Эп шутлап çапла: йыхрав хутне вырăсла ярса пани саккуна пăсни мар. Саккуна пăсни-Илле судра чăвашла калаçнине тÿресем килĕштерменни. Тăварĕ( соль эппин)çакăнта: Иллен судра чăвашла кăна калаçма ирĕк пулнă пуль.
bor1959:"Эп шутлап çапла: йыхрав хутне вырăсла ярса пани саккуна пăсни мар" Чăваш çынни çапла сăмахлама хăять... Ăçта чикес ку намăса?bor1959:"Саккуна пăсни-Илле судра чăвашла калаçнине тÿресем килĕштерменни." Килĕштересси е килĕштермесси —саккунпа пачах та çыхăнман. "Насильно мил не будешь". Килĕштерсен-килĕштермесен те чăвашла калаçнине йышăнасах пулать. Саккун çапла.
bor1959:"...Иллене, вăл чăвашла кăна ăнланап тесе палăртман хăйне(енчен те туркка чĕлхипе пулсан килĕшетчĕ..." Илле суда чăвашла ирттерме, апла пулсан йыхрвсене чăвашла яма та <b>чăннипех ыйтнă.</b>
Я // 2513.26.4533
2013.10.15 12:19
Ара, апла пулсан Иллен эп чăвашла кăна пĕлеп тесе каламалла пулнă. Кирлĕ пулсан темтепĕр хут-справка( хоть вĕлер спарвка чăвашла мĕнле пĕлмес) тăратмалла пулса. сăмах май каласан, çак форумра та чăн чăвашла вĕренме май пур. Хăйне май ликбез, вĕрентекенĕ, паллах АКапасар.
Бор1959, я — сире пулах чăваш чĕлхин шайĕ тĕп сакайне анса кайнă. Халь ĕнтĕ, пурте вырăсла пĕлеççĕ тесе, мĕн, чăвашла çырнине те ыйтма юрамасть-им?
Кунĕн-çĕрĕн çыратăр, лăпăртататăр вĕт капла — ЧĂВАШ ЧĔЛХИНЕ СИЕН туса!
//пĕр Иллене килĕштерменренех чăваш чĕлхине те сутма хатĕр вĕт эсир!!! Акă мĕн хăрушă!
"Справка" сăмах чăвашла хăнар пулать. Урăхларах çавăрттарса хума та май пур. Тепĕр тесен, çаплах, "справка" халлĕнех хăварсан та кашкăр тытса каймасть.
Я :"Ара, апла пулсан Иллен эп чăвашла кăна пĕлеп тесе каламалла пулнă." Суд суйнине юратмасть. Апла калаймастăн. Тĕрĕссипе ĕç унта мар вĕт! Вырăсла пĕлнĕшĕн (!) çынна наказани панă пек пулса тухать — акă мĕн хăрушă! Тĕрĕссипе вара, вырăсла пĕлекен чăваша çавăншăн (чĕлхене пĕлнĕшĕн) чĕркуçленсе ларса тав тумалла! Эпир вара ун пеккине тăван чĕлхипе усă курма чаратпăр
Ку ыйтупа темиçе юристпа та калаçнă.Хам та судра чăвашла кăна калаçни пулнă.Анчах та парадокс.Енчен те вырăсла пĕлментялти карчăк судра пулсан тÿресем ларăва вырăсла ирттереç пĕр турткаланмасăр.Илле пеккисене вара ухмаха перен тесе вырăслах ирттереç.
Айăпĕ,Акапасар влаçра мар.Эс айăплă хăв.Тепĕр парадокс.Халиччен пĕр чăваш та суд ларăвне Тымарлансăр пуçне чăвашла ирттерес пирки çирĕппĕн ыйтман.Даже конгресс президенчĕ судра:"По русски надо,все знают русский"-терĕ эпир чăвашла ирттерес тесен.Çавăнпа кулаç пиртен.