Тĕрĕс çырмалли йĕркевсем тĕнчери чĕлхе саккунĕсене пăхăнса пымалла çеç. Атту пирĕн чекистсем чăваш чĕлхине вырăс чĕлхи çине хуртарасшăн (хунă та ĕнтĕ).
Элĕкре пурăнакан гени Никита Ларионов вĕрентнисем пурнăçа кĕрсе пыраççĕ теме пулать. Тепĕр тесен Элĕк таврашĕнчен тухнă И.А.Андреева та эп гени теме хатĕр. Маншăн шалккă мар. Чĕлхене тăлласа тăрасси çеç пăчлантăр.
Акасапар:"Эх, Микулай, мĕн пĕлетĕр-ши эсир "чĕлхе саккунĕсем" пирки....."- пурин пирки те Акасапар çакăн пек сăмахсемпе перкелешеть.Хăй кам-ши? Хăй мĕн ăнланать-ши кунта сÿпĕлтетсе ларнисĕр пуçне? Мĕн тунă-ши хăй пурнăçĕнче?
«Неважно 2», мĕншĕн тесен «йĕрке» текен сăмахан пĕлтерĕшĕсем ытла та нумай. Терминсем тăвас ĕçре унашкаллинчен хăтăлма ыйтаççĕ. Йĕрке вăл «порядок» та. Енчен те «Порядок правил» тенине куçарас пулсан «йĕркесен йĕрки» теме сĕнетĕн-им?
Чăваш чĕлхи çĕнĕ сăмах тăвас енĕпе ытти чĕлхесенчен пĕрре те кая мар. Вăл енчен чĕлхене чухăнлатма кирлĕ мар. «-ев», «-в» аффикссем тухăçлисенчен пĕрисем.