Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +3.3 °C
Сердитый человек всегда полон яда.(Конфуций)
 

Ad

Анисимова Ольга: Хальхи герой

Анисимова Ольга19.11.2012 20:2250199 views
Шупашкартан тӑван яла килтӗм - Кӗлӗмкасси ялне. Урамра хитре кирпӗчлӗ ҫурт умӗнче 92-ри Праски аппа ларать, пӗччен. Хӗвел ҫинче хӗртӗнме хам та юнашар пырса лартӑм. Тирпейлӗ тӑхӑннӑ, куҫлӑхсӑр вуласа ларать "Ҫӗнтерӳшӗн" хаҫата.
Мӗн пӗчӗкрен туслӑ эпӗ унпа. Вӑл маншӑн герой - Аслӑ Отечествӑ вӑрҫӑ ветеранӗ. Ялан вӑрҫӑ чухнехи самантсене каласа кӑтартать. "Мӗншӗн вӑрҫа тухса кайма шут тытрӑр хӗр пуҫпа? -ыйтрӑм Праски аппаран. "Тахҫантанпах кӑсӑклантаратчӗ мана ку ыйту.
"Повестка килчӗ те - кайрӑм"- терӗ кулянмасӑр. "Юнашар урамри юлташ хӗр патне те килчӗ, вӑл ури ҫине вӗри чей тӑкнипе юрӑхсӑр пулса каяймарӗ. Те юри тӑкнӑ,те юри мар...Шел пулин те манран нумай пурӑнаймарӗ".
Ҫак сӑмахсем чуна пырса тиврӗҫ. Пуҫра вара пӗр шухӑш ҫаврӑнса тӑчӗ - Темӗн тӗрлӗ самантра паттӑр та хӑюллӑ ҫын яланах хӑюллӑ тытать хӑйне. Хальхи пурнӑҫра ун пек ҫынна тен курман та эсир?
 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (136)]

Comments:

2012.11.23 12:02
Аçтахар Плотников
«Мускаври телеканалсем хушăран скинхедсен тата ытти шовинист-расист-фашистсен алхасăвĕсем çинчен пĕлтеркелеççĕ.»
Ман шутпа ку вăл — ятарлă политика. Çав шовинистла шухăшсене ятарласа чĕртме тăвакан ĕç. Халь, ав, Шупашкарта та унашкаллисем хăйссем пирки уççăнах пĕлтерме тытанчĕç...
Игорь Сайман // 1367.9.8936
2012.11.23 14:52
Паллă ĕнтĕ, тĕрлĕрен йăх-ях çил ăçталла вĕрнине пит аван сисет. Ятарласа юри "ăсталанă" япаласем те пурах кунта. Пурте хăй тĕллĕн(спонтанлă майпа) пулса иртет тесе шутламалла мар.
Атнер // 3792.8.1678
2012.11.28 12:40
Паянхи чăваш паттăрĕ?Ачисем атте-анне чĕнеçĕ хулара пурăнсанта.Скажи по русски темеççĕ.Хăй вара хуть те ăçтата чи малтан тăван чĕлхепе сăмахлать.
Тимер // 5574.4.5423
2012.11.28 17:34
Суварсен нумайĕшĕн папа-мама текен ачисем халĕ атте-анне теме пуçларĕç.Чăвашлăхшăн пĕр май радио-телевиденипе калаçакан пĕр ЧĂВАШĂН пур-и кун пек пулăм?
Игорь Сайман // 2785.21.5760
2012.11.29 20:45
Ман паян тепĕр чăваш паттăрне аса илес килет. Вăл - Василий Васильевич Николаев(1939-2007), "Оренбурггазпром" пуçлăхĕ пулнăскер. Унăн ачисем чăвашла калаçаççĕ-ши - пĕлместĕп. Кирек мĕнле пулсан та, В.В.Н. - чăн-чăн паттăр!
Тимер // 5574.4.5423
2012.11.29 22:21
В.В.Николаев,паллах,паттăр.Ачисем чăвашла пĕлмеççĕ пулинте.Иван Яковлевăн та пĕлмен.Анчах та эпир Яковлев та Николаев пек ĕç туман.Пире çылăх ачамăрсене те чăвашла вĕрентименшĕн тата папа=мамашăн.
Игорь Сайман // 1897.0.5470
2012.11.30 13:57
Мĕнле логика ку: Пысăк ĕç тунă - ачусене чăвашла вĕрентмессе те пултаратăн, туман - çук сан унашкал право...
Игорь Сайман // 1897.0.5470
2012.11.30 14:05
Иван Яковлев пирки хаяр чăнлăх пĕлтерем: Хайĕн вĕренекенĕсемпе те вăл вырăсла çеç калаçнă(Мĕтри Юман аса илет). Вулăр Трубина Мархвин "Ача чухнехи" хайлавне:Ялти шкулти вĕрентевçĕпе вырăсла пуплет "улăп". Вăт çавнашкал пирĕн еткерсем. Халĕ те хăтăлса çитейместпĕр çав "тупраран"...
Васса // 2509.36.4499
2012.11.30 15:02
Папа-мама тени аванах мар тейĕпĕр, вăл çавах та эй тесе чĕнни мар.Эпĕ хам та папа-мама тесе чĕннĕ,халĕ те çаплах чĕнетĕп,анчах та мана вĕсем чăваша хисеплеме , чĕлхене юратма вĕрентнĕ,хăйсем те çавнах тунă.
tvn // 2159.03.3815
2012.11.30 21:16
Иван Яковлевича арăмĕ вырăсла калаçтарнă пулас...

Pages: 1, ... 7, 8, 9, 10, 11, [12], 13, 14

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters