Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +3.3 °C
Чем отомстить своему врагу?Старайся делать ему как можно больше добра.(Эпиктет)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Раҫҫейри ҫухалакан халӑхсем

Аçтахар Плотников03.05.2014 13:534551 views

«Adme» проект (рекламӑри пултарулӑха ҫутатса параканни) нумай пулмасть ҫухалма пултаракан халӑхсен сӑнӗсене вырнаҫтарнӑ. Эп ҫав статьян куҫарӑвӗпе сире паллаштарасшӑн.

 

Раҫҫӗйре 200 яхан тӗрлӗ халӑх пурӑнать, вӗсен кашнин хӑйӗн чӗлхи, хӑйӗн культури пур. Юлашки халӑх ҫыравӗн пӗтӗмлетӗвне тишкернӗ май хӑш-пӗр халӑхӑн йышӗ 10 ҫынран та сахаллине курма пулать. Ҫак халӑхсем ҫухалсан пӗрле вӗсен пӗлӗвӗ те культури те таврӑнайми пӗтет.

Вӗсен кун-ҫулӗ пурӑнма йывӑр тӑрӑхсенче иртнӗ, ӗмӗртен ӗмӗр хӑйсен йӑлисене упранӑ. Adme.ru ҫак халӑхсен сӑнӗсемпе паллашма сӗнет, вӗсене курсан Раҫҫей мӗн таран анлӑ пулнине те туйма пулать.

 

Хантсем

Шаман

Ҫемье портречӗ евӗрех

Пӗчӗк йети

Ку йыша илсен вӗсем чи нумаййисем. Раҫҫейре 31 пин хант пурӑнать. Вӗсем Анӑҫ Ҫӗпӗрӗн ҫурҫӗр енче тӗпленнӗ, пӑлан ерчетеҫҫӗ, пулӑ тытаҫҫӗ, сунара ҫӳреҫҫӗ.

 

Мансисем

Манси ҫарҫи

Манси кил-йышӗ

Манси ҫурчӗ, (с) Сергей Анисимов

Мансисем (унччен — вӑкулсем /вогулсем/) — Хант-Манси Автономи округӗн (Югра) кӑк халӑхӗ. Хантсем вӗсемшӗн — тӑванла халӑх. Паянхи кун тӗлне манссен йышӗ Раҫҫейре 12 пине яхӑн.

 

Эскимоссем

Эскимоссен кил-йышӗ

5053705-R3L8T8D-650-disappearing03.jpg

Инуитсен кил-йышӗ, 1894 ҫул, (с) William Dinwiddie

Эскимоссен ташши, (с) Новости РИА

Раҫҫейре вӗсен йышӗ 2 пинрен те сахалрах юлнӑ. Хӑйсене «инуит» теҫҫӗ. «Эскимос» вара «пӗҫермен пулла ҫиекен» тенине пӗлтерет иккен.

Тӗнче ҫанталӑкӗ ӑшӑнма пуҫлани эскимоссен пурнӑҫне тӗпрен улӑштарнӑ — Ҫӗр чӑмӑрӗн сивӗ полюс тӑрӑхне куҫакан чӗрчунсене ятсем пама та ӗлкереймеҫҫӗ.

 

Коряксем

Каюр — Илпӗр посёлокри йытӑ кӳлӗмне хӑвалакан (с) Новости РИА

Камчатка ҫурутравӗн ҫурҫӗн енчи тӑрӑхӗн кӑк халӑхӗ. Чи кӑнтӑрта пурӑнакан халӑхсенчен пӗри. Раҫҫейре вӗсен йышӗ 6 пин ҫурӑ кӑна юлнӑ.

 

Тӑхаларсем (Тофаларсем)

Халӑх тумне тӑхӑннӑ тӑхалар хӗрарӑмӗ, © etnolog

Малтан вӗсене каракас тесе чӗннӗ. Хӗвелтухӑҫ Ҫӗпӗрте хальхи вӑхӑтра пурӗ 600 тӑхалар пурӑнать.

 

Арчинсем

2010 ҫулхи халӑх ҫыравӗнче пурӗ 12 ҫын кӑна хӑйсене арчин тесе палӑртнӑ. Ҫавна пула вӗсене аварсен йышне кӗртнӗ пулас. Арчинсем Дагестанра пурӑнаҫҫӗ.

 

Водь

Халӑх тумне тӑхӑннӑ хӗр

Н.Ф. Нестеров — авалхи водь халӑхӗн ҫынни. Аллинче «чапиу» тытать, ӑна пулӑ тытмалли пысӑк сӗреке ҫыхнӑ чухне усӑ курнӑ. © Яна Романова

Ленинград облаҫӗнче пурӑнаҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра вӗсен йышӗ ҫитмӗл ҫынран ҫеҫ кӑшт нумайрах.

 

Нивӑхсем (е киляксем)

Уяв тумне тӑхӑннӑ нивх

Хабаровск енӗнчи Амур шывӗн вӑрринче тата Сахалин утравӗнчи ҫурҫӗр енче пурӑнаҫҫӗ. Халӑх ячӗ «ҫын» тенине пӗлтерет. Ҫавӑн пекех хӑйсене «гилэми» — «кӗсменлӗ ҫын» — тенӗ. Раҫҫейре хальхи вӑхӑтра 4 пин ытларах нивӑх пурӑнать.

 

Ҫӗлкупсем (селькупсем)

Пӑлан ерчетекен, © Сергей Анисимов

Ҫӗлкупсем — Анӑҫ Ҫӗпӗрӗн ҫурҫӗн енче пурӑнакан халӑх, Раҫҫейри йышӗ 3 600 патнелле.

 

Ӑнканасансем

Алексей Чунанчарыпе пӗчӗк Никита, © nsu

Ӑнканасансен кил-йышӗ 1927 ҫулта тата паян, © Multimedia Art Museum

Красноярск (Хӗрлӗ Ҫыр) енӗн Таймыр районӗнчи тухӑҫ енче тата Дудинка хула администрацийӗн ҫӗрӗсенче пурӑнаҫҫӗ. Ӑнканасансем — Евразинчи чи ҫурҫӗр енче пурӑнакан халӑх. Раҫҫейре 860 ҫын шутланать. Хӑйсене «ня» теҫҫӗ, чӑвашла «тус-юлташ» тени пулать.

 

Ителменсем

Ителмен халӑх ҫынни, © Gustav Teodor Pauly

© identity

Камчатка ҫурутравӗнчи «индейсем». Ячӗ «итэнмэн» (кунта пурӑнаканни) этнонима вырӑслатнинчен пулнӑ.

 

Кетсем

Кетсен кил-йышӗ, XX ӗмӗр пуҫламӑшӗ, © Anuchin, D.I.

Раҫҫейре пӗр пин ытларах кет пурӑнать. Хӑйсене «кет» — «ҫын» — теҫҫӗ.

 

Тулхансем

Халӑх тумӗллӗ хӗрсем, © Сергей Саркисов

Чи ҫурҫӗрелле пурӑнакан тӗрӗк чӗлхеллӗ халӑх шутланать. Православи тӗнне илсе килнӗ хусахсем (казаксем) тулхансене хӑйсен хушамачӗсене панӑ пулать: Кудряков, Жарков, Чуприн, Поротов. Вӑл хушаматсем хальхи вӑхӑтра та сыхланса юлнӑ. Раҫҫейре хальхи вӑхӑтра вӗсем 8 000 патнелле. Тулхансем Хӗрлӗ Ҫыр енӗнче тата Саха Республикинче пурӑнаҫҫӗ.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (2)]

Comments:

2014.05.03 13:57
Аçтахар Плотников
Agabazar // 1327.25.9722
2014.05.11 17:46
Agabazar
Çухалакан е çухалса пыракан халăхсене таçта аякра шырама кирлĕ мар.

Акă тата караттайсем çинчен вуласа пăхăр. Вĕсем патне машшинапа пĕр кун хушшинче кайса килме пулать. http://ru.wikipedia.org/wiki/Каратаи

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters