«Самант» журналпа «Сувар» чӑваш наципе культурин аталану фончӗ пулӑшу ыйтаҫҫӗ:
«Чӑваш халӑхӗн хальхи ӑс-хакӑл улӑпӗсем» проекта пурнӑҫа кӗртме чӑваш яш-кӗрӗмне хутшӑнма чӗнет. Ӑс-хакӑл улӑпӗсен ятсарне сирӗн шухӑшӑрсене, сӗнӗвӗрсене шута илсе тытса пырасшӑн эпир. Ҫавӑнпа список пуҫласа паратпӑр та - ӑна малалла эсир тӑсасса кӗтетпӗр.
Ӑнлантарни: «Самант» журналта ҫӗнӗ проект кун ҫути курать — «Чӑваш халӑхӗн хальхи ӑс-хакӑл улӑпӗсем». Унта эпир те хутшӑнатпӑр. Пирӗн пай — ҫак проект валли ҫынсене сӗнесси: кама ҫутатмалла унта, кам вӑл хальхи ӑс-хакӑл улӑпӗ (ҫак ята тивӗҫли). Пӗрремӗш кӑларӑмра Виталий Петрович Станьяла вырнаҫтарнӑ пулас (журналӑн страницисене аяларах курма пултаратӑр). Ыйтӑм пек ку ӗҫе тума май ҫук — сӑвӑнпа та сирӗнтен ятсем кӗтетпӗр. Комментарисенче ҫырса парасса шанатпӑр! /кайран вӑл сӑнсене, сӑмахран, касса кӑларса ҫыпӑҫтарса хума та пулать/.
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
Станьял ман шутпа паянхи кун чăваш халăхăн патриархĕ.Çавăнпек çына та Мăн Канаш списокĕнчен чĕрсе хурнă конгресс куштанĕсем.Шутлăр-ха.Пĕр çын та тупăнман президиумран Станьяла хÿтĕлекенни.Мĕн кĕтме пулать вĕсенчен?
Якур // 3700.61.9575
2013.10.12 22:27
Чăнах та, bor1959 калашле пуш параппан çапма йывăр мар. Анчах пуш параппан çапнисăр пуçне Акасапар Аслă Пухура мĕнле те пулин тивĕçлĕ ĕç тăвасса шанас килет. Пуху кăтартĕ вара. Ун хыççăн все встанет на свои места. Акасапарăн пуш параппанĕ шăтать е хăватлăрах мĕкĕрме пуçлать.
Проект ятне улăштарма сĕнетĕп: Чăваш халăхĕн хальхи ăс-хакăл пурлăхĕ. Халь пурăнакан çынсем пирки "Улăпсем" тени, ман шутпа, çапах та... сăпайсăртарах.
Çамрăк ăрăвăн пĕлмелле паянхи улăпсене.Пур халăхăн та пур вĕсем хисеплĕ аксакалсем.Пирĕн кăна пулмалла мар?Каллех мĕскĕнленесшĕн?Е каллех влаçрен ыйтасшăн ку ыйтăва татаса пама?
Ыйтса пăхăр-ха Станьялран, хăйне УЛĂП тенипе килĕшет-и вăл...
Атнер // 3913.58.4645
2013.10.14 10:19
Улăп тенĕ.Журналта тухнă.Пурне те килĕшет.Акапасар канса илме пултарать.
Якур // 2107.62.7722
2013.10.14 14:05
В.Станьял пирки калаçу та çук. Шăп та шай АКСАКАЛ-шур сухал. Вăл каланине, хампа калаçнине, ман шухăша итлеме пĕлнине вĕçĕмсĕр итлес килет. Маттур, мĕн чухлĕ шар курнине теприсем 3 ĕмĕрте те курас çук. Пулмалла ун пеккисем татах та( Мадуров,сăмахран), тĕл пулмалла, калаçмалла халăх улăпĕсемпе.
ĔÇлемелле,Акасапар,ĔÇлемелле. Вара пурнăç улăпланса кайма пултарать, пурте ĕçлесен. Этем вĕт-ха чи наян чĕрчун. Пире ĕçлеттерме питĕ çăмăл мар( трудоголиксем, паллах, ку шута кĕмеççĕ).Çавăнпа улăпла пурнăçа алă усса ларсан, çак форумра çыркаланипе тума пултаримăпăр. Çанă тавăрса ĕçлĕпĕр.