Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +4.3 °C
Из двух пререкающихся прав тот, кто умолкает первым.(Талмуд - Кетубот)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Наци политики кирлӗ

Аçтахар Плотников21.10.2011 12:0319048 views
Ак, каллех, пирӗн Элтепер халӑх патне Ҫырупа тухасшӑн. Официаллӑ сайтра та унта мӗн кӗртмелли пирки халӑхран сӗнӳсем пуҫтарма пуҫланӑ. Тӗп ыйту — ҫынсен пурнӑҫ шайне ӳстересси, пурнӑҫа лайӑхлатасси, хӑтлӑлатасси, меллӗрех тӑвасси. Тепӗр майлӑ каласан — вӗт-шакӑр ыйтусем. Пысӑк шайри ыйтусене ҫӗклемӗ ӗнтӗ. Мӗн тӑвӑн — суйлав-ҫке ҫывхарать. Ҫавах та ҫакна сиссе те пулин алӑ усса ларас мар, кӑшт кирлӗ ыйтусене те ҫӗклеме пулӑшас :)
Наци политики кирлӗ — чӑвашшӑн ман шутпа ҫак чи пысӑк та пӗлтерӗшлӗ ыйту! Мӗн вӑл наци политики? Вӑл чӑваш чӗлхи, вӑл пирӗн Чӑваш ҫӗрӗ, халӑх интересӗсем. Чӑваш чӗлхи мӗн шайра пулмалла? Чӑваш Ен тата ун халӑхӗн интересӗсене епле хӳтӗлемелле. Чӑваш культурине епле майпа Раҫҫей е тӗнче шайне кӑларасси. Хӑш вырӑнта чӑвашӑн вырӑнӗ — ҫӗрулми кӑларакан уйра е хулари пысӑк технологиллӗ компанинче? Чӑн та, пӑхатӑн та чӑвашлӑх ҫине — хуйхӑ кӑна. Ун тӑрӑмӗ хальхи вӑхӑтра инкеклӗ те мар — хӑруш пысӑк инкекре (ҫамрӑксем чӑвашла калаҫманни, хуласемпе райцентрсенче калаҫу чӗлхи вырӑс чӗлхи пулни [вӑл юнашар ялсене те витӗм парса тӑни] пирки калаҫу та ҫук. Чӑваш чӗлхишӗн влаҫрисем кӑшт тӑрӑшни курӑнать пулин те вӑл ытла та пӗрчӗн-пӗрчӗн курӑнать /шыв ӗҫес тӗлӗшпе ҫырмари ҫӑла витрепе каяс вырӑнне курка ҫӗклесе кайниех/). Тутарсемпе е пушкартсемпе танлаштарсан пирӗн халӑхӑн наци туйӑмӗ ытла та хавшак. Мӗн калӑн, ҫармӑссемпе ирҫесем те ку тӗлӗшпе самай вӑйлӑрах пек туйӑнаҫҫӗ. Чӑвашшӑн хӑй чӑваш кӑна тӑрӑшайрать — тутарӗн, вырӑсӗн, ҫармӑсӗн хӑйсен интересӗсем, вӗсен хӑй халӑхӗсем пирки шухӑшламалла. Наци политики пирки шухӑшлама вӑхӑт тахҫанах ҫитнӗ — ку ыйтупа ӗҫлеме пуҫламаллах.
Ҫакна асра тытмалла: вӑрманти пур йывӑҫран «ай, епле хитре» тесе хурӑна кӑна хӑварсан унашкал вӑрмантан нихҫан та йӗкел кӗтсе илеес ҫук, мӑйӑр та татса сиес ҫук. Тӗрлӗ нацилӗх вӑл пирӗн ҫӗршывӑн пуянлӑхӗ пулмалла, ӑна аталанма чаракан сӑлтав пек курмалла мар. Вырӑслатас политикӑна (ун пирки уҫҫӑн каламаҫҫӗ пулин те — ҫав япала пурнӑҫланса пырать, ӑна пурте кураҫҫӗ) сивлемелле, пирӗн халӑх чӑваш чӗлхипех калаҫмалла.

Вуламалли
Наци политики кирлӗ
 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (43)]

Comments:

Вол // 2625.88.3280
2012.01.24 14:37
Халăх ертÿçи ман шутпа çакăн пек пулмалла:1. Чăваш чĕлхине тата культурине чĕрипе йышăнса тата пĕлсе аталантарать. 2. Чăваша вырăс халăхĕпе пĕрле пурăнса аталантарма пулăшать, хистет. 3. Чăвашăн экономика тата культура малашлăхе çинчен халăхпа пĕрле канашланса тăрăшса ĕçлет. 4.
Вол // 2625.88.3280
2012.01.24 14:38
Халĕ вара. Кам вăл Чăваш "патши".
Вол // 2625.88.3280
2012.01.24 14:56
Ленин пек пуçламалла мари. Чăн Чăваш партне йĕркелемелле мари.
Пуян // 2100.66.6892
2012.01.29 16:01
Обществăлла организаци тăвас текенсем пур пулсан,ма тăвас мар.Тăвас.
Вол // 1119.41.2090
2012.02.04 12:47
Организаци мĕн вăл? Мĕне те пулин хирĕç кĕрешекен ушкăн. Ушкăн патшалăх атти айне лекесмер тесессĕн хăй тĕллевĕсене уççăн халăха кăларать. Уççăн кăларать пулсассăн ун ĕçĕ-хĕлĕ Конституцие хирĕçлеме пултараймасть. Кун пек уççăн ĕçлекен пирĕн пур-Геннадий Архипов.
Вол // 1119.41.2090
2012.02.04 12:58
Интернетсăр уçă, ирĕклĕ пĕрлешлĕх хальхи вăхăтра май çук. Шутлăр ха, мĕншĕн АПШсем информатикă, сотовый телефон тĕнчипе сарма тăрăшать? Паллах укçа. Анчах та ĕнер Ливире, Египетра, Сиринче, унччен Киргизинче, Казахстанра, маларах Украинара, Грузире тата ытти вырăнсенче пулса иртнĕ "революцисем" пурте Инетран хатĕрленсе йркеленнине ухмах çеç курмасть пулĕ.
Тимер // 5574.4.5423
2012.02.05 22:57
Кам вăл Архипов?
Вол // 1986.25.8441
2012.02.06 07:21
ЧНК-ра лармасть-и ха вăл?
Пуян // 6673-4966
2012.02.11 16:12
Ун вырăнне кама сĕнме пулать?Нумай ĕçлерĕ,ывăннă пуль.
Владимир // 3487.64.5022
2012.02.11 21:15
Çакăнтан пуçламалла та. Эпĕ сире тахçанах каларăм: Çак çын шанчăклă, чăваш пулмалла.Анчахта вăл çынна халăх çине кăлармалла.

Pages: 1, 2, 3, 4, 5

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters