«Самант» журналпа «Сувар» чӑваш наципе культурин аталану фончӗ пулӑшу ыйтаҫҫӗ:
«Чӑваш халӑхӗн хальхи ӑс-хакӑл улӑпӗсем» проекта пурнӑҫа кӗртме чӑваш яш-кӗрӗмне хутшӑнма чӗнет. Ӑс-хакӑл улӑпӗсен ятсарне сирӗн шухӑшӑрсене, сӗнӗвӗрсене шута илсе тытса пырасшӑн эпир. Ҫавӑнпа список пуҫласа паратпӑр та - ӑна малалла эсир тӑсасса кӗтетпӗр.
Ӑнлантарни: «Самант» журналта ҫӗнӗ проект кун ҫути курать — «Чӑваш халӑхӗн хальхи ӑс-хакӑл улӑпӗсем». Унта эпир те хутшӑнатпӑр. Пирӗн пай — ҫак проект валли ҫынсене сӗнесси: кама ҫутатмалла унта, кам вӑл хальхи ӑс-хакӑл улӑпӗ (ҫак ята тивӗҫли). Пӗрремӗш кӑларӑмра Виталий Петрович Станьяла вырнаҫтарнӑ пулас (журналӑн страницисене аяларах курма пултаратӑр). Ыйтӑм пек ку ӗҫе тума май ҫук — сӑвӑнпа та сирӗнтен ятсем кӗтетпӗр. Комментарисенче ҫырса парасса шанатпӑр! /кайран вӑл сӑнсене, сӑмахран, касса кӑларса ҫыпӑҫтарса хума та пулать/.
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
Улăпсен хушшинче чăвашăн пултаруллă пикисене курас килет, ман шутпа кунта СВЕТЛАНА АЗАМАТ, АЛЬБИНА ЮРАТУ, РАИСА САРПИ пулмалла, вĕсен чунĕçем чăвашлăха çутатса тăраççĕ
П. Сорокин // 4186.57.1361
2013.09.04 01:05
Сама-юмах чăваш халăхĕн хальхи ăс-хакăл улăпĕсем синчен пырать вет. Паллах, маттур пикесем нумай чавашсен.Анчах, херарам улап пулаймасть енте.