Йыта – ҫын тусӗ. Этем ытти чӗрчуна та кӑмӑллать. Ҫӗр ҫинче тӗлӗнмелле пулӑмсем пирки вулама тӳр килчӗ. Тӗлӗнмелле те, этеме вилӗмрен хаяр чӗрчун та ҫалать.
Питбуль йытта чылай ҫӗршывра килте тытма чарнӑ, мӗншӗн тесен вӑл питӗ хаяр. Пӗррехинче питбуль палламан хӗрарӑма тата унӑн ывӑлне вилӗмрен хӑтарнӑ. Хӗрарӑм ачипе вӑйӑ лапамӗнчен таврӑннӑ, паркра вӗсене арҫын ҫӗҫӗпе хӑратма пуҫланӑ. Хурах иккӗшне хускалмасӑр тӑма хушнӑ, хӑй ҫывӑха та ҫывӑха пынӑ… Кӗтмен ҫертен пысӑк питбуль сиксе тухнӑ та хураха тапӑннӑ. Йӗксӗкӗн ирӗксӗрех тарма тивнӗ. Ҫак йытӑ камӑн пулине, вӑл унта мӗншӗн пырса тухнине никам та ӑнланман. Ҫапах ҫын пурнӑҫне ҫӑлнӑ тӑватӑ ураллӑскер.
Мускав ҫывӑхӗнче пӗр овчарка хӑйӗн хуҫине вилӗмрен ҫӑлса хӑй куҫне ӗмӗрлӗхех хупнӑ. Ӗҫ-пуҫ ҫапла пулнӑ: хӗрарӑм 5 ҫулти хӗрӗпе йытта каҫхине уҫӑлма илсе тухнӑ. Унччен те пулмасть – овчарка малалла тапса сикнӗ, ҫара пралука ҫыртса лартнӑ… Электриксем каланӑ тӑрӑх, йыта пулман тӑк е хӗрарӑм, е ача электричество пралукӗ ҫине пусса леш тӗнчене ӑсанӗччӗ.
Дельфинсем ҫынна путасран ҫӑлни – сайра тӗслӗх мар. Вӗсем путакансене ҫӳлелле – хӗвел тата сывлӑш патне – тӗксе кӑлараҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗри инкеке лекнине ҫыран таранах илсе ҫитерет. Геродот дельфин Грецири юрӑҫа Ариона вилӗмрен ҫӑлни ҫинчен ҫырнӑ. Гастроль хыҫҫӑн вӑл Италирен тинӗс урлӑ ҫула тухнӑ. Корабль команди пуян пассажира тӗп тума, унӑн туприне хӑйне илме шухӑшланӑ. Ун чухне Арион юлашки хут юрлама ирӗк ыйтнӑ. Ари хыҫҫӑн вӑл шыва сикнӗ. Ун патне илемлӗ сасса илтсе дельфин ишсе пынӑ, ӑна ҫурӑмӗ ҫине лартса Матапан сӑмсах таран илсе ҫитернӗ.
1996 ҫулхи ҫурлан 18-мӗшӗнче Буркфилдри зоопаркра инкек чутах пулман. 3-ри ача ӑнсӑртран гориллӑсем патне вольера лекнӗ те тӑнне ҫухатнӑ. Ҫынсем хӑрушӑ ӳкерчӗке курсан хытса тӑнӑ, чӗрчунсем тапӑнасса шикленсе кӗтнӗ… Анчах ачан хӳтӗлевҫи тупӑннӑ. Горилла ами пепке патне ыттисем пырасран хӳтӗленӗ. «Амӑшӗн» ӗнси ҫинче хӑйӗн пепки те пулнӑ. Хайхискер арҫын ачана йӑтнӑ та алӑк патне илсе кайнӑ, ҫӗр ҫине хунӑ. Кун хыҫҫӑн ачана вольертан ҫӑмӑллӑнах кӑларнӑ.