Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +4.3 °C
От любви есть только одно средство: любить еще больше.(Генри Торо)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Чӑваша чӑннипе мӗн кирлӗ? //Н.Егоров статьине тишкерни

Аçтахар Плотников22.04.2012 00:059831 views
Н. Егоровӑн «Йӑлт пушатсах каймастпӑр тӗнчене...» статьи ман алла тин кӑна лекрӗ. Чӑннипе, лекессе малтанах лекрӗ-ха вӑл, тӗрӗссипе халь тин вуласа тухрӑм. Ҫавна тишкерсе тухас терӗм-ха. Кунта пуш сӑмах кӑна тенипе килӗшес мар тесе.
Чӑваш чӗлхишӗн чи пысӑк нуша вӑл — ӑна аталантарассишӗн патшалӑх ӗҫлеменни. Механизма илес пулсан — пур пайӗ те тӗрӗс-тӗкел ӗҫленӗ чухне ҫеҫ ӑна юсавлӑ теме пулать. Чӑваш чӗлхи анинче вара, шел те, хӑш-пӗр пайсем ӗҫлемеҫҫӗ. Ваннӑ, чӑхӑмлаҫҫӗ. Николай Иванович, тӗрӗс палӑртать — шкул умӗнхи вӗренӳ учрежденийӗсем чӑвашлисем ҫуккипе пӗрех. Ачана чӑвашла вӗрентен пулсан та ача пахчине ярас пулсан — вырӑсла калаҫма вӗрентмелле. Аттук вӑл унти ачасемпе епле калаҫӗ? Ҫук чӑвашла садиксем. Таҫти ялта пур пулӗ те, Шупашкар таврашӗнче темле... Кӳкеҫре, сӑмахран ҫук. Пур пулсан та (Шупашкарта таҫта пур теҫҫӗ), черет пуррине шута илсен, вырӑн пур пулсан чӑвашлине шырамастӑн ӗнтӗ... Вырӑсли валли пурнӑҫ пӗтӗмпех хатӗр, меллӗ, чӑвашли валли вара — яланах чӗр нуша. Влаҫрисем хирӗҫ ӗҫлемеҫҫӗ теме пулать пулин те, нимӗн те тумаҫҫӗ-ҫке. Пуҫиле правинче (ӑнланманнисем валли: Уголовнӑй правора) нимӗн туманнишӗн те айӑплама пултараҫҫӗ — ӗҫе пурнӑҫламанран инкек сиксе тухрӗ пулсан. Ҫавна пула влаҫа ман шутпа ку тӗлӗшпе ним мар айӑплама пулать — вӗсем ӗҫлеменни чӑваш чӗлхине питӗ вӑйлӑ пӗтерет. Пӗтӗмлетӳ: ача пахчисенче чӑвашла вӗрентмелле! Чӑвашла ача пахчисен йышне йышлӑлатмалла.
Шкулта, учрежденисенче чӑвашла ҫырнӑ информаци сахалли те пурне те куҫа курӑнать. Малтанах эп ҫырса пӗлтернӗччӗ — Чӑрӑшкасси шкулӗнче чӑвашла стенд курсан вӑл ман чуна епле ӑшӑтни пирки. Шел те, урӑх пӗр шкулта та чӑвашла стенд курман-ха эп. Чӑвашли нимӗнпе те йӗркене пӑсмасть-ҫке... ҫук, ҫав, тумаҫҫӗ чӑвашла. Пӗтӗмлетӳ: чӑваш чӗлхи сакунне тӗллетерсе чӑвашла стендсем тумалла. Чуна савӑнтарччӑр. Пенси фондӗнче, почтӑра карчӑксемпе стариксене вӑйпах вырӑсла вулаттарни мана питӗ кӳрентерет. Ну пӗр чӑвашла сӑмах та ҫук-ҫке!
Вӑт чӑваш культурине _тӗрӗс_ ҫырса кӑтартма пултаракан ҫын шучӗ 3 ҫынпа кӑна уйӑрма пулнипе пӗрре те килӗшместӗп. Тен, Николай Ивановича килӗшмелле ҫыракансем пирки сӑмах? Шел те, пурне те килӗштерсе ҫитереймӗн.
Мул тата чун хаклӑхӗ пирки те темскер ӑнланмалла мар ҫырать. Ӑнланмалла, ӗнтӗ, мулпа чун хаклӑхӗ пӗрне пӗри ылмаштарса тӑраҫҫӗ. Пӗрре мул хаклӑхӗ мала тухать, кайран вара — чун хаклӑхӗ. Хальхи вӑхӑтра вара, шел те мул хаклӑхӗ малта. Мул хаклӑхӗ вӑхӑтӗнче йывӑр чӑваша. Чӑваш малтан пуян пулнӑ, вырӑс патшалӑхне кӗрсе ӳксен вара пире ытла та нумай ҫаратнӑ. Унтанпа пуйма та манса кайнӑ пулас чӑваш — ман шута мул хакне пӗлменрен. Автубуссенче пӗрре мар хам курнӑ, ҫынсенчен илтнӗ — Мускавра тар тӑкса ӗҫлесе илеҫҫӗ те киле, Чӑваша, пӗр пӗчӗк пайне ҫеҫ илсе ҫитерейреҫҫӗ. Ултавҫисем те вара унашкал чӑвашсем ҫумӗнче явӑнсах ҫӳреҫҫӗ... Ҫавах та мул хаклӑхӗ те ӗмӗре пымасть — мулран ывӑнса ҫын чун патне туртӑна пуҫлатех. Вӑхӑт кирлӗ. Чунӗ вара чӑвашӑн пуян. Ку тӗлӗшӗнчен вырӑсланнӑ чӑваша та ытти вырӑссенчен уйӑрса илме питӗ ҫӑмӑл. Чун хаклӑхӗн вӑхӑтне кӗтмелле. Унччен вара чуна шалта пуянлатма тивӗ. Ку, паллах, ман шухӑш. Сӑмах май, Николай Иванович чун хавалӗ пирки ӳстерсе калать пулин те, хӑй ҫавах та ман шутпа материалист (хам сӑнанӑ тӑрӑх).
«Эпир темшӗн пирӗн шӑпа, пирӗн пуласлӑх ку саманари вӑйлӑ, пуян ҫынсенчен килет тесе шухӑшлатпӑр. Пирӗн пуҫа ҫапла минретнӗ. Чӑннипе вара халӑх шӑпи, пирӗн пуласлӑх ҫивӗч ӑслӑ, ҫирӗп чун-хаваллӑ хастар ҫынсенчен килет.» — ку шухӑш мана килӗшрӗ. Чӑн та чӑваша чун-хаваллӑ хастар ҫын ҫитмест. Кирлӗ. Пур пулӗ те вӗсем, хальлӗхе пытанаҫҫӗ. Тен, вӑхӑт ҫитмен.
«Мӗншӗн тесен отчетшӑн, Мускавшӑн ӗҫлетпӗр», — кӑна тӗрӗсех палӑртать. Анчах кунпа ман шутпа кӗрешме йывӑр. Мускав пӗтӗм влаҫа хӑй аллине тытса илнӗ, унта ют ҫынна ярасшӑн мар, хӑйӗн политикине тытса пырасшӑн. Вырӑсӑн политики чӑваша юрӑхлӑ-и, юрӑхлӑ мар-и — вӗсене пӑшӑрхантармасть. Хӑйсемле тумалла вӗсен. Кӑшт ирӗке кӑларасси пирки шарларӗҫ те, ӗҫӗ вара ҫаплипех вӗҫленет пулас — влаҫа пули-пулми ҫынна ярасшӑн мар, тӗрлӗ чарусем лартмасӑр чунӗ чӑтмасть. Эх, мӗн тӑвӑн, вырӑсӑн шовинизмӗ ытла та шалта ларать ҫав.
«Пирӗн темӗн те пур. Чӑннипе вара — нимӗн те ҫук», — Николай Ивановичӑн ҫак шухӑш вара мана пӗрре те килӗшмест. Ман шутпа, тен чӑн та материалист пулнӑран, чӑвашӑн чунне курмасть вӑл? Чӑвашӑн чунӗ хальхи вӑхӑтра ман шутпа шалта. Пытаннӑ вӑл. Те самана килӗшменнипе. Анчах та пурах. Ӗненмесен, эп чӑвашлӑхшӑн ӗҫленине хальччен мана никам та сивлесе хирӗҫлесе каламан. Ырлакансем чылай, сӑмах чӗнменнисем те пур. Анчах хирӗҫлекенни никам та пулманччӗ-ха хальлӗхе. Пӗр-пӗр юлташа каласа паратӑн та вӑл сивлессе кӗтетӗн. Ҫук, нихӑшӗ те сивлеменччӗ. Нумай пулмасть тӑван шкул 100 ҫул тултарнӑ ятпа ирттернӗ уява кайсаччӗ. Сӑмах каларӑм. Ҫак шкулта та, ҫак ялта та (шкулӗ вӑл Шупашкар ҫывӑхӗнчех, наци шкулӗ шутланать) хӑҫан та пулин ачасем чӑвашла калаҫма пуҫласса шанас килет терӗм хам сӑмахра. Тӑвӑллӑ алӑ ҫупса йышӑнасса кӗтменччӗ. Чӑн та ӗнентӗм вара — чунӗсем пурах. Пытаннӑ. Чирлӗ теме пулать. Чирӗ шала кайнӑ пулин те сыватма пулать. Влаҫӑн ҫакна туйса илмелле кӑна.
«Пирӗн мул ҫӗр айӗнче мар, пирӗн пуянлӑх — чунра!» Чӑн та ку пуянлӑхпа тӗрӗс усӑ курма пӗлмеҫҫӗ. Уйрӑм ҫынсем пур, чунпа ӗҫлекенсем, пӗтӗмӗшле тӗллевлӗ ӗҫлекен ушкӑн вара ҫук. Кирлӗ. ЧНК е министерство ӗҫлемелле те — анчах вӑл министерствӑн ячӗ шел те, хут ҫинче кӑна. Тӗрӗссипе вара вӑл культура министерстви пулни курӑнмасть, туйӑнмасть. Вӑт ҫавсене епле ӗҫлеттермелле — ун пирки чӑн та шухӑшламалла.
Малалла вара — ыйту ҫине ыйту кӑна. Хуравӗ вара ҫук. Николай Иванович хуравне панӑ-ха ӗнтӗ — вӑл ман шутпа «влаҫ ӗҫлеменрен» тесе палӑртать. Тӳрремен мар пулин те. Хӑш-пӗр пӗтӗмлетӳсем те тӗрӗсех мар. Тенче шайне кӑларма пултаракан ушкӑнсем ҫуках-ши? Пур ман шутпа. «Каҫал», «Шуҫӑм» — кунсем чикӗ леш енне тухса унти халӑха самай интереслентернӗ. Ку ушкӑнсем, паллах, патшалӑхран укҫа илменскерсем, хӑй тӗллӗн ӗҫлекенсем. Урӑххисем те пур пулӗ, анчах пӗлменни пирки эп ҫырма юратмастӑп.
«Патшалӑх уявӗ тетпӗр пулсан, ӑна пӗтӗм халӑхпа ирттересчӗ, тӑван чӗлхене хӳтӗлеме, упрама, сыхлама, аталантарма кашни ҫынна кар тӑратасчӗ те ҫав...» — тет Николай Егоров. Кирлех-ши вӑл? Халӑхпа уявлани, паллах, кирлӗ, анчах та вӑйпа уявлаттарма кирлӗ-ши? Ман шутпа, чӗлхене тавӑрас тесен ним йывӑрри те ҫук. Вырӑсла пире епле вӗрентнӗ (1960-мӗш ҫулсенче) — ҫавӑн пекех чӑвашла вӗрентмелле. Ҫине тӑрса. Вӑтанмасӑр. Вырӑссем вӑтанман пулсан пирӗн ма вӑтанас? Влаҫрисем чараҫ пуль ҫав. Ҫавӑ кӳренӳллӗ. «Ӑҫта ӗнтӗ пире», — тесе вӗҫлени вара мана питӗ килӗшмест. Николай Иванович ытла та писсимистла пӑхать ҫав.
Наци политики ҫукки пирки сӑмах тӗрӗсех. Чӑн та, тахҫантанпах пыракан ыйту, анчах халӗ те ӑна татса парасшӑн мар. Питӗ шел.
Кунта йӗр туртӑпӑр. Статьяна вуланӑ май ҫырнӑ шухӑшсене хӑварар та ӑна пӗтӗмешле хак парас.
Маларах сӗнусен мӗлки лайӑхах курӑнатчӗ пулсан — вӗҫнелле вӗсен йышӗ чакмаллипех чакса ларчӗ ҫав. Ытларах влаҫран ыйтни кӑна юлчӗ. Ыйтусем те нумай пулни (вӗҫнелле) статьяна пахалӑх кӳмест — хуравӗсем ҫук-ҫке, хуравӗсем ҫук. Ыйту пулсан — хуравӗ пулмалла. Ахаль халӑха ӑна чӑмласа пани питӗ кирлӗ вӗт :).
Шел те, пӗтӗм статья тӑршшӗпех — чӑваш пурнӑҫне киввипе, иртнӗ вӑхӑтпа ҫыхӑнтарма тӑрӑшни. Фольклор, истори — вӑл пурте иртни. Тӗнчепе пӗр шайра аталанас тесен вара унпа тан аталанас пулать. Чӑваша ҫакӑ кирлӗ. Вӑл тӗнче уттинчен юлса пымасӑр утсан ҫеҫ ҫамрӑксем тӑван чӗлхене хисеплеме пултарӗҫ (тутарсен те ҫавах пулас — вӗсен ҫамрӑкӗсем те чӗлхерен писсе пыраҫ). Халь вӑхӑт питӗ хӑвӑрт шӑвать — чуптарать кӑна. Кивви вӑл пирӗн халӑхӑн никӗсӗ пулмалла. Хальхипе пурӑнса малашлӑха пахни кирлӗ халӑха. Вӑт ун пирки Николай Иванович, шел те, пӗр сӑмах та ҫырман. Малашлӑх мӗнре? Хальхи пурнӑҫра усӑ куракан терминологи кирлӗ. Хальхи вӑхӑтра усӑ куракан технологинче чӑваш чӗлхи пулмалла. Чӑваш чӗлхине ӑслӑлӑх чӗлхине кӗртменниех пирӗн чӗлхене ман шутпа пысӑк сиен кӳнӗ. «Чӑваш чӗлхи Канаша ҫитме кӑна кирлӗ», — текен каларӑша сивлемелле. Ӑна тӗнче уҫлӑхне тухма юрӑхлӑ чӗлхе пек йышӑнмалла.
Влаҫрисен те, паллах, ӗҫлемелле. Хӑйсен ӗҫне тумалла — «Мускавран» ыйтасса кӗтмесӗр ӗҫлемелле. Мускав мар, наци политикине хамӑрӑн татса памалла. Культурӑна аталантарма пулӑшмалла влаҫрисен. Фольклор тӗлӗшӗпе анчах мар — пӗтӗмӗшле. Чӑвашла пысӑк пахалӑхлӑ киносем кирлӗ, комикссем, электронлӑ вӑйӑсем, чӑваш чӗлхи компьютерта ҫирӗппӗн вырнаҫмалла. Уйрӑм ҫын мӗн тӑваймасть — ҫав ӗҫе министерствӑн тумалла. Сӑмахран, Виндовсра халӗ те чӑваш чӗлхи ҫук (ку ӗҫе уйрӑм ҫынна тума питӗ йывӑр)! 2012 ҫул! Пӑшӑрханмаҫҫӗ те — ҫав япӑх. Эп хам пулсан Виндовса чӑваш чӗлхисӗр пушшех те суттарман пулӑттӑм — чӗлхе сакунне пӑсатех унашкал ӗҫ. Кӗсье телефонӗсенче чӑваш чӗлхи кирлӗ. Инструкцисем чӑвашла пулмалла. Чӑваш чӗлхине хӗсекен стериотипсене (мӗн тума кирлӗ вӑл чӑваш чӗлхи?) пӗтерес ӗҫе кӳленмелле.
Ӗҫӗ чӑн та нумай. Пурне те тӳрех туса пӗтерме те май ҫук, анчах пӗчӗккӗн пуҫламаллах ман шутпа. Ӑҫта хистесе, ӑҫта йӑпӑлтатса — ӗҫлеме пуҫламаллах. Ырӑ тӗслӗхсене пухса вӗсене ытти вырӑнсене сармалла (сӑмахран, чӑвашла стенд йӗркелессине). Аваллӑхпа ҫыхӑнни — апла-и, капла-и — ман шутпа кӑшт пулса пырать, хальхи пурнӑҫпа тата малашлӑхпа ҫыхӑнни вара пушшех те ҫук.
Ман Николай Иванович пек писсимистла пӑхас килмест. Шухӑшласа илсен, чӑн та оптимистла шухӑшсем валли те вырӑн пур. Вӗсемпе пурӑнмалла, вара ӗҫ каять.
 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (19)]

Comments:

2012.04.23 19:21
Аксар Чунтупай
Наци енĕпе парти тума саккун ирĕк памасть. Ячĕ хăех провокациллĕ. Регистраци витĕр ниепле те тухаймăр. Саккуна пăсса вăхăта çеç яратăр. Ытти партине кĕрсе те çак ĕçе тума пулать.
2012.04.23 19:22
Аксар Чунтупай
Тата, ман шутпа, парти ĕçĕ чĕлхе политикинче мар пуль. Патшалăх Думин депутачĕсем миçе çул ĕнтĕ вырăс чĕлхине хÿтĕлесе тем тĕрлĕ саккун йышăнаççĕ. Анчах та вырăс чĕлхи те хавшасах пырать (пуплев культури, çыру çырас ăсталăх тата ытти те)
Пуян // 1703.3.4463
2012.04.23 20:05
Тутарсенра Татарстан Новый Век ятпа парти те пур телевидени те пур.Чăвашсем валли уйрăм саккунсем çырна-и ?
Пуян // 3474.03.8901
2012.04.24 09:43
ЧАП ятлă партине те чĕртсе тăратма пулать.Хальхинче вăрăмлатсан Чăваш ен Аталану Парти (ЧАП) пултăр. Нимĕнле ухмах та националистсен партийĕ теме пултараймасть.
Тимер // 5574.4.5423
2012.04.24 21:58
Парти чи малтан ертÿçĕ çинче тытăнса тăрать. Лидер кирлĕ. Жириновский,Зюганов,Прохоров пек авторитетсем. Пирĕн вара:"Кашни чăваш-хăй патша".Çĕнĕ çынсем кирлĕ.
Пуян // 3474.03.8901
2012.04.24 23:20
Пĕр çын мар , ушкăнпа нимелле ĕçлес пулать.
Курак // 3139.56.0831
2012.04.25 13:21
Тĕрĕс. Пĕчĕн çын - виличчен, йыш - ĕмĕрлĕх.
2012.04.25 18:30
Аксар Чунтупай
Тутарсенра Татарстан Новый Век ятпа парти те пур телевидени те пур.Чăвашсем валли уйрăм саккунсем çырна-и ?

Тет сăмахăн чăнни çук! Пÿрнерен ĕмсе илер мар çук фактсене. Телевидени пур, анчах парти çук. Эсир Партисем тума ирĕк паракан сакккуна уçса вулăр малтан. Кайран "тетсĕр" калаçăр.
2012.04.25 18:31
Аксар Чунтупай
Чăваш Аталану Партине мĕншĕн пăрахăçланă апла пулсан?
Пуян // 4282.15.5225
2012.04.25 18:47
Парти вырăнне ун чухне " общественное движение " тумалла пулнă. Тÿрех аллисене çĕклемелле пулман, партине судпа чарнă хыççăн. Халĕ вара парти тума 500 çын та çитет.Тутарта ТНВ текен "общественное движение" республикăри партисене халăхпа çыхăнтарса тăрать.

Pages: 1, 2

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters