Нумаях ши мана кирлӗ
Ҫак теретлӗ пурнӑҫра:
Пулманран пулни те ҫитӗ
Пӗр юлташпа пӗр ташман
Нумаях ши мана кирлӗ:
Ан хуплантӑр ҫак сукмак
Ун ҫинчи аттемӗр килӗ
Ялан тӑтӑр куҫӑмра
Нумаях ши мана кирлӗ:
Тӑвӑл хыҫҫӑн- лӑпкӑ ҫил;
Усалпа аса ан илччӗр:
Пӗрре пурӑн, пӗрре вил.
Хӗвелпе ирех тӑрса
Халӑхпа пӗрле пуласчӗ,
Ырлӑха сума туса,
Этемлех пурнасчӗ.
Парнелесчӗ хама хамӑн
Пысак мар, пӗчик ҫеҫ пил:
Пултӑрччӗ таҫта пӗр манӑн
Мана ҫеҫ кӗтен пӗр ҫын...
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
Мана çеç кĕтен пĕр çын...
Аннÿ кĕтет пуль кашни кун, тăванусем кĕтеççĕ пуль. Авланнă пулсан - арăмупа ачусем кĕтеççĕ... Кам та пулин кĕтетех!