир никамта па пӗрлешесшӗн мар тет.

2014-12-18 10:56:00
Халӑх килӗшсен кӑна пӗрлештерме пултаратпӑр тет. Ҫӳлтен каласа пӗрлештерместпӗр тет. #телепутин

2014-12-18 10:57:27
Вӑйпа пӗрлештерместӗп. Вӗсем экономикӑпа ытти ыйтусем пирки шухӑшласа кӑна перлешееҫҫӗ тет

2014-12-18 10:59:05
«Сивӗ вӑрҫӑ» тепре пуҫланни пирки ыйтаҫҫӗ. Сирӗн тӳпе те пур теҫҫӗ. Балти тӑрӑхӗнчи пӑтӑрмахсем ҫинчен калаҫҫӗ... #телепутин

2014-12-18 11:00:33
Ку лару-тӑру эпир хамӑра хытӑрах хӳтӗлеме пуҫланипе кӑна ҫыхӑннӑ тет.

2014-12-18 11:00:58
Путин: эпир хамӑр интерессене хӳтӗлетпӗр кӑна. #телепутин

2014-12-18 11:01:43
Стратегиллӗ вӗҫмексемпе эпир вӗҫмерӗмӗр, вӗҫмерӗмӗр... АПШ вара яланах вӗҫнӗ. #телепутин

2014-12-18 11:02:07
Пирӗн чикӗ леш енче 2 база кӑна. АПШ-ан вара пӗтӗм тӗнчере! #телепутин

2014-12-18 11:03:13
Путин #Пентагон ҫар ҫине укҫа-тенкӗ ытларах тӑкать тет. #телепутин

2014-12-18 11:03:40
Путин эпир агрессор мар тет. #телепутин

2014-12-18 11:04:05
Пирӗн умӗнчех ПРО лартаҫҫӗ тет #телепутин

2014-12-18 11:06:00
Казахстан интеграцилле характер пирки ыйтать. #телепутин

2014-12-18 11:07:54
Хресченсемсӗр юрамасть тет Путин.....

2014-12-18 11:09:01
Хвермерӑн токарӗ пенсие тухнӑ тет тет никам та ун вырӑнне каясшӑн мар тет... #телепутин

2014-12-18 11:09:34
Хальхи условисенче ӗҫлеме йывӑр пирки эп пӑшӑрханап тет. #телепутин

2014-12-18 11:10:04
Кадрсем пирки эпир шухӑшлатпӑр тет. ПИрӗн ял хуҫалӑх валли вӗрентекен заведенисем пур тет. #телепутин

2014-12-18 11:10:30
Ял хуҫалӑхне укҫа хыватпӑр тет... #телепутин

2014-12-18 11:10:56
Тухӑҫлӑ тыр-пула лайӑх сутса ҫав укҫана ял хуҫалӑхне таварса парасчӗ тет... #телепутин

2014-12-18 11:11:46
Воронеж облаҫӗнчи ипотека пирки. Ҫӗнӗ лару-тӑрура ипотека епле пулӗ? тет. #телепутин

2014-12-18 11:12:23
ВВП-ӑн личнӑй пурнӑҫӗ валли вӑхӑт пур-и? тет.

2014-12-18 11:12:43
17% ипотекӑна талантарма чӑн та йывӑр тет. #телепутин

2014-12-18 11:14:33
Ипотека укҫи ҫурт-тӑвӑм отрасльне каять тет. Енчен те ставка ҫак виҫепе чылай вӑхӑта тӑрӗ пулсан потекӑна пулӑшмалли мел правительсвӑн...

2014-12-18 11:14:49
... тупмалла тет. Ку питӗ кирлӗ тет.

2014-12-18 11:15:43
Пӗчӗк тата вӑтам усламҫӑсем валли ЦБ 6,5% хӑвартнӑ тет ставкӑна...

2014-12-18 11:16:37
Хамӑн пурнӑс пирки каласан вара: ман пӗтӗмпех лайӑх. #телепутин

2014-12-18 11:17:20
Малтанхи арӑмпа та пирӗн лайӑхах тет #телепутин

2014-12-18 11:18:41
ПИрӗн вятка кӑвасне тӑваҫҫӗ тет... Эп сире хӑналасшӑнччӗ тет те хуралҫӑсем памарӗҫ тет...

2014-12-18 11:19:48
ПИрӗн кӑваса нимӗнте суту-илӳ сечӗ те хӑйсем патӗнче сутмасть тет. Вӗсене мӗнле те пулин хушма пулать-и? тет

2014-12-18 11:21:17
Турципе Раҫҫей хушшинчи хутшӑнусем мӗнле пулӗҫ?

2014-12-18 11:21:45
Раҫҫӗй Ҫурҫӗр Кипрӗн ыйтӑвне татса пама пулӑшасса шанатпӑр тет. #телепутин

2014-12-18 11:22:31
Эпир ку ыйтура иккӗшне те ҫураҫуллӑ пулашма шутлатпӑр тет. #телепутин

2014-12-18 11:23:17
Путин хурсене вӑрҫтармалла марри пирки калать. #телепутин

2014-12-18 11:23:45
Путин:</b>
Ататюрк вӑхӑтӗнче лайӑххи нумай пулнӑ. #телепутин

2014-12-18 11:24:40
Путин: пирӗн Турципе пӗрешкел ыйтусем нумай тет. #телепутин

2014-12-18 11:25:02
Грузине халь те микрофон памарӗҫ — ун вырӑнне Китай. #телепутин

2014-12-18 11:26:07
ПИрӗн Китайпа пур ыйтӑва та таттса панӑ тет. #телепутин

2014-12-18 11:26:42
//доллар 61 тенке таврӑнчӗ пулас...

2014-12-18 11:28:17
Путин: эпир атомлӑ электростанцисем тӑватпӑр тет, маллала та. #телепутин

2014-12-18 11:29:00
Грузине микрофон памарӗҫ?

2014-12-18 11:29:52
Башнефть пирки ыйтрӗҫ. Приватизаци ыйтӑвне ҫӗнӗрен пӑхни мар вӑл тет.

2014-12-18 11:31:57
Башнехть биржӑра хӑйӗн малтанхи вырӑнне тавӑрасса шанать. #телепутин

2014-12-18 11:32:08
Грузине все же пачӗҫ сӑмах #телепутин

2014-12-18 11:32:39
Грузипе</b>
ҫыхӑнусем вӑйлӑланӗҫ-и? тет. Эпир НАТО-па ытларах ӗслетпӗр тет.

2014-12-18 11:33:07
Абхазипе Кӑнтор Осетире конфликт ҫавах юлать вӗт тет.

2014-12-18 11:33:27
Саакашвилине унта кунта хӑвалани пирки каласа хӑварчӗ... #телепутин

2014-12-18 11:34:43
Эпир провакацилеместпӗр тет (Осети, Абхази), хӑлӑхӗпе хӑйсемпе калаҫса татӑлмалла тет.

2014-12-18 11:35:12
Ҫыхӑну пулмалла тет (халӑхсем хушшинче) #телепутин

2014-12-18 11:37:13
Чеченсем Раҫҫейпе славян халӑхӗсем те хирӗҫни пирки калать. Вӗсем пирӗнпе туслашассине шанма пулать-и? тет

2014-12-18 11:37:41
Кадыров саккуна пӑсман тет.

2014-12-18 11:38:36
Кадыров «точно пӗлет» тет.

2014-12-18 11:39:53
Путин: Рамзан хӑйӗн ҫар тусӗсен ҫекмьсене йывӑрлӑхра хӑвармӗ тет. #телепутин

2014-12-18 11:40:21
Путин тепӗр хут саккуна пӑхӑнмалли пирки калать. #телепутин

2014-12-18 11:41:09
Пире хирӗҫле славян халӑхӗсем экономикӑллӑ пусмӑрта тет, анчах халӑхра пирӗнпе пӗрле пуласшӑнни пурах тет. #телепутин

2014-12-18 11:41:58
Импортлӑ машшинсене кӳрсе килессине чармӗҫ-и тесе ыйтаҫҫӗ. #телепутин

2014-12-18 11:43:11
Автоэвакуаторсем хӑйсен ӗҫне тӗрӗс тӑваҫҫӗ-и? тет

2014-12-18 11:44:27
Паянхи курс пӗтӗмпех хӑйӗн вырӑнне лартрӗ тет. Эпир пирӗн патра ӗҫлекен автопроизводительсене кӗтетпӗр тет. #телепутин

2014-12-18 11:45:02
Эвакуаторсем пирки ыйтусем пур пулин те ҫуранҫурекенсен проблемисене те астумалла тет. #телепутин

2014-12-18 11:45:15
Анчах та пурте саккунпа пулмалла тет. #телепутин

2014-12-18 11:46:36
Калинградри Раҫҫей ҫарне вӑйлӑлатаҫҫӗ-и? тесе ыйтаҫҫӗ

2014-12-18 11:46:57
Калининградри атом станцине хӑпартаҫҫӗ тет (ун пирки те ыйтрӗҫ)

2014-12-18 11:47:11
Пирӗн атом станцийӗ хӑрушлӑхсӑр тет

2014-12-18 11:47:57
Путин: «Фобби хӑвартмалла, ҫыхӑнусене аталантармалла» #телепутин

2014-12-18 11:48:48
Ҫӗнтерӳ кунӗренпе 70 ҫул ҫитни пирки ветеран мар журналист ыйтать. Тыл ветеранӗсен ҫурт-йӗр тӗлӗшӗпе пулӑшма шутлаҫҫӗ-и? тет

2014-12-18 11:50:53
Путинӑн пысӑк танлашӑмӗ (рейтингӗ) пирки ыйтаҫҫӗ. Конкурсенсен 2-4% кӑна. ку пӑшӑрхантармаҫ-и тет

2014-12-18 11:51:14
Танлашӑн пирки мар ӗҫ тумалла тет Путин. #телепутин

2014-12-18 11:51:32
Танлашӑм пирки мар, ӗҫ тумалла тет #телепутин

2014-12-18 11:52:56
"RT @snob_project: Каждый раз, когда Путин кашляет, Набиуллина продает на бирже миллиард.

© KermlinRussia #телепутин"

2014-12-18 11:53:43
Сечин пирки ыйтӗҫ те эп пӗлместӗп тет #телепутин

2014-12-18 11:54:11
Хамӑнне те пӗлместӗп тет... Илсе килсе параҫ тет, купаласа хурап тет... (пӑхмасть те!) #телепутин

2014-12-18 11:54:37
Сечина ӗҫрен хӑтармӑпӑр тет, вӑл эффективлӑ ӗҫлет тет. #телепутин

2014-12-18 11:55:23
«Ытлӑн парашют»-сене тасатмалла тет.

2014-12-18 11:56:05
Ман ҫумра чиновниксем ҫук тет, вӗсем пурте — коллегӑсем-ӗҫтешсем. #телепутин

2014-12-18 11:56:54
Кашни хӑйӗн шухӑшне калама пултарать тет. Патшалӑха шатать тумасӑр #телепутин

2014-12-18 11:57:32
Иранран... таса вырӑс чӗлхипе ыйтать. // BBC кӑна акӑлчанла ыйтрӗ пулас

2014-12-18 11:58:09
Иранпа ҫыхӑну аталанмасть тет. Хотя унчченхи калаҫура шантарнӑччӗ тет. #телепутин

2014-12-18 11:58:48
Пирӗн хушшинчи суту-илӳ питӗ пӗчӗк тет. Никам та яваплӑ мар тет. Тен ҫыхӑнусене ҫавах та вӑйлӑлатмалла? #телепутин

2014-12-18 11:59:33
Иранри посолран вӑйлӑрах ыйтма сӗнет пулас...

2014-12-18 12:01:11
Иранпа суту-илӳ чӑн та чакнӑ тет, анчах кун пирки эпир Аран президенчӗпе калаҫса илсе тет

2014-12-18 12:04:49
Иран пирки каласан эпир ҫывӑрмастпӑр, ӗҫлетпӗр тет. #телепутин

2014-12-18 12:05:11
Эсир кӑна курмастӑр кӑна тет пулас. #телепутин

2014-12-18 12:05:31
Тегерана та ҫитсе курӑп пуль тет. Хотя эп унта пулнӑ пулсан та... #телепутин

2014-12-18 12:06:13
Доллар 61-62 тавра ҫаврӑнать....

2014-12-18 12:07:06
«Мать-героиня» наградӑна тавӑрма пулать-и? тет

2014-12-18 12:07:30
Эп нумай ачаллӑ ҫемьесене яланах пулӑшма хатӗр тет.

2014-12-18 12:08:40
Кироври журналист ӳсӗр пулман теҫҫӗ, вӑл икӗ инкульт урлӑ тухнӑ тат ӑна пуҫран ҫапнӑ пулать... Эсир вара вӗткесен касӗ пирки шӳтлетӗр...

2014-12-18 12:08:50
"Тата 3 ыйту!

#телепутин"

2014-12-18 12:09:54
Телеканалсенчи тӳлевлӗ рекламӑна хирӗҫ саккун пирки ыйтаҫҫӗ. #телепутин

2014-12-18 12:11:08
Кабельный канал пур пулсан — укҫа ӗҫлесе илме хӑнӑхччӑр тет Путин. #телепутин

2014-12-18 12:11:32
Крым-татарсем тухаҫҫӗ...

2014-12-18 12:12:00
Реабилитаци пирки хушу пулнӑ тет, МА хушӑва пурнӑҫламаҫҫӗ тет.

2014-12-18 12:13:17
Эпир 4 чӗлхене патшалӑх чӗлхи шайне кӑлартӑмӑр те. Ҫапла май вӗсем полноценно патшалӑх ҫынни пек туйма пултарӗҫ тет

2014-12-18 12:14:01
самозахватсене легализацилесен ку хирӗҫтӑру ҫуратӗ тет. Патшалӑх ку ҫынсем умӗнче парӑмлӑ тет. #телепутин

2014-12-18 12:15:26
Экономикӑпа вӗҫлетпӗр тет...

2014-12-18 12:16:29
Доллар унишӗн эсир хӑвӑра яваплӑ теместӗр-и тет

2014-12-18 12:17:07
2018 ҫулта мӗн пуласси пирки хзальттерех калаҫма иртерех-ха тет. Ку суйлава хутшӑнасси ҫинчен.

2014-12-18 12:17:32
Патшалӑхри япӑх пулӑмсемшӗн чи малтан эп яваплӑ тет

2014-12-18 12:18:19
Патшалӑх ӗҫченӗсем хӑйсен ӗҫне лайӑх тӑваҫҫӗ тет. Кирлӗ пек.

2014-12-18 12:19:12
Эпир социаллӑ задачӑсене те татса парайрӑпӑр тет, ку лару-тӑруран тухӑпӑр тет. Экономика пӗчӗк нехть хакне хӑнӑхӗ тет.

2014-12-18 12:19:51
Эп кун пирки иккеленместӗп тет. Пӑхӑпӑр тет. Кайран пахалӑпӑр тет

2014-12-18 12:20:52
ку лару-тӑруран эпир хамӑр вырӑна тӗнче шайӗнче ҫирӗплетсе тухӑпӑр тет. Флотпа ҫара ҫирӗплетӗпӗр тет. Пенсине хӑпартӑпӑр тет

2014-12-18 12:21:19
Хысна тупӑшӗ чакать пулин те пенсие хӑпартӑпӑр тет. Ку ыйтусем ҫине тимлӗпӗр тет.

2014-12-18 12:21:35
Ҫӗнӗ ҫулпа саламларӗ. Вӗҫленчӗ.

2014-12-18 12:21:53
Уф... вӗҫленчӗ.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (1)]

Comments:

bor1959 // 1039.8.4424
2014.12.18 17:41
Микулай ним тума аптраса çырнине вуласа тухрăм.Кун хыççăн ВВП пĕр процент çĕкленчĕ.Çур Раççей бездельниксемпе тулнă. Шутласа пăхăр,кам мĕн тăвать ВВП хăпартас тесе?

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters