Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +4.3 °C
Иной бесполезен в первом ряду, но во втором блистает.(Вольтер)
 

Ad

Аксар Чунтупай: "Улӑп-2013: Эпир - Улӑп йӑхӗнчен!" вӑйӑ конкурс вӗҫлениччен 3 кун юлать

Аксар Чунтупай19.04.2013 09:314711 views

Конкурса хутшӑнма 415 ачаран заявка йышӑннӑччӗ. Шел пулин те, хальлӗхе вӗсенчен ҫурри ҫеҫ http://www.make-test.ru/ сайта кӗрсе регистрациленнӗ. Пӗр йӑнӑш тӑваҫҫӗ пурте: конкурс шывӗ-йӗркине вуламаҫҫӗ. Вӑл кунта: http://chuvsite.ucoz.ru/news/ulap_2 ... lanat/2013-03-22-592

Аса илтеретпӗр: Вӑйӑ конкурс инҫет майпа 2013 ҫулхи ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗн 21-мӗшӗччен (00.00 сехетчен)ҫеҫ пырать.

Пӗлме: Красноармейски район администрацийӗн вӗрентӳ пайӗн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн Красноармейски районӗнчи тата Чӑваш Республикинчи шкулсенче 5-11 классенче вӗренекенсем валли «Улӑп – 2013: Эпир Улӑп йӑхӗнчен» уҫӑ тата инҫет вӑйӑ конкурс ирттерме йышӑннӑ. Ӑна Чӑваш чӗлхи кунне тата Раҫҫей халӑх артисчӗ, Чӑваш тата Дагестан Республикисен искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ, паллӑ чӑваш композиторӗ Ф.М.Лукин ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ. Конкурса пуҫараканӗсем – В.М.Михайловпа З.П.Михайлова, Пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан Красноармейски шкулӗн вӗрентекенӗсем.

Вӑйӑ конкурс ертӳҫи палӑртнӑ кун конкурса хутшӑнакан кашни вӗренекен хӑй кӑтартнӑ электрон ещӗкне «Вам поступило приглашение (Портал тестирования "Твой тест")» ятлӑ ҫыру, унпа пӗрле тӗрлӗ цифрӑсенчен тӑракан код илет. Ҫав кодпа усӑ курса унӑн http://www.make-test.ru сайта "как тестируемый (составитель тестов мар!)" ссылкӑпа кӗрсе хӑй ӳсӗм ушкӑнӗнче регистрациленмелле. Кодсем: Пӗтӗмӗшле код: 1365358043, 5-7 классен: 1365598014, 8-9 классен: 1365598035, 10-11 классен: 1365598061. Ҫапла майпа ҫеҫ вӑл хӑйне кирлӗ тест страницине лекме пултарать. Анчах та ҫакна манмалла мар: кашни хутшӑнаканӑн хӑйне килӗшекен Логин тата Пароль шухӑшласа кӑлармалла, ӑна, манса каясран, пӗр-пӗр хут ҫине ҫырса хумалла е электрон ещӗкне кӗрсе пӑхмалла. Тата ҫакна ас тумалла: тест ӗҫӗ тӳрех тухмасть, администратор ӑна сайта кам кӗнине, вӑл заявка панипе паманнине пӑхса уйрӑммӑн лартса парать. Вара тин сайта тепӗр хут кӗрсе ӗҫе пурнӑҫлама пулать.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (1)]

Comments:

2013.04.21 14:08
Аксар Чунтупай
Васкăр. Конкурс ака уйăхĕн 21-мĕшĕнчи 00.00 сехетчен çеç пырать.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters