Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +4.3 °C
Поиски счастья - основной источник несчастья.(Эрик Хоффер)
 

Ad

Анисимова Ольга: Хальхи герой

Анисимова Ольга19.11.2012 20:2250186 views
Шупашкартан тӑван яла килтӗм - Кӗлӗмкасси ялне. Урамра хитре кирпӗчлӗ ҫурт умӗнче 92-ри Праски аппа ларать, пӗччен. Хӗвел ҫинче хӗртӗнме хам та юнашар пырса лартӑм. Тирпейлӗ тӑхӑннӑ, куҫлӑхсӑр вуласа ларать "Ҫӗнтерӳшӗн" хаҫата.
Мӗн пӗчӗкрен туслӑ эпӗ унпа. Вӑл маншӑн герой - Аслӑ Отечествӑ вӑрҫӑ ветеранӗ. Ялан вӑрҫӑ чухнехи самантсене каласа кӑтартать. "Мӗншӗн вӑрҫа тухса кайма шут тытрӑр хӗр пуҫпа? -ыйтрӑм Праски аппаран. "Тахҫантанпах кӑсӑклантаратчӗ мана ку ыйту.
"Повестка килчӗ те - кайрӑм"- терӗ кулянмасӑр. "Юнашар урамри юлташ хӗр патне те килчӗ, вӑл ури ҫине вӗри чей тӑкнипе юрӑхсӑр пулса каяймарӗ. Те юри тӑкнӑ,те юри мар...Шел пулин те манран нумай пурӑнаймарӗ".
Ҫак сӑмахсем чуна пырса тиврӗҫ. Пуҫра вара пӗр шухӑш ҫаврӑнса тӑчӗ - Темӗн тӗрлӗ самантра паттӑр та хӑюллӑ ҫын яланах хӑюллӑ тытать хӑйне. Хальхи пурнӑҫра ун пек ҫынна тен курман та эсир?
 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (136)]

Comments:

Игорь Сайман // 1835.41.6544
2012.11.20 19:58
Ман шутпа, паянхи герой вăл - Эдуард Мочалов. Тата, паллах, унăн шанчăклă юлташĕсем!
Тимер // 5574.4.5423
2012.11.21 16:16
Чăн-чăн паттăр вăл - Пил Тымарлан.Национальность палăртманшăн Раççей паспортне паянхи кун та илместь.СССР паспорчĕпех почтăра,банкра таçта çÿреть.Чĕлхемĕре ун пек хÿтĕлекенĕ çук.
Владимир // 6702.5.7023
2012.11.21 16:41
Халăха вăратса тапратса яма çăмăл ( 50% - алкоголиксем, 90% - ĕçсĕр лараççĕ). Малашлăхĕ аçта-ши? Тĕп тĕллев кирлĕ. Шутлас пулать. Çиччĕ виçсе пĕрре кас тенĕ.
Игорь Сайман // 1269.40.9945
2012.11.21 16:53
461 çул шутлатпăр ĕнтĕ:"Шуккап-шуккап та -маккап..."
Игорь Сайман // 1269.40.9945
2012.11.21 17:02
Пил Тымарлан пирки илтнĕ эп. Хальхи паспортăн тĕп инкекĕ çапах та нацилехе кăтартманнинче мар. Унта чăвашла çур сăмах та çук -çав начар!
Вихтăр // 1039.8.4424
2012.11.21 19:02

Тымарлан çинчен илтмелле кăна мар, унпа тĕл пулма тăрăшмалла. Унăн шалти мăнаçлăхĕ темле пусăрăннă çынсенче те шанчăк çуратать. Вот ку шăнăрлă çын!

Pages: 1, ... 9, 10, 11, 12, 13, [14]

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters