«Хыпар» хаҫата пӑхатӑн та вӗсен ӗҫӗнче чӑвашлӑх туйӑмӗ ҫуккине ҫӗнӗрен те ҫӗнӗрен асархатӑн. Алексей Леонтьев яланах Николай Васильевич Никольский ӗҫне — «Хыпара» никӗсленине — пысӑка хурса хаклать пулин те хӑй хаҫачӗ чӑвашлӑх туйӑмне сармасть. Пӗр влаҫрисен саккасне кӑна пурнӑҫлать. Ҫавӑнпа та, тен, ҫырӑнас текенсен йышӗ пысӑкланмасть.
Ку юрӗ-ха, хайхи Республика кунӗ патнех таврӑнар. «Хыпар» хаҫат ҫак уява палӑртманни пирки эп раштавӑн 21-мӗшӗнчи 242-243№ кӑларӑм тухнӑ хыҫҫӑнах ҫырасшӑнччӗ. Хаҫатра пичетленнӗ «Кӑрлачра 8 кун канатпӑр, ҫу уйӑхӗнче — 7» статьяра Раҫҫейри канмалли кунсене кӑна илсе кӑтартнӑччӗ, республика шайенчи ҫӗртмен 24-мӗшӗ пирки пӗр сӑмах та ҫырманччӗ. Илсе парар-ха унти сӑмахсене: «Уяв кунӗсене куҫарнипе пуш уйӑхӗнче харӑсах — 3, ҫӗртме тата чӳк уйӑхӗсенче 4-шар кун канӑпӑр /тӗплӗнрех календарьте паллашма пултаратӑр/». Статьинче кӑсӑклӑ уйӑхсен кунталӑкне (календарьне) те илсе кӑтартнӑччӗ. Ҫӗртме уйӑхӗнчинче вара 24-мӗш кунне ҫавах палӑртманччӗ. Ун чухне эп вара юрӗ терӗм, кусем вырӑсларан уяв кунӗсене епле куҫарнине тӑлмачласа пӗлтернӗ ӗнтӗ терӗм.
Паян вара ман алла «Хыпар» хаҫатӑн кӑҫалхи юлашки кӑларӑмӗ лекрӗ. Вӗҫӗнчи страницӑра хӑйсен кунталӑкне пичетленӗ. Юриех пӑхрӑм — кунта та ҫӗртмен 24-мӗшне хӗрлӗпе палӑртман. Вара ҫапла, чӑн та, «Хыпар» хаҫат Республика кунне палӑртманни тухса тӑрать.
Тепӗр тесен, йӑнӑшасси пулать вӑл. Эп хам та 2011 кунталӑка кӑларнӑ чухне вӑл кун пирки манса кайсаччӗ — юрать-ха ҫав ҫул ҫӗртмен 24-мӗшӗ вырсарникуна лекнӗччӗ те йӑнӑш ытлашшиех курӑнмастчӗ. Ҫавах та, ытти кунсене эп хулӑм шрифтпа палӑртнӑччӗ пулсан, ку кун вара тӑлӑххӑн, хулӑмсӑр тӑратчӗ. Ун хыҫҫӑн, паллах, эп хама сӑмах патӑм — ҫӗртмен 24-мӗшне урӑх нихӑҫан та манса каймӑп тесе.
«Хыпар» хаҫата илес пулсан... 2014 ҫулта эп ӑна ҫырӑнмарӑм. Ытти ҫулсенче яланах ҫырӑнаттӑм та кӑҫал вара «Тӑван Атӑлпа», «Тӑван Енпе» тата «Капкӑнпа» (малтан, вӑл журналти шӳтсене вырӑсла куҫарса кӑна ӑнланма тивнӗрен, ҫырӑнманччӗ) ҫырлахас терӗм.
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
Суварсем халĕ хăйсен йăнăшне ăнланчĕç, суваро-булгары тесе çыраççĕ. Суварсем тутарсенчен укçа илеççĕ,-тенине Юхмана каçарма пулать. Анчах та пирĕн Админ ăнланмаллах вăл суя сăмах пулнине. "Пăлхар"-сенчен пăрса яракансем вара суварсем мар пулаççĕ,Леонтьевпа Егоровсем. Вĕсем пăлхар тымарне палăртмалли вырăнта палăртмасăр çырма пултараççĕ,чăн-чăн пăрса яракансем вара.
Админ фейсбукра чăваш-булгаристсем нумай. Сирĕн страница унта мĕншĕн çуккă?
Якур // 1243.19.7576
2014.01.01 16:41
Админ -а та Сувар-сене ăнланма пулать ăнланма тăрăшсан. Ал сулса,паллах,ним те пулмасть. Çак Суварсен ушкăнĕ Леонтьăеффсемпе Архиппăффсем нимех те тумасăр эрех-сăра çине куçса ÿкнипе Радикализм енне куçса кайма тăчĕç те ĕнтĕ. Пире эрех супнăшăн,несĕлсен йăла-йĕркисене тытса пыриманшăн,чăваш шăнăрлăхне çухатнишĕн "чушкă"-сем тесе чĕннĕ вырăссем теме пуçларĕç.Тепĕр хут калатăп,ку япала ниçта кайса кĕриманнипе,Архиппăфф каманди чăваш ятне янипе тапранчĕ.
Кубрат:"Çав кĕнекере фальсификаци кăна, тесе шутлама пулать. Тĕслĕхрен: пирĕн халăхăн 4/5 пайне Тамерлан пĕтернĕ теççĕ. Анчах та çав халăх вăл вăхăтра мĕн ятлă пулнă, патшалăх ячĕ мĕнле пулни, пĕр сăмах та çук. Историпе юриспруденци витĕр пăхсан ку явнăй фальсификаци шутланать. 1521-мĕш çулччен нимле чăваш сăмах та пулман вĕт."
Çав 4/5 ăçтан сиксе тухнине эп питĕ аван пĕлетĕп. 100% фальсификаци. Чăн малтанах МАТЕМАТИКА енчен пăхсан.
Вăл çын, депутат пулнă чухне, Республика Кунне календаре кĕртекенсенчен тĕп çын пулнă. Парадокс: Халь вăл çав куна тĕп тăвас çул çине тăнă.
Пĕлмен çынна манкурт, эсрел, эсремет, хăямат теме пулать, анчах апла каланипе пурнăç уçăмланмасть. Тарăнрах пăхмалла. Леонччăх вăл хуть те мĕн тума пултаракан патша мар.
Леонччăхпа эп хам та пĕрле така пусса курман. Анчах та ку тарана вăл мĕнле çул утса тухнине пĕлетĕп.
Migulaj // 2084.00.6830
2014.01.01 17:54
Вара кам чăваш кун ячĕсене уйăрлатса çыртарма тытăннă? Леонччăх мар-и? Agabazar! Ăçта эпĕ тĕлли-паллисĕр калаçнă (çырнă) тĕслĕхсем? Е эсĕ тăмсай пулатăн? Чăваш кун ячĕсене уйăрлатса çуртарма тытăнни вăл чăваш чĕлхине аркатни пулать.
Якур // 1243.19.7576
2014.01.01 18:23
"Республика Кунне календаре кĕртекенсенчен тĕп çын пулнă"-кăна каллех шăртать Акапасар-хăта. Ăçтан Леончăх хăй тĕллĕн çав ĕçе тума пултарнă? Каланă,сăмахран,уявсене юратакан, сцена çинче куймăрланакан Хведерефф "çулла тумалла"- тесе.Тунă,кĕртнĕ календаре. Кĕрхи Юпа уйăхĕнче тумалла мар вĕт! Леончăх çул утнине пĕлеп тен, анчах шалти шухăш туйăмĕсене ăнкарма пултараймастăн.
"МИКУЛАЯ. Эсир Леонччăха пачах та пĕлместĕр."-тесе çырать Акапасар-хăта. А эс хăв пĕлетни? Унăн ăшă-хăтлă ĕç пÿлĕмĕ пур,вертушка-телефон,аффтомашин,сцена çине тухмалли право.И пулчĕ те,пурнăç ăнчĕ теме пулать(Ухватил бога за бороду).Ачи-пăчи Корейăра.Куратăп машшин арăмпе иккĕшне кил çухĕнчи лавкка патне çитерсе ярать каçхине,вара апат-çимĕç илеть,сăра кĕленчисем унтах-Акапасар шăрши-маршипе ним те тумасть вăл.