Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +2.3 °C
Власть, над которой безнаказанно глумятся, близка к гибели.(Бальзак)
 

Ad

Аçтахар Плотников: «Хыпар» Республика кунне паллӑ тумасть

Аçтахар Плотников31.12.2013 14:4124391 views

«Хыпар» хаҫата пӑхатӑн та вӗсен ӗҫӗнче чӑвашлӑх туйӑмӗ ҫуккине ҫӗнӗрен те ҫӗнӗрен асархатӑн. Алексей Леонтьев яланах Николай Васильевич Никольский ӗҫне — «Хыпара» никӗсленине — пысӑка хурса хаклать пулин те хӑй хаҫачӗ чӑвашлӑх туйӑмне сармасть. Пӗр влаҫрисен саккасне кӑна пурнӑҫлать. Ҫавӑнпа та, тен, ҫырӑнас текенсен йышӗ пысӑкланмасть.

Ку юрӗ-ха, хайхи Республика кунӗ патнех таврӑнар. «Хыпар» хаҫат ҫак уява палӑртманни пирки эп раштавӑн 21-мӗшӗнчи 242-243№ кӑларӑм тухнӑ хыҫҫӑнах ҫырасшӑнччӗ. Хаҫатра пичетленнӗ «Кӑрлачра 8 кун канатпӑр, ҫу уйӑхӗнче — 7» статьяра Раҫҫейри канмалли кунсене кӑна илсе кӑтартнӑччӗ, республика шайенчи ҫӗртмен 24-мӗшӗ пирки пӗр сӑмах та ҫырманччӗ. Илсе парар-ха унти сӑмахсене: «Уяв кунӗсене куҫарнипе пуш уйӑхӗнче харӑсах — 3, ҫӗртме тата чӳк уйӑхӗсенче 4-шар кун канӑпӑр /тӗплӗнрех календарьте паллашма пултаратӑр/». Статьинче кӑсӑклӑ уйӑхсен кунталӑкне (календарьне) те илсе кӑтартнӑччӗ. Ҫӗртме уйӑхӗнчинче вара 24-мӗш кунне ҫавах палӑртманччӗ. Ун чухне эп вара юрӗ терӗм, кусем вырӑсларан уяв кунӗсене епле куҫарнине тӑлмачласа пӗлтернӗ ӗнтӗ терӗм.

Паян вара ман алла «Хыпар» хаҫатӑн кӑҫалхи юлашки кӑларӑмӗ лекрӗ. Вӗҫӗнчи страницӑра хӑйсен кунталӑкне пичетленӗ. Юриех пӑхрӑм — кунта та ҫӗртмен 24-мӗшне хӗрлӗпе палӑртман. Вара ҫапла, чӑн та, «Хыпар» хаҫат Республика кунне палӑртманни тухса тӑрать.

Тепӗр тесен, йӑнӑшасси пулать вӑл. Эп хам та 2011 кунталӑка кӑларнӑ чухне вӑл кун пирки манса кайсаччӗ — юрать-ха ҫав ҫул ҫӗртмен 24-мӗшӗ вырсарникуна лекнӗччӗ те йӑнӑш ытлашшиех курӑнмастчӗ. Ҫавах та, ытти кунсене эп хулӑм шрифтпа палӑртнӑччӗ пулсан, ку кун вара тӑлӑххӑн, хулӑмсӑр тӑратчӗ. Ун хыҫҫӑн, паллах, эп хама сӑмах патӑм — ҫӗртмен 24-мӗшне урӑх нихӑҫан та манса каймӑп тесе.

«Хыпар» хаҫата илес пулсан... 2014 ҫулта эп ӑна ҫырӑнмарӑм. Ытти ҫулсенче яланах ҫырӑнаттӑм та кӑҫал вара «Тӑван Атӑлпа», «Тӑван Енпе» тата «Капкӑнпа» (малтан, вӑл журналти шӳтсене вырӑсла куҫарса кӑна ӑнланма тивнӗрен, ҫырӑнманччӗ) ҫырлахас терӗм.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (70)]

Comments:

bor1959 // 1039.8.4424
2013.12.31 15:25
Админ А.Леонтьăфф чăвашлăхшăн çунманнине паян тин ăнланса илнĕ-им? Унăн тĕп тĕллевĕ хăтлă пÿлĕм, каçенăй машин,тата çав сĕтел хушшинчен персоналлă пенçи çине тухса ÿкесси( нумай чиновникăн тĕллевĕ çавăн пекех пулĕ).Анчах Хыпар ертÿçин çав шайра кăна пулни пит кÿрентерет(Акасапар пеккисем уна тĕрев парса тăраç те), макрас килет.
Migulaj // 2084.00.6830
2013.12.31 16:32
Вара манкуртран (А.Леонтьăфф) тата мĕн кĕтесшĕн эсир?
2013.12.31 16:38
Аçтахар Плотников
Маншăн пулсан пур пĕрех. Çунать-и унта, çунмасть-и... Эп хам ĕçе тăватăп. Анчах «Чăваш халăх хаçачĕ» çапла ĕçлени, паллах, пĕрре те килĕшмест.
Мнфсруыдфмтф // 2572.98.9935
2013.12.31 17:54
Хам миçе хаçат çырăннине пĕлтерсен кулсах вилетĕр пулĕ? "Хыпар"- яланах çырăнса илсе те -çырăнмасан тем çитмен пек туйăнать, "Капкăн" - савăнма, район хаçачĕ - район пирки пĕлме, "Халăх шкулĕ, Тантăш, Тетте, Самант" -шкулта ĕçлеме,"Республика" тата "Учительская газета"- пурнăçпа тан пыма. Эрнере пĕрре тухакан хаçатсене туянкалатăп.Почта планне тултарса паратăп.Хама лăплантарма пĕчĕккĕн çырăнатăп, кашни уйăхра темиçешер экземпляр.Библиотека та, интернет та пур-ха,библиотекăна кашни кунах каяймастăн, интернетра вуланипе чун канмасть.Çынсем пек 200-шер тенкĕ парса эрех ĕçсе ямастăп-çке,-тесе лăпланма тивет.
Agabazar // 3964.38.5589
2013.12.31 18:18
Agabazar
Кунта "чун çунни-çунманни" пирки калаçни пачах та кирлĕ мар. Эпир çыннăн чăн-чăн ăшчикне кĕрсе пăхаймастпăр. Пирĕншĕн результат хаклă. Вăл вара (результат) куç умĕнче.
Agabazar // 2363.07.5027
2013.12.31 20:12
Agabazar
Migulaj:"Вара манкуртран (А.Леонтьăфф) тата мĕн кĕтесшĕн эсир?"

Эсир, Микулай юлташ, Элекçейпе пĕрле така пусса курнă-им? Мĕн пĕлетĕр-ши эсир ун çинчен? Мĕн "манкурчĕ" пирки калаçатăр? Чăн малтанах хăвăр йĕри-таврари манкуртсем пирки калаçăр, шутлăр.

Элекçей чăнах та питлеве тивĕçлĕ. Анчах та тĕлли-паллисĕр калаçса çав питлев ХĂВАТНЕ вăйсăрлатма çеç пулать.
Тимӗр // 3079.16.5130
2013.12.31 20:27
Не нравится-не ешь"-теççĕ вырăссем.Вулăр "СУВАР"хаçат тата чăваш халăх сайтне.Проблема çук.ХЫПАР хаçата тахçанах вуламастăп.
Agabazar // 2363.07.5027
2013.12.31 21:18
Agabazar
Timer:"Не нравится-не ешь"-теççĕ вырăссем."
Курăр-ха, çакнашкал ансат пуплеве те чăвашла çавăрттарса калама пултарайман çын хăйне чăвашлăх тăпси пек кăтартма хĕрĕнет! Тĕлĕнмелле!
Якур // 2897.92.7086
2013.12.31 23:00
Хăшпĕр сăмахçаврăнăшсем "на Языке оригинала" питĕ вырăнлă илтĕнеççĕ.Хăшпĕр чăваш сăмахçаврăнăшĕсене урăх чĕлхене куçарсан нихçан та малтанхи пĕлтерĕшĕ пулаймасть. Калăпăр, форумра пĕр хăта гимнсене чăвашла куçарма хăтланать, ним те пулмасть. Пулать пăтă евĕрлĕ япала.
2014.01.01 01:57
Аçтахар Плотников
«Хăшпĕр сăмахçаврăнăшсем "на Языке оригинала" питĕ вырăнлă илтĕнеççĕ.»
Кунта ман шутпа урăххи — чăвашла пĕр ăнлавлă каларăшсемпе ваттисен сăмахĕсене пĕлменни. //халь ак, шыраса лартăм та пĕрре те тупаймарăм. Чĕлхе вĕçенче темлескер явăнать, аса илейместĕп.

Pages: 1, 2, 3, 4, 5, 6, [7]

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters