«Самант» журналпа «Сувар» чӑваш наципе культурин аталану фончӗ пулӑшу ыйтаҫҫӗ:
«Чӑваш халӑхӗн хальхи ӑс-хакӑл улӑпӗсем» проекта пурнӑҫа кӗртме чӑваш яш-кӗрӗмне хутшӑнма чӗнет. Ӑс-хакӑл улӑпӗсен ятсарне сирӗн шухӑшӑрсене, сӗнӗвӗрсене шута илсе тытса пырасшӑн эпир. Ҫавӑнпа список пуҫласа паратпӑр та - ӑна малалла эсир тӑсасса кӗтетпӗр.
Ӑнлантарни: «Самант» журналта ҫӗнӗ проект кун ҫути курать — «Чӑваш халӑхӗн хальхи ӑс-хакӑл улӑпӗсем». Унта эпир те хутшӑнатпӑр. Пирӗн пай — ҫак проект валли ҫынсене сӗнесси: кама ҫутатмалла унта, кам вӑл хальхи ӑс-хакӑл улӑпӗ (ҫак ята тивӗҫли). Пӗрремӗш кӑларӑмра Виталий Петрович Станьяла вырнаҫтарнӑ пулас (журналӑн страницисене аяларах курма пултаратӑр). Ыйтӑм пек ку ӗҫе тума май ҫук — сӑвӑнпа та сирӗнтен ятсем кӗтетпӗр. Комментарисенче ҫырса парасса шанатпӑр! /кайран вӑл сӑнсене, сӑмахран, касса кӑларса ҫыпӑҫтарса хума та пулать/.
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
Мĕскер, халь мĕн пултарнине тума пăрахнă-им вара Атнер П. Хусанкай?
Тимер // 3913.58.4645
2013.09.07 09:58
Атнер та çынах.Вăл та ывăнать.Чи йывăрри халăх ăнланманни тата хăйне хăй упраса хăварасшăн марри."Миллион çурă-нумайăн эпир"-терĕ Атнер пĕррехинче."Вăт юлăпăр 80 пин-вара,тен,шухăша кайăпăр".
Ахванас пичче // 4186.57.1361
2013.09.07 18:09
Халахан шученче мар, пахинче. Чикансем сахал, алфавиче те сук весен, савах челхине упрана, Мускавра хайсен театаре те пур. Ват теслех!
Эп ăнлансах каймастăп Ку Проекта,енчен вăл пуçламăш шкула каякан шăпăрлансем валли кирлĕ. В.П.Никитин(Станьял) пирки калас пулсан вăл ку ыйтупа вăй хурса ĕçлет Кулач çиессишĕн мар, чун ыйтнипе. Эсир нумайăшĕ ăна пĕлмен чухнех эп ăна пĕлнĕ. Çавăнпа калама кунашкал пултаратăп.
Малалла: Икĕ Суйлав кампанисенче эп хам УАЗпа уншăн Шупашкар тата Муркаш районĕсенче вăй хутăм( Унăн хастарлăхне питĕ хакланипе, Çĕрле 2 е 3-ре киле çитеттĕм, артистсене леçсе хăварсан. Станьял вара ялсем тăрăх машинпа мар, çуран йĕп-йĕпе пуличчен çÿретчĕ. Вĕрен, Акасапар!
Тавайăр-ха туссем УЛĂП сăмаха йÿнетсе ярар мар. Улăп та улăп тетпĕр татти-сыпписĕр хамăра килĕшекен çынсене. АНЧАХ ТА МĔНШĔН-ХА ЭПИР ПУРĂНАКАН ПУРНĂÇ УЛĂПЛА МАР.