- News
- Chuvash Language
- - Chuvash-English Dictionary
- - Dictionaries
- - Resources
- Culture
- - Cuisine
- - Music
- - Religion
- - Pre-Russian Names
- Art
- Folklore
- - Clothes
- - Embroidery
- Literature
- - Myths & Legends
- People
- Chuvashia
- - National Anthem
- - Districts
- - Towns
- Forum
- Links
- About us
- - Recent Activity
- - Users
интересленет.Мускаври тĕп архивра (РГАДА) 350-мĕш фондра
1,2,3 ревизипе ландрат перепиçĕсем упранаççĕ. Çак архив ĕçĕсене алла илсе тĕпчеме нумай чăвашăн укçи те çитмĕ.
Вĕсене сканировать туса Шупашкарти тĕп архива (ЧГА)куçарма
май çук-ши? Çак ĕçе пурнăçлама Роза Лизакова ертсе пыракан
архивпа культура министерствине,пурте вăрçакан мĕскĕн ЧНК
ертÿçисене, чăваш чунлă уйрăм предпринимательсене хушсан вырăнлă пулĕ.Мĕн шутлатăр çакăн пирки чăн-чăн чăвашсем?
Ман шутпа чун туртнипе (укçашăн мар)ĕçлекен ялти ахаль таврапĕлÿçĕсем хăйсен ялĕсен йăх-тымарне тата таврари ялсен
историне тĕпчесен Чăваш çĕршывĕшĕн пархатарлă та усăллă ĕç пулĕччĕ.Мĕншĕн тесен тăван халăх историйĕ хăв çуралнă вырăнтан пуçланать. Мĕн усси магазин çулĕкĕсем çинче тусанпа витĕннĕ,хулăм,нумай тиражлă,сутăнман пирĕн сумлă
ăсчах-улăпсен (В.Станьялсăр пуçне) кĕнекисем выртнинче.
Паянхи куна ял историне çырнă кĕнекесем хушшинче Г.Г.Кабаковăн "Тегешево-далекое и близкое" (500 экз.)кĕнеки
шăнăр пулса тăрать.Çитменлĕхсем пур-ха унăн та.Ытти кĕнекесем татах та начартарах.