Акан 1-мӗшӗ Кулӑш кунӗ шутланать те хӑш чухне эп вӑл кун суя япаласем лартатӑп. Пӗр ҫулхине ЧР Правительство ҫуртӗнче чӑвашла калаҫманнисен тумӗсене йышӑнманни ҫинчен лартнӑччӗ, тепрехинче — Перекет банкӗ банкоматсене чӑвашла куҫарни пирки. Кӑҫал вара — Google чӑвашларан вырӑсла куҫарма вӗренни пирки лартрӑм.
Хайхи «Хыпар» паянхи кӑларӑмра ҫав хыпара вырнаҫтарнӑ иккен. «Кулӑш» пайра та мар. Ак, сайтра тупнӑ PDF формачӗ:
Шел те, анчах ку хыпар — суя. Google чӑвашларан вырӑсла куҫарма пӗлмест. Хӑҫан та пулин вӗренессе ҫеҫ кӗтме тивет.
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
Тепĕр çул «Мускавра чăх сума тытăннă» тесе лартмалла пуль. Ĕненмелле пултăр тесе ятарлă порода шутласа кăларни пирки çырмалла. :)
Галина // 3670.26.2806
2014.04.03 22:03
Вăл мар-ха, 4 çын Ленина Хĕрлĕ площадьре йăтса пыраççĕ, подземный перехода анса кайрĕç.Чăн-чăн Ленинах, вăрттăн, васкаса илсе кайрĕç. Видео пур, диктор каласа парать. Чĕре çурăлсах кайрĕ, ниушлĕ пирĕн те ахăрсамана пулма пултарать, терĕм.
Якур // 3925.31.5385
2014.04.04 00:48
Ку Акапасар хăта кулăш кунĕнче те хăйĕн Крымĕпе, Украинипе аташать. Чирлĕ пулмалла. Петрушов психотерапевт патне çул тытмалла мар-и? Акапасар хăта! Крым нихçан та Украинăн пулман. Украина çĕршывĕ те нихçан та пулман. Совет влаçĕ хăйсен психĕсемпе Украин халăхĕ, Украин çĕршывĕ те пур тесе çирĕплетнĕ. Хохолсем Крым çĕрĕшĕн пĕр тумлам та хăйсене тĕллĕн юн тăкман. Вара ăçтан Крым Украинăн пулма пултарать. Крым пулма пултарать грексен, турккăсен, вырăссен. Хохолсен Карпат тăвĕсем çеç и то поляксемпе пĕрле.