Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +3.3 °C
Дорогу выбирай любую, а родную страну не забывай.(Туркменская поговорка)
 

Ad

Аçтахар Плотников: ХЫПАР: «Хунав», «Шуҫӑм» — мӗн тери илемлӗ ятсем

Аçтахар Плотников11.07.2012 23:2852303 views
«Хыпарта» нумай пулмасть статья пичетленчӗ — ача пахчисен чавашла ячӗсем пирки:

Республика кунне уявланӑ самантсем чылайӑшӗн асӗнче нумайлӑха юлни иккӗлентермест. Шупашкарта пурӑнакан пӗчӗк ачаллӑ ашшӗ-амӑшне вара концерт-куравран та ытларах ҫӗнӗ садик уҫӑлни савӑнӑҫ кӳчӗ. Ҫурт хыҫҫӑн ҫурт ҫӗкленнӗ май халӑх йышӗ ӳссех пыракан «Волжский-3» микрорайонта халӗччен шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗ пулман. Ку кӑна та мар, юлашки 20 ҫулта хулара ҫӗнӗ пӗр садик та уҫман. Ҫакна шута илсен 200-мӗш ача сачӗ халӗ пурнӑҫ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен чӑн-чӑн кермен темелле. Унта ачасене тӗреклӗ-сывӑ ӳстерме, пур енлӗ аталантарса шкула хатӗрлеме условисем ҫителӗклӗ. Пӗр сӑмахпа, ыттисене ӑмсанмалӑх пур. Тата, хӑтлӑ ҫуртри пахалӑхсене шута илсех-ши, садике «Эрудит» ят панӑ. Ҫак сӑмах латинларан пысӑк пӗлӳллӗ ҫын тесе куҫать. Садикре, паллах, ачасен ӑс-хакӑл пуянлӑхне ӳстермелли программӑсемпе ӗҫлеме палӑртаҫҫӗ пулӗ-ха. Ку аван. Анчах...

Савӑнмалли пулӑмсем те хӑш чухне кӑшт йӳҫекрех туйӑм хӑвараҫҫӗ. Калаҫу каллех чӑвашлӑх пирки. Темшӗн-ҫке ҫакӑн пек учрежденисене чӑвашла ят пама васкамастпӑр. «Эрудит» тенине тиркесшӗн мар-ха. Ҫапах та Чӑваш Енӗн Республика кунне уявламалли программӑна кӗртсех ҫӗртмен 23-мӗшӗнче уҫнӑ садик ячӗ чӑвашла илемлӗн янӑранине илтес килетчӗ. Халь акӑ Шупашкарта тата икӗ ҫӗнӗ садике туса пӗтернӗпе пӗрех. Вӗсене те «кӑсӑклӑ» ятсем парӗҫ-и ӗнтӗ?

Хулари шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗсен чылайӑшӗн ят ҫук иккен, тӗпрен илсен номерсемпе палӑртнӑ. Вӗсен списокне йӗрлесе пынӑ май пӗр тӗлте тӑруках чарӑнтӑм. Куҫ тӗлне «Мерчен» ятлӑ 117-мӗш садик тӗл пулчӗ, чуна ӑшӑтса ячӗ. Вӑл Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 26-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Кунта ачасене чӑваш культурипе, йӑли-йӗркипе паллаштарас ыйтусемпе тӑрӑшса ӗҫленине те пӗлтерчӗҫ.

Ытларах чӑвашсем пурӑнакан районсенче лару-тӑру урӑхларах, кӑмӑллӑрах пуласса шанса садиксен ячӗсене малалла тишкеретӗп. Анчах шанӑҫ тӳрре килмерӗ, пӑшӑрхантаракан тӗслӗх сахал мар пулчӗ. Шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗсем кашни районтах пур, хӑшӗсенче - сахал, теприсенче вуннӑран та иртет. Патӑрьел районӗнчен пуҫлар-ха. Пӗр пек ят панисем тӳрех куҫа тӑрӑнчӗҫ: «Василек» - 2 садик, «Сеспель» - 2 садик, «Родник» - 2 садик, унсӑр пуҫне «Колосок», «Солнышко», «Ромашка», «Центральный», «Була» пур.

Ыттисем пирки вара ҫӗнӗ йӗркеренех ҫырас килчӗ. «Сар хӗвел» /Туҫа/, «Хӗрлӗ палан» /Ишлӗ/, «Хунав» /Аслӑ Чемен/, «Шуҫӑм» /Первомайски/ садиксен ячӗсем мӗн тери илемлӗ. Вӗсене суйласа илнӗ яваплӑ ҫынсем тӑван ене, ачасене чунран юратни, пуласлӑхӗ пирки шухӑшлани, пӗтӗмлетсе каласан, чӑн-чӑн патриот пулни сисӗнет. Ҫак пулӑм ачасене воспитани парас ӗҫе ырӑ витӗм кӳресси иккӗлентермест. Садиксен ячӗсене чӑвашла панине тата темиҫе районта асӑрхарӑм: «Путене» /Йӗпреҫ/, «Илемпи» /Елчӗк/, «Шуҫӑм» /Етӗрне/, «Пилеш» /Шӑмӑршӑ/, «Путене» /Муркаш/.

Тӗплӗнрех тишкерсен мӗн палӑрать-ха? Нумайӑшӗ «Солнышко» ята килӗштерет иккен. Вӗсем кашни районта тенӗ пекех пур, пӗрре кӑна та мар. Канаш районӗнче - пиллӗк! Вӑрнар районӗнче виҫӗ - садике, Вӑрмар, Шӑмӑршӑ, Патӑрьел, Муркаш, Йӗпреҫ районӗсенче пӗрер садике ҫак ята панӑ. Тата мӗнле ятсем ытлашшипех хисепре-ха? «Рябинка», «Колосок», «Березка», «Сеспель», «Теремок», «Колобок», «Сказка», «Тополек», «Василек», «Рябинушка», «Колокольчик»... ытларах. Пӗр пек ятлисем тата пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑрас тесе мӗн тӑваҫҫӗ-ши? Вӗренӳпе воспитани программисен пуянлӑхӗпе, хӑйне евӗрлӗхӗпе-ши чӑвашлӑх ыйтӑвӗсемпе те пуҫаруллӑ ӗҫленипе палӑраҫҫӗ-ши? Апла пулсан юрӗччӗ те.

Кирек мӗнле пулсан та чӑваш ялӗнчи садик ячӗ вырӑсла пулни тата республикӑри пӗр евӗрлӗ ятсен хушшинче ҫухалса кайма пултарни пӑшӑрхантарать. Сӑмахран, «Колобок» вырӑнне - «Йӑва», «Сказка» вырӑнне - «Юмах», «Колокольчик» вырӑнне «Шӑнкӑрав» тесен чуна ҫывӑхрах кӑна мар, илемлӗрехчӗ те.

2012-2014 ҫулсенче республикӑра 25 ҫӗнӗ ача сачӗ тума палӑртнӑ. Вӗсене ят панӑ чухне пирӗн асӑрхаттарӑва шута илессе шанатпӑр.

Алина ЛУКИЯНОВА

Сирӗн мӗнле шухӑш?
 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (158)]

Comments:

Игорь Сайман // 5447.2.1970
2012.11.17 17:35
Ача садне вырăсла ят пани - шăпăрлансем патне тата вĕсен ашшĕ-амăшĕ патне янă ятарлă "месседж". Пире систереççĕ пиртен тата пирĕн ачасемпе мăнуксенчен КАМ пулма хатĕрленине. Кунашкал ятлă ача садне çÿрекен шăпăрлан чăваш пулса ÿсессе кĕтме йывăр,- ашшĕ-амăшĕ тем пек тăрăшсан та!
Якур // 1039.8.4424
2012.11.18 10:06

Сайман, ăслă йĕкĕт,ăнлан! Çав темăна эпир 20 çул ытла çĕклетпĕр( аксакалсем 50 çул ытла, пуçа хунисемте пулнă). Ку сахал питĕ сахал.Çавăнпа сана ăслă йĕкĕте каласшăн: сан ытарлă "Ультиярсем"( вĕсем Хыпар хаçат редакцийĕнче те ĕçлеççĕ)çав темăна кирлĕ шая çĕклеймерĕç,çĕклейме шутламаççĕ те.
Игорь Сайман // 4708.35
2012.11.18 17:16
Парадокс: Эпир шăпах Якур хурлакан "Хыпарти" статьяна сÿтсе яватпăр. Чăн та, Алина Лукиянова журналист акцентсене ытла та йăвашшăн лартса тухнă; "шалалла" кĕрсе кайма "хăрать"...
Игорь Сайман // 4708.35
2012.11.18 18:26
Алина Лукиянова "эрудит" тенине "чăвашăн мар" пек туять пулмалла(статьяна пăхăр). Ан тив, вăл таçтан ютран килнĕ пултăр, çапах вăл пирĕн чĕлхери "саккунлă" сăмах; словарьсенче те пур. Патăрьелĕнчи ача садне "Сказка" теме палăртнă - ку вара КУÇКĔРЕТ ЧĂВАШĂН МАР. "Юмах" темелле, вăл шутра вырăсла текстсенче те.
Тимер // 5574.4.5423
2012.11.18 18:53
Тĕлĕнетĕп.Патăрьелтен мĕн чулĕ чăвашлăхпа çыхăннă "тава тивĕçлĕ" çынсем.Атнер тĕрĕс калать.Кирлĕ мар ĕнтĕ вĕсене чĕлхемĕр.Килĕнче те вĕсем ачисемпе вырăсла пуплеççĕ.
Васса // 2645.36.9262
2012.11.18 21:18
Кама -кама та,Патăрьелсене чăвашла калаçмаççĕ тесе калама васкамалла мар,шăпах патăрьелсемпе елчĕксем чăвашла калаçманнисене хăлха чикки çитереççĕ!!!
Якур // 3173.66.1153
2012.11.19 00:01

Васса, тăхлачăм! Санăн ирĕклĕ майпа е правилăсăр вăрçма кавир çине тухмалла. Çулсем иртсе каиччен кая ан юл. Пустуях наци темипе вăхăта ирттеретĕн.
Васса // 1550.28.7302
2012.11.19 16:54
Якур хăтаçăм, кавир çине тухас пулсан чи малтан сана е Тимĕре çавăрса çапасчĕ-ха....
Галина // 2073.30.1670
2012.11.19 19:45
Патăрьел районне качча тухнă хĕрарăм тăван килне килчĕ. Ачисемпе вырăсла калаçса тĕлĕнтерчĕ. Пĕрремĕш шкулта вырăс программипе вĕрентеççĕ иккен, ачисене 8 çухрăма ятарласа кунта ярать ялта шкул пур çинчех.
Тимер // 5574.4.5423
2012.11.19 21:55
Вăхăт çитместь пур манкуртсемпе татăлма.Паян кăна ГАИ начальникĕ патĕнче пултăм.Пĕр ГАИшникĕ мана чăвашла калаçсан"скажи на русском,нету Конституции Чувашии" терĕ.Начальникĕ тĕлĕнеть манран.Конгреса кирлĕ мар,сана мĕн?

Pages: 1, ... 7, 8, 9, 10, 11, [12], 13, 14, 15, 16

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters