Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +4.3 °C
Истинное сокровище людей - умение трудиться.(Эзоп)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Дипендра Мани пурнӑҫӗ халь хӑрушлӑхра мар, анчах...

Аçтахар Плотников25.10.2011 17:425215 views
Сас-хура систернипе Дипендра Мани малашне Канаш районне каясшӑн мар иккен. Сӑлтавӗ — ҫак тӑрӑхра ун мӑйне чутах пӑрса яман теҫҫӗ. Пӗлетпӗр ӗнтӗ, Дипендра Мани чӑвашла юрӑсем шӑрантарма юратать. Чӑвашӗсем хӑйсем ытларах вырӑсла юрлама кӑмӑлланине шута илсен ӑна куншӑн хисеплемелле ҫеҫ ӗнтӗ.
Ӗҫ-пуҫ ҫапла пулса иртнӗ иккен: Дипендра Мани Канаш районӗнчи концерта хайхи юрлама килнӗ. Юрӑ хыҫҫӑн юрӑ шӑрантарнӑ, халӑха савӑнтарнӑ. Пӑтӑрмах "Кукаҫипе куками" юрра пуҫласан сиксе тухнӑ. Вырӑнти пӗр патриот хӑйне пӑхса ӳстернӗ кукаҫи чысне хӳтӗлесе тата хӑйӗн юратнӑ юррине пӑснӑшӑн кӳренсе юрӑҫа чарма шутланӑ. "Ан пӑснӑ пултӑр ман юратнӑ юрра!" — кӑшкӑрса вӑл Дипендри Мани мӑйне пӑрма тытӑннӑ тет.
Дипендра юррисем чылайӑшне килӗшнине шута илсе вӗсене лӑплантарас килет — мӑйӗ ун сывах. Канаш районне ҫеҫ урӑх ура ярса пусас мар тет.
 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (7)]

Comments:

2011.10.25 18:02
Аксар Чунтупай
Чăваш юррине чăвашах юрламалла ĕнтĕ. Хамăр илемлĕ чĕлхене такам килпетсĕр пăсса юрлани мана хама та килĕшмест...
2011.10.25 18:03
Аксар Чунтупай
Клоун вăл Дипендра Мани... Кулăш манекенĕ!
Елена // 5259.3.1472
2011.10.25 21:45
Пирĕн чăвашсен клонунĕсем татах та нумайрах. Хăйсем вырăсла пĕлмесĕрех ачи-пăчипе йăнăш çине йăнăш туса ют чĕлхепе калаçаççĕ. Кайран тата, çитменнине, эп чăваш патриочĕ тесе кăкăр çапса кăшкăраççĕ. Хăть вăл юрлатăр. Вăл юрăсенче чăвашла йăнăшсем туни те килĕшÿллĕ. Пирĕн хăш-пĕр чăваш «çăлтăрĕсем» пек пĕр юрăра çĕр йăнăш туниех мар
Аттила // 4149.54.6935
2011.11.01 01:03
Дипендри Мани лайăх юрăç..Вăл чăваш халăхне хисеплесе чăвашла юрлать..а ухмах -ÿсĕр çынсем такама та тапăнĕç.Чăваш çамрăкĕсем чăваш чĕлхи çине лачлатарса сураççĕ..ют çын чăваш чĕлхипе юрлас тесе тăрăшать..Эх халăх..намăссăр çынсем те нумай çав чăвашсем хушшинче..Хисеплемелле Дипендри Манине ..ухмахĕ тапăнать..сурăхран çуралнă вăл Канаш районен çынни
Елена // 8375.6.8986
2011.11.02 18:42
Ман шутпа вара, чăвашла юралкан ытти халăх юрăçисен хушшинче фестиваль тумалла, Калăпăр - Чăваш Республикин кунĕнче. Çак утăм каллех халăха хамăр юрăсене хисеплеме вĕрентĕ.
tatavasil@mail.ru // 1632.82.0369
2011.11.02 19:05
Чăнах та,ăна хисеплес килет.Пуçласа вăл пирĕн пата Пушкăрта килсе курчĕ.Халăха питĕ килĕшрĕ.Вăл чăваш чĕлхине юрататăп тата хисеплетĕп терĕ.Эпир вара унран вĕренмелле тăван чĕлхене хисеплеме.
tatavasil@mail.ru // 1632.82.0369
2011.11.02 19:05
Вăл индилле те пĕр вăтанмасăр юрларĕ,хăй кам иккенне те пирĕн патриотсем пек пытармасть тата ман çумра ларакан кинеми çапла каларĕ:"Çак Шупашкар чăвашĕсем юрланине ăнланса çитерейместĕп,кăна(Дипендра Мани)вара ăнланса пулать".Çапла вăл чăваш,паллах пурте мар...

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters