Николай Иванович Егоров та пулнă Пухура.
Хисеплĕ профессор, мĕншĕн ку темăна килсе хăвăр шухăша малалла тăсас мар? "Хыпарта" тем пысăкăш (шăналак пек) статья кăларнăччĕ. Эсир каланисене татăклăн, аргументласа хирĕçлекенсем пайтах пулнăччĕ. Темшĕн çавсене шута илни пачах та сисĕнмест. Шел.
Чăваш Наци Конгресĕ çумĕнчи Ваттисен Канашĕ ирттернĕ Пухура Анатолий Кипеч пулнă.
Анатолий Ильич! Тен калăр ку темăра хăвăр шухăшăра? Тата тен хăвăр псевдонимăра мĕншĕн "КиБеч" евĕрлĕ çырма тăрăшнине ăнлантарса парăр. Манăн вара унашкал ăнтăлу суя темелĕх аргументсем пур.
Четвертьфинал текен вырăс сăмахне ЕПЛЕ çырасси пирки çынсем мĕнлерех хĕрÿллĕн тавлашнине сăнаса пахăр-ха, тархасшăн.
(Лингвофорум, вопросы по русскому языку, лексика) http://lingvoforum.net/index.php/topic,66514.0.html
Ватти // 5598.0.2530
2014.02.20 21:03
Çынсем кун пирки тавлашса ывăннă.
Анатсем // 1132.31.1961
2014.02.21 09:28
Ваттисем каланисенче тĕрĕсси ытларах. Анчах та илтĕç-ши вĕсене çамрăксем?Тата чăваш чĕлхи те каплапа ял чĕлхи çеç пулса юлмĕ-ши?
Хальлĕхе пулăвĕ: Халь+лĕх+е.
Халлĕхе пулăвĕ: Халĕ+лĕх+е=>*Халĕлĕхе=>Хал(ĕ)лĕхе=>Халлĕхе.
Курăнать ĕнтĕ, чăннипе апла та, капла та çырма юрать. Эппин халлĕхе орфограммăна чăваш чĕлхинчен катертме тăрăшни чĕлхе саккунĕсемпе килĕшсе тăмасть. Ытларах та калама пулать: Мĕншĕн "хальлĕхе" çырса асапланмалла, енчен те "халлĕхе" çырма май пулсан? Элĕкре пурăнакан гени ("Олимп каçалăкĕ" роман авторĕ Н.Ларионов) шучĕпе, кунти ь вăл чăннипе сывă ÿте тăрăннă шăрпăк пекех.
Анатсем // 8407.0.8665
2014.02.28 08:27
Эпĕ хам та пĕр ăнлава пĕлтерекен сăмахсене таткаланине хирĕçлетĕп.Çырмашкăн çăмăлтарах пултăр теççĕ-ши чĕлхеçĕсем? Ку е вăл сăмаха тепĕр чух предложенине вуласа тухсан çеç ăнланса илетĕн. Эпĕ çапла шутлатăп: çыру тата ăнлав тени пĕр-пĕрне хирĕçлемелле мар.
Хисеплĕ профессор, мĕншĕн ку темăна килсе хăвăр шухăша малалла тăсас мар? "Хыпарта" тем пысăкăш (шăналак пек) статья кăларнăччĕ. Эсир каланисене татăклăн, аргументласа хирĕçлекенсем пайтах пулнăччĕ. Темшĕн çавсене шута илни пачах та сисĕнмест. Шел.