Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +4.3 °C
Ежели бессчастия бояться, то и счастья не будет.(Петр I)
 

Ad

Аçтахар Плотников: «Кӑлас» е «класс»?

Аçтахар Плотников19.08.2013 14:479869 views

Вырӑс чӗлхинчен* кӗнӗ «Класс» чӑваш орфографийӗшӗн ыйту тӑратакан сӑмахсенчен пӗри. Тӗп падежра вӑл ҫаплах тӑрса юлать-ха, анчах ытти вӗҫлевсенче «темшӗн» вӗҫӗнчи пӗр с-не ҫухатать: класс, класра, класшӑн, класри, класа.

Ҫак ыйтӑва ҫӑмӑллатас тӗлӗшпе ман шутпа ҫак сӑмаха «КӐЛАС» тесе ҫырма йышӑнтармала: кӑлас, кӑласӑн, кӑласа, кӑласра, кӑласран, кӑласпа, кӑласпалан, кӑлассӑр, кӑласшӑн; кӑласӗ, кӑласӗн, кӑласне, кӑласӗнче, кӑласӗнчен, кӑласӗпе, кӑласӗпеле, кӑласӗсӗр, кӑласӗшӗн; кӑласӗсем, кӑласӗсен, кӑласӗсене, кӑласӗсенче, кӑласӗсенчен, кӑласӗсемпе, кӑласӗсемсӗр, кӑласӗсемшӗн; кӑласлӑ, кӑласла, кӑласӑнни, кӑласалла, кӑласшар, …

Лайӑн енсем:

1) ку форма сингармонизм сакунне пӑхӑнать;

2) чӑваш чӗлхишӗн тӑванрах курӑнма тытӑнать (витре, кӗрепле, кӗнеке пек);

3) ҫӗнӗ терминсем ӑсталама май парать: классификация — кӑласласси (кӑласлани; е кӑласлав); классифицируй — кӑласла (кӑласласа тух). Хальхилле ҫыру кун йышши терминсене ӑсталама май памасть — клас(с)ласси, клас(с)лани, клас(с)ла, клас(с)ласа тух — ытла та кӑнтаммӑн илтӗнеҫҫӗ, вӗсене калама та йывӑр.

Япӑх ен:

1) ҫӗнӗлле ҫырӑва хӑнӑхма/хӑнӑхтарма тивӗ. Анчах ку ӗҫ йывӑр мар ман шутпа. «Ҫӗр-шыв», «ӳсен-тӑран» сӑмахсене дефис урлӑ ҫыртарма ним мар пултартӑмӑр пулсан, ку ӗҫ те кӑткӑссисен йышне кӗместех ӗнтӗ.

_ _ _ _ _ _

* вырӑс чӗлхишӗн те вӑл ют-ха: тымаррисем ун латин чӗлхинчен пыраҫҫӗ; вырӑс чӗлхине хрантсус чӗлхинчен лекнӗ пулать; акӑлчан, нимӗҫ, испан тата ытти нумай чӗлхере пурӑнать.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (25)]

Comments:

2013.08.26 21:29
Аксар Чунтупай
Французсемпе турккăсен чĕлхи - тĕнче чĕлхи! Пирĕн чĕлхе вара çырма-çатрана пытанма пуçларĕ... Пытанакан чĕлхерен тата хытăрах пистерме пуçлăпăр халăхăмăра. Çавă шиклентерет... Унификаци тăвас вырăнне деунификаци тăватпăр. Аппаланар мар ...
2013.08.26 21:30
Аксар Чунтупай
Вăт, опрос (ыйтăм) туса пăхăр. Халăх хирĕç пулĕ.
2013.08.26 21:34
Аксар Чунтупай
Тата: шкулта вĕрентсе пăхăр правило енчен пĕр-пĕрне хирĕçлекен сăмахсемпе ... Вара çак пулăмăн нушине хăвăр та туйса илетĕр. "Тăваспĕт", пĕрехинче" йышши сăмахсемпе мĕнлерех нушаланатпăр та... Тухса пĕтейместпĕр вĕçне-хĕрне...
2013.08.26 21:36
Аксар Чунтупай
Тата вырăс чĕлхи калаçу практикинче пуç пулса тăнă вăхăтра тума май çук кун евĕр япалана...
Agabazar // 7199.1.9563
2013.08.26 21:44
Agabazar
Вара мĕн? Алăсене тăратмалла та сдаюсь! темелле-им? Çук, парăнмаспăр-ха халлĕхе!
Agabazar // 7199.1.9563
2013.08.26 21:48
Agabazar
Аксар Чунтупай:"Вăт, опрос (ыйтăм) туса пăхăр. Халăх хирĕç пулĕ."Ку енне кайсан, чăваш чĕлхи кирлĕ-и? текен ыйтупа та "опрос" ирттерме пулать. Ытларахăш кирлĕ мар! тейĕç. Вара çавна кура чăваш чĕлхине пурнăçран сирпĕтмелле-им? Эй, мăнтарăн чăвашсем!
Agabazar // 7199.1.9563
2013.08.26 21:51
Agabazar
Нуша правилăсенче мар! Вырăс чĕлхин правилисем чăвашсеннинчен 1000000000 хут кăткăсрах тата йывăртарах. ПУРПĔРЕХ НИКАМ ТА РАСПУЙ" КăШКăРМАСТЬ. Мĕншĕн тесен ĕç унта мар.
2013.08.26 21:59
Аçтахар Плотников
«Мĕнле пĕр вĕçĕм пĕр сăмах та пĕр сăмах теетĕр!»
Мĕншĕн тесен эп ыттисене тишкермен. Ал айĕнче вĕсене епле çырмалли орфогорафи правили те çук (орфографи словарĕнче [2002] ку япалана асăнман). Ку сăмахра икĕ кăткăс вырăн: пуçламăшĕнчи «кл» тата вĕçĕнчи икĕ «сс». Тата кăтартрăм-çке, çавнашкал çырсан, чĕлхере çĕнĕ сывлăш кĕнĕн, çĕнĕ терминсем ăсталама май тухать.
Петер // 4186.57.1361
2013.08.28 11:02
Патранмасан та юраччен, урах ессем те пур.
Agabazar // 1222.12.9802
2013.08.29 00:05
Agabazar
Калăр-ха, тархасшăн, ырă çыннăмар Петер, мĕнле шутсăр пысăк ĕçсем пур вара сирĕн? Çавăн пекех "деловой" пулса тăтăр-и?

Pages: 1, 2, 3

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters