Акасапар, кăравул кăшкăран Иллепе тĕрме макăрать тесе, халь ма кăшт савăннă пек туса УРА кăшкăрмастăн. А эпир сана унчченех каланă: нимле наказани те, тем более тĕрме пулма пултараймасть тесе. А эс хăвăннех кăшкăран. А может эп улталанатăп, может Иллене Тимĕр е Атнер пек сумлă çынсем пулăшнă.
Ефим питĕ тĕрĕс çырать, ним те ытлашши çук. Мĕн килĕшместь Админа, ума не приложу. Архипов мыскарисем çинчен çыратпăр-килĕшмест, чиновник икĕпитлĕхĕ çинчен-килĕшместь. Апла пулсан ялхуçалăх темипе( 30 % паранкă, 20% кишĕр кăларса пĕтермен) е çутçанталăк темипе( среднемесячнăй нормăран 3 хут çумăр ытларах çурĕ тесе) макăрса лармалла-ши? Е кунта кĕмелле мар!
Эп,шел пулин те,Ефим Н.камне пĕлместĕп.Яланах пĕлме хатĕр, мĕншĕн тесен санăн позици мана Уçă та тĕрĕс пек туйăнать. Эп шутлап çак юлашки пулăмсем Иллен чунтан тухмаççĕ пек:течет река и ладно. Вообще комсомолтан тухнисене свойственны Инсинуации(из истории большевики были склонны на это).
Ефим Н."Юлташсем, шоу весленче" Шел пулин те, "шоу" вĕçленмен. Мĕншĕн тесен çав-çавах чăваш чĕлхин судри вырăнĕ хĕсĕк. Повестка та пулин —пĕчĕкçĕ хут татки! —чăваша чăвашла çырса памаççĕ! Чăвашла калаçма ирĕк пултăр тесен, çыннăн вырăсла та пĕлмен "тăмтуккуй" пулмалла иккен. Чăваш чĕлхине хÿтĕленĕшĕн çынна судпа айăплама май пур иккен!
Мана Акасапар та Ультиярпа Илле пек хурçă комсомолта туптаннă каччă пек туйăнать. Мĕнех, вĕсен содружестви çирĕппине пĕлетпĕр.Маттур, своих не сдают. Шоу пирки: малалла вăраххăн чăвашла калаçкалама пуçлаппăр ĕнтĕ.Процесс эволюционный, только вот пуçлăхсем пире ан сутчăр анчах.
Летан // 3579.06.6954
2013.10.14 16:11
Эсир хĕрсе кайсах чăвашлăх çинчен чăвашла мар сăмахсемпе калаçатăр, чĕлхене мĕнле май пур таран çÿпĕлетĕр.
Чăвашла мар сăмахсем кĕреççех ĕнтĕ сăмах çаврăнăшне, эпир 21-мĕш ĕмĕрте пурăнаппăр. Техника, политика тата çĕнĕ технологи сăмахĕсемсĕр пулаймасть пуль. Пĕтĕм тĕнче чăвашла сăмахсемпе калаçчăр тесен пирĕн ача-пăчасен Çĕнĕ техника, çĕнĕ технологи шутласа кăларса вĕсене ЧĂВАШЛА ятсем памалла.Ку енĕпе А.Лапшин питĕ тĕрĕс калать-малта экономика.