Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +2.3 °C
Решением всякой пробленмы служит новая проблема.(Гете)
 

Ad

: Камсем ЭПИР?

27.02.2011 21:1737443 viewsEdit Delete
Салам, ЧӐВАШСЕМ! Паян кун та чӑваш чӗлхи пӗтесси пирки калаҫатӑр-и? П.Хусанкай та, Я.Ухсай та хӑйсен вӑхӑтӗнче тӑван чӗлхе пуласлӑхе пирки пӑшӑрханнӑ пулсан та эпир паян кун та ЧӖРӖ! ЭПИР ЧӖРӖ ПУЛСАН, ХАЛӐХ ТА ПАЯН-ЫРАН ВИЛМӖ-ХА! Апла пулсан пурӑнар-ха пурнӑҫа!... Ӗмӗрсем иртсен те мӑнукӑмӑрсем пуҫа каҫӑртса пирӗнпе мухтанма пултарччӑр.
Паян сӑмах вара пачах та урӑххи пирки. Мана пачах та урӑх ыйту кӑсӑклантарать. Мӗншӗн пирӗн халӑха чӑваш тесе ят панӑ? Ҫак сӑмахӑн этимологийӗ мӗнлерех-ши? М.Р.Федотова ӗненес пулсан чӑвашсене марисем ят панӑ пулать. Анчах та ку шухӑшпа питех килӗшес килмест. П.Хусанкай йӗркисем пуҫран тухмаҫҫӗ: «Ят хума пултарнӑ хамӑр, хӗвеле, ҫӑлтӑрсене…» Вара эпир хамӑр халӑха ят пама пултарайман-ши? Ытти халӑхсемпе хутшӑнмасӑрах пурӑнман пулӗ, ыттисене хамӑрпа мӗнле паллаштарнӑ?
 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (99)]

Comments:

Анатсем // 2515.55.6961
2011.03.02 20:40
Летописецсем 1523 çулта çеç чăвашсене (чювашсем) тесе хăйсен хальхи ячĕпе çырни паллă. Сабир-Савир, Сăвар-Пăлхар, Сăваç-Чăваш этнонимсем пурте пирĕн несĕлсен ячĕсем.
Алексей,историк // 8568.8.6851
2011.03.02 22:26
Атăлçи Пăлхар пирĕн несĕлсен патшалăхĕ пулнине шкул ачи те пĕлеть ĕнтĕ."Чăваш"этноним ун чухне пулман.Кун пирки никам та тупăшмасть.Пулнă сувар-пăлхарсем.Кыпчаксен урти 1223-1236çулта Атăлçи Пăлхара çĕмĕрсе тăкать.Ылтăн Урта1444çулчен тискеррĕн хуçаланать.Çапăçусенче ĕмĕрех чи малтан вилеть чи маттурри.Çĕр çул хушшинче паллах мĕн пур паттăртарахисем кĕрешсе пуçĕсене хунă.Юлнисем тата тарса ÿкнисем хăйсем суварсем Пăлхар патшалăхĕнчен пулнине пытарнă та пулмалла.Упраса хăвармалла пулнă темле пулсан та ачасене.Хăть "чюваш"тесе таçта унта çырса хурчăр е сурăх тесе хамăра таптакансем.Хирĕç тăраймăн.Майĕпен,аран-аран вырăссен "чуваша"сăмахĕ çыпăçнă халăхăмăр çумне.
alex-net // 2431.58.5821
2011.03.03 12:07
Çĕрпÿ районĕнче Çĕтĕк Çăваç ял пуррине илтнĕ эпĕ. Çăваç тени чăваш мар-ши?
Сувар-пулкар // 8568.8.6851
2011.03.03 21:24
Тархасшăн манăн халăхăма çăвапа ан çыхлантарăр.Çăва е масар вилĕмпе çыхăннă вырăн.Халăх ячĕ ниепле те вилĕмпе çыхăнма пултарайман.Хăйне хисеплекен халăхăн.
Цивильский // 2660.55.3578
2011.03.04 00:23
Чăвашсем хăйсене çапла каланă пулсан - мĕн тăвас?
УЛТИЯР // 9705.3.7678
2011.03.11 08:54
Эп хама иртнĕ çыравра сувар тесе çыртартăм.Мĕскĕн ЧНК ертÿçисем Архипов ертсе пынипе чăваш халăхне нумай сăтăр тăваççĕ.Ман çав çынсен хушшинче пулас килместь.Эрех кĕленчи ăшне путнă сволочсем пĕтĕм халăхăн пархатарлăхне май пур таран пĕтерме тăрăшрĕç.Сувар фонда кĕрес килет манан,е ăна Республика тулашĕнче те йĕркелеме пулать-ши? Алмантай Суварсем çырна кĕнекене вуласа тухнă хыççăн тинех чуна малашлăх вăй-хăвачĕ çĕнĕрен килсе кĕчĕ.Пур ха пирĕн халахра чăн паттăрсем.Вĕсемпе пĕрлешмелле,вара малашлăх чаннипех те мăнаçлă пулĕ.Тимĕр Тяпкин,Палтай Микуçĕ,Улатимĕр Алмантай тата ыт.Мĕнле сумлă ăсчах-улăпсем: Вит.Станьял,Неççе Кули,Праски Витти,Вит.Иванов,Сунтал Мишши," СУВАРСЕМПЕ" пĕрле иккенне сирĕн сайтра куратăп ЧУН САВĂНАТЬ СУВАР пулса татах та нумай пурнас килет.
Тимер // 8568.8.6851
2011.03.12 17:27
"СУВАР"фонд регионсенче тăтăшах пулать. Екатеринбургра,Пушкăртра,Хусанта тата Чĕмпĕрте пире лайăх пĕлеççĕ. "СУВАР" тата"КАНАШ"хаçатсем урлă пирĕнпе çыхăнма пултаратăр.
Атнер // 8568.8.6851
2011.03.13 11:12
Пăлхарсем Шупашкарта пур-и? Е вĕсем Мускавра кăна?
Елена // 2666.09.2156
2011.03.14 16:39
Чăвашсем сăварсенчен пулнине мĕн ĕнентерсе пама пултарать? Ытти халăхсем (ирçĕ, мăкшă, мари...) пире мĕнле чĕннĕ?
Пирĕн халăх кун-çулĕ пирки мĕнле тĕпчевçĕсем мĕн çырнă? ХАМăН ТАВРАККУРĂМА АТАЛАНТАРАС ТЕСЕН ĂÇТА ШЫРАМАЛЛА, МĔНЕ ĔНЕНМЕЛЛЕ???

Pages: 1, ... 5, 6, 7, 8, 9, [10]

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters