Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +3.3 °C
Лучший руководитель тот, у которого подчиненные много способнее его.(Гудмунд Хернео)
 

Ad

Аçтахар Плотников: ХЫПАР: «Хунав», «Шуҫӑм» — мӗн тери илемлӗ ятсем

Аçтахар Плотников11.07.2012 23:2852300 views
«Хыпарта» нумай пулмасть статья пичетленчӗ — ача пахчисен чавашла ячӗсем пирки:

Республика кунне уявланӑ самантсем чылайӑшӗн асӗнче нумайлӑха юлни иккӗлентермест. Шупашкарта пурӑнакан пӗчӗк ачаллӑ ашшӗ-амӑшне вара концерт-куравран та ытларах ҫӗнӗ садик уҫӑлни савӑнӑҫ кӳчӗ. Ҫурт хыҫҫӑн ҫурт ҫӗкленнӗ май халӑх йышӗ ӳссех пыракан «Волжский-3» микрорайонта халӗччен шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗ пулман. Ку кӑна та мар, юлашки 20 ҫулта хулара ҫӗнӗ пӗр садик та уҫман. Ҫакна шута илсен 200-мӗш ача сачӗ халӗ пурнӑҫ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен чӑн-чӑн кермен темелле. Унта ачасене тӗреклӗ-сывӑ ӳстерме, пур енлӗ аталантарса шкула хатӗрлеме условисем ҫителӗклӗ. Пӗр сӑмахпа, ыттисене ӑмсанмалӑх пур. Тата, хӑтлӑ ҫуртри пахалӑхсене шута илсех-ши, садике «Эрудит» ят панӑ. Ҫак сӑмах латинларан пысӑк пӗлӳллӗ ҫын тесе куҫать. Садикре, паллах, ачасен ӑс-хакӑл пуянлӑхне ӳстермелли программӑсемпе ӗҫлеме палӑртаҫҫӗ пулӗ-ха. Ку аван. Анчах...

Савӑнмалли пулӑмсем те хӑш чухне кӑшт йӳҫекрех туйӑм хӑвараҫҫӗ. Калаҫу каллех чӑвашлӑх пирки. Темшӗн-ҫке ҫакӑн пек учрежденисене чӑвашла ят пама васкамастпӑр. «Эрудит» тенине тиркесшӗн мар-ха. Ҫапах та Чӑваш Енӗн Республика кунне уявламалли программӑна кӗртсех ҫӗртмен 23-мӗшӗнче уҫнӑ садик ячӗ чӑвашла илемлӗн янӑранине илтес килетчӗ. Халь акӑ Шупашкарта тата икӗ ҫӗнӗ садике туса пӗтернӗпе пӗрех. Вӗсене те «кӑсӑклӑ» ятсем парӗҫ-и ӗнтӗ?

Хулари шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗсен чылайӑшӗн ят ҫук иккен, тӗпрен илсен номерсемпе палӑртнӑ. Вӗсен списокне йӗрлесе пынӑ май пӗр тӗлте тӑруках чарӑнтӑм. Куҫ тӗлне «Мерчен» ятлӑ 117-мӗш садик тӗл пулчӗ, чуна ӑшӑтса ячӗ. Вӑл Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 26-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Кунта ачасене чӑваш культурипе, йӑли-йӗркипе паллаштарас ыйтусемпе тӑрӑшса ӗҫленине те пӗлтерчӗҫ.

Ытларах чӑвашсем пурӑнакан районсенче лару-тӑру урӑхларах, кӑмӑллӑрах пуласса шанса садиксен ячӗсене малалла тишкеретӗп. Анчах шанӑҫ тӳрре килмерӗ, пӑшӑрхантаракан тӗслӗх сахал мар пулчӗ. Шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗсем кашни районтах пур, хӑшӗсенче - сахал, теприсенче вуннӑран та иртет. Патӑрьел районӗнчен пуҫлар-ха. Пӗр пек ят панисем тӳрех куҫа тӑрӑнчӗҫ: «Василек» - 2 садик, «Сеспель» - 2 садик, «Родник» - 2 садик, унсӑр пуҫне «Колосок», «Солнышко», «Ромашка», «Центральный», «Була» пур.

Ыттисем пирки вара ҫӗнӗ йӗркеренех ҫырас килчӗ. «Сар хӗвел» /Туҫа/, «Хӗрлӗ палан» /Ишлӗ/, «Хунав» /Аслӑ Чемен/, «Шуҫӑм» /Первомайски/ садиксен ячӗсем мӗн тери илемлӗ. Вӗсене суйласа илнӗ яваплӑ ҫынсем тӑван ене, ачасене чунран юратни, пуласлӑхӗ пирки шухӑшлани, пӗтӗмлетсе каласан, чӑн-чӑн патриот пулни сисӗнет. Ҫак пулӑм ачасене воспитани парас ӗҫе ырӑ витӗм кӳресси иккӗлентермест. Садиксен ячӗсене чӑвашла панине тата темиҫе районта асӑрхарӑм: «Путене» /Йӗпреҫ/, «Илемпи» /Елчӗк/, «Шуҫӑм» /Етӗрне/, «Пилеш» /Шӑмӑршӑ/, «Путене» /Муркаш/.

Тӗплӗнрех тишкерсен мӗн палӑрать-ха? Нумайӑшӗ «Солнышко» ята килӗштерет иккен. Вӗсем кашни районта тенӗ пекех пур, пӗрре кӑна та мар. Канаш районӗнче - пиллӗк! Вӑрнар районӗнче виҫӗ - садике, Вӑрмар, Шӑмӑршӑ, Патӑрьел, Муркаш, Йӗпреҫ районӗсенче пӗрер садике ҫак ята панӑ. Тата мӗнле ятсем ытлашшипех хисепре-ха? «Рябинка», «Колосок», «Березка», «Сеспель», «Теремок», «Колобок», «Сказка», «Тополек», «Василек», «Рябинушка», «Колокольчик»... ытларах. Пӗр пек ятлисем тата пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑрас тесе мӗн тӑваҫҫӗ-ши? Вӗренӳпе воспитани программисен пуянлӑхӗпе, хӑйне евӗрлӗхӗпе-ши чӑвашлӑх ыйтӑвӗсемпе те пуҫаруллӑ ӗҫленипе палӑраҫҫӗ-ши? Апла пулсан юрӗччӗ те.

Кирек мӗнле пулсан та чӑваш ялӗнчи садик ячӗ вырӑсла пулни тата республикӑри пӗр евӗрлӗ ятсен хушшинче ҫухалса кайма пултарни пӑшӑрхантарать. Сӑмахран, «Колобок» вырӑнне - «Йӑва», «Сказка» вырӑнне - «Юмах», «Колокольчик» вырӑнне «Шӑнкӑрав» тесен чуна ҫывӑхрах кӑна мар, илемлӗрехчӗ те.

2012-2014 ҫулсенче республикӑра 25 ҫӗнӗ ача сачӗ тума палӑртнӑ. Вӗсене ят панӑ чухне пирӗн асӑрхаттарӑва шута илессе шанатпӑр.

Алина ЛУКИЯНОВА

Сирӗн мӗнле шухӑш?
 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (158)]

Comments:

Васса // 3552.28.0320
2012.12.05 14:00
Алюш, хĕрарăмсем арçын пурнăçне илем кÿреççĕ е пăсаççĕ,ăна пĕлетпĕр-ха эпир,анчах арçынсем Мускава кайма пăрахчăр тесен мĕн тумаллине- ура çинче тăрса чĕç тăвакан АРÇЫНСЕН шутламалла...
Игорь Сайман // 3277.83.3760
2012.12.05 18:38
Пур-и ку форумра арçынсем, хĕрарăм чысне сыхлас текен рыцарьсем?
Игорь Сайман // 3277.83.3760
2012.12.05 19:23
Голда Меир(еврей,иудейка) 1969-1974 çулсенче Израиль премьер-министрĕ пулнă,1973-мĕш çулта араб-Израиль вăрçине ертсе пынă. Майя Плисецкая та еврей,балерина.Тансу Чиллер,Фаузия Байрамова - мăссăльмансем(пĕри турккă,тепри тутар).Хĕрарăма шăпăр шăтăкне хăвалама ан васкăр.
Пурис // 2176.99.2726
2012.12.08 10:33
Пире "Академик-çĕнĕ вăхăтри Яковлев" эпĕ тулли мар çемьере çитĕннĕ, çавăнпа ял тăрăхĕнчи çитменрех пурнăçпа пурăнакансен ачисене çутта кăларма хатĕр терĕ те эпир ăна шантăмăр -мĕн пулса тухрĕ хăвăр куратăр! Ял тăрăхĕнчи чăвашсенчен укçа-тенкĕ вĕрентме тустарчĕ кăна.
Алюш // 1039.8.4424
2012.12.08 12:17

Илем кÿрекен хĕрарăмсене эпир палăртатпăр-ха, е эсĕ хăвна та вĕсен шутне кĕртесшĕн-и? Эсĕ раштав уйăхĕн пиллĕкмĕшĕнче 14:00 сехетре çырнă "ШЕДЕВРНА" тепĕр хут вула тух та, выртса чĕç туса яракан арçынсем ăçтан çуралнине ăнланăн!
Васса // 3006.72.2576
2012.12.08 18:32
Эп çырнисем,чăнах та, ЩЕДЕВР пулас, кунти мĕнпур арçын ман çине, мĕскĕн çине, тапăнчĕç.Эп кунта чăвашла çырма май пур тесе çеç çыраттăмччĕ, вылямастăп апла пулсан эп урăх сирĕнпе, пит кирлĕ,эп кайсан кам шăмми-шаккине кăшлăр-ши?
Пурис // 1039.8.4424
2012.12.09 11:37

Шедевр, шедевр. Автор прави илме манса ан кай. Тĕрĕс çырать Атнер пулчĕ пулас: темăна пĕлместĕн пулсан, килсе Конгресс йышăну пÿлĕмне тÿлевсĕр пĕр-ик уйăх ĕçле-вара санăн чалт тавракурăм улшăнĕ, кÿренмелли йăла таçта кайса çухалĕ.
Алюш // 1039.8.4424
2012.12.12 09:16

Сайман, тăванăм! Кунта та пулин рацарьсем пирки хитре сăмахсемпе ан перкелеш-ха. Пирĕн хĕрарăмсене валли ĕç вырăнĕ сыхласа хăварас тесе ма каймарăн "ХБК-Волжский текстиль" е ЧТФ-на Мускав куштанĕсенчен хÿтĕлеме. Санăн возможность пур: пуш уйăхĕнче ЧЗПТ-на банкрута кăларма пуçлаççĕ.
Вихтăр // 1039.8.4424
2012.12.12 12:30

Илемлĕ тăван чĕлхепе ят пани питĕ паха. Çав хушăрах ят пама евĕтлĕ( призванные, нареченные дать имена чиновников) ĕçчешĕмĕрсен вырăнне тăнлăрах, малаллахине, халăх малашлăхне çур ĕмĕр е хотя бы чĕрĕк ĕмĕр те пулин курма пултаракан хастарсене кăларасчĕ. Унсăрăн кунта çыркалашни пăс кăларни кăна. Халлĕхе кумпа тăван кăна кантура тухать.
Игорь Сайман // 3441.08.9735
2012.12.12 18:35
Декабрĕн 14-мĕшĕнче Чĕлхе Комиссийĕн ларăвĕ пулать. Вăт çавăнта тен çур сăмах та пулин каламалла ку ыйтупа(ача сачĕсен ячĕсем). Кун йĕркинче "Разное" текен пункт пур вĕт...

Pages: 1, ... 4, 5, 6, 7, 8, [9], 10, 11, 12, 13, 14, ... 16

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters