Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +1.3 °C
Никто не любит знаться с мошенниками, если он сам не мошенник.(Ж.Руссо)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Михаил Васильевичӑн ҫырӑвне пӑхса тухни

Аçтахар Плотников17.02.2013 12:404671 views

Михаил Васильевичӑн ҫырӑвне тахҫанах хатӗрлеме пуҫланӑ пулин те унпа вӑл тинтерех ҫеҫ паллаштарчӗ.

Кӑштах тишкерсе тухар-ха унӑн ҫырӑвне. Чи малтанах республика мӗнле лару-тӑрӑва лекни пирки каласа парать, чи пӗлтерӗшлӗ пулӑмсем шутне республикӑпа Шупашкар юбилейӗсене уявлассине кӗртет. Ун валли укҫа-тенкӗ те уйӑрнӑ иккен. Ман шутпа каллех культурӑна уяв шайне антарнипе ҫырлахни сисӗнет. Тӗп тӗллев вара яланхилле — халӑхӑн пуянлӑхне ӳстересси. Ҫакна шута илсех ӗнтӗ хаксене ним сӑлтавсӑр хӑпартса пыраҫҫӗ пулинех. Культура, наци мӑнаҫлӑхӗ, вӗренӳ сумлӑхӗ шел те тӗп тӗллев пулса тӑрайман. Вӗсем пирки сӑмах хушсан та укҫа-тенкӗ еннелле сулӑннӑ.

Михаил Васильевич хӑйӗн сӑмахӗнче професси суйланӑ чухне экономикӑпа юридици енне ытларах пӑхни пирки калать. Ашшӗ-амӑшне тата ҫамрӑксене хӑйсене айӑплать темелле, анчах ман шутпа тӗп сӑлтавӗ экономика ыйтӑвӗ хальхи вӑхӑтра чи пӗлтерешлӗ пулнипе ҫыхӑннӑ. Ҫак ҫырӑва илес пулсан та — 70-80% экономика ыйтӑвӗпе ҫыхӑннӑ. Каларӑм-ҫке — культура, вӗренӳ пирки сӑмахлать пулин те пӗтӗм калаҫу укҫа-тенкӗ витӗр пырать. Ун пек чухне ҫамрӑксен пуҫӗнче ӑҫта унта техникӑпа е инженерипе кӑсӑкланасси пултӑр?

Ача пахчи пирки сӑмах пырать пулин те — пурте каллех укҫа-тенкӗ тавра. Ача пахчинче чӑн чӑваша ӳстермелли майсем тӑвасси пирки пӗр сӑмах та ҫук. Вырӑслантарас (ҫак проблема ҫине куҫа хупнипе) тесе укҫа-тенкӗ шеллемӗпӗр тенӗ пекех...

Ҫурт-йӗр тӑвас ыйтӑва ҫӗкленӗ чухне те пӗтӗм калаҫу укҫа тавра. Чӑвашла дизайн культурине йӗркелесси пирки (сӑмахран, ытти регионсенчен уйрӑлса тӑракан хурмӑсем ӑсталасси ҫинчен), хамӑр халӑхӑн ҫурт-йӗр йӑлине тытса пырасси пирки — пӗр сӑмах та ҫук. Укҫа, укҫа, укҫа...

Чылай сфера пирки пайсем пур пулин те культура валли вырӑн тупӑнман. Питӗ шел. Чӑн та Мускава мӗн тума пирӗн культура кирлӗ? Пӗр пуҫланӑ ӗҫӗ — вырӑслантарассине — пуҫланӑ-пуҫланах, вӗҫне ҫитересшӗн курӑнать... Ялсенчи культура ҫурчӗсем вара спорт керменӗсем енне пӑхса ӑмсанса лараҫҫӗ...

Вӗҫне ҫитрӗм — халӑх йышӗн 60% ытла пайне йышӑнакан чӑвашшӑн пӗр сӑмах та тупаймарӑм. Яланхи пекех Мускав умӗнче тӑвакан отчет пулса тухнӑ.

Тен, чӑнах та, ҫивӗч ыйтусене лартма йывӑр пулӗ Михаил Васильевича. Анчах та унсӑр пирӗ республика аталанаймасть. Ӗнчӗ халӑхӗн ылтӑн антилопа ҫинчен калакан юмахри пек кӑна ан пулса тухтӑр — ылтӑн айне пулас марччӗ.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (8)]

Comments:

Agabazar // 1667.40.4254
2013.02.18 01:49
Agabazar
Томас Джефферсон, Америкăн 3-мĕш президенчĕ: Кам "хăрушсăрлăхшăн" тесе хăйĕн ирĕклĕхне сутать, ÇАВĂН ХĂРУШСĂРЛĂХĔ ТЕ, ИРĔКЛĔХĔ ТЕ ПĂЧЛАНАТЬ. http://aphorism-citation.ru/index/0-454
Agabazar // 1667.40.4254
2013.02.18 01:56
Agabazar
Кам "пуяс" тесе хăйĕн чĕлхине, культурине, ăс-хакăлне тата ытти çавнашкал пахалăхĕсене сутать, ÇАВĂН ПУЯССИ ТЕ ПУЛМАСТЬ, ЫТТИ ТЕ ПĂЧЛАНАТЬ. Ку тĕлĕшпе ан иккĕленĕр. ДИАЛЕКТИКА.
Тимер // 4134.46.4091
2013.02.18 18:28
Культура аталанать.Канашра ав каллех тепĕр чиркÿ тума йышăннă.Эппин укçа пур.Герман Лебедев ячĕллĕ маттур та ăслă чăваш ачисене вĕрентсе кăларакан лицея хута яма,шел пулин те,укçа çук Чăваш Республикин.
Agabazar // 3414.49.4023
2013.02.18 19:10
Agabazar
Çав Тимĕр асăнакан Канаш чиркĕвĕ чăвашлăх лаççи пулса тăмĕ. Чиркĕвĕн унашкал тĕллевсем çук. Даниил Филимонов шайĕнчи çынсем çук унта.
Якур // 1039.8.4424
2013.02.20 09:17
Малалла акасапара: Анчах чăвашăн чунне ăшăтма культура вучахĕ мар, ача-пăчан ăслăлăхне аталанма творчество вучахĕ мар-чиркÿ хăпартаççĕ( пуррисене çÿреме те прихожансем çук пулин те). Но тăнлăран та тăнлă акасапар куна ăнланман пек тăвать.Ман шутпа он пишет для того, чтобы писать. Как и многие конторские. "Papar for papar" -бумага для бумаги.
Agabazar // 3342.80.8870
2013.02.20 20:33
Agabazar
"хут" урăхла çырăнать: paper[пе́йпа]. Пирĕн тема алли тепĕр информаци: http://www.echo.msk.ru/blog/echomsk/1015696-echo/
Якур // 1039.8.4424
2013.02.22 09:07
Эпĕ ăнланнă тăрăх акасапаршăн акăлчанла тĕрĕс çырни "вашнăрах"(ятарласа тĕрĕс çырма тăрăшмарăм), чем Тимĕр шухăшне ăнланма тăрăшнинчен. Тимĕр çырать: влаçри шакăр-макăрссене чиркÿ туса юлни "вашнăрах", чем ачасем валли аталану керменĕсем, наци культурин вучахĕсем тунинчен. Унччен çырнăччĕ, Праскье хула варринче пысăк лаптăк ăрса илни çинчен.
Якур // 1039.8.4424
2013.02.22 09:15
Эпĕ малтанрах янă çырусене пурнете кăтартман кунта. Çапах та çырасшăн çакăн çинчен: Акасапара Правительство çурчĕ çумĕнче те тепĕр часовня туса лартни пачах хумхантармасть, ăна ăнлантарса пама унăн яланах хатĕр "рецепт" пур. Эсир, тăванăм, районсенчи пушă ларакан чиркÿсене çÿресе курнă-и?

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters