Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +3.3 °C
От любви есть только одно средство: любить еще больше.(Генри Торо)
 

Ad

Софья Савнеш: Тӗнчери ӑнланмалла мар вырӑнсем

Софья Савнеш19.05.2014 17:034180 views

 

Тӗнчере тӗлӗнмелле вырӑнсем пур. Вӗсен вӑрттӑнлӑхне ӑнланма та йывӑр.

 

Винчестерсен ҫурчӗ. Вӑл АПШри Калифорнире вырнаҫнӑ. Ку вилла пысӑк, унта 160 пӳлӗме яхӑн, картлашка нумай. Кунта тӗлӗнмелле тӑлӑх арӑм пурӑннӑ. Кунта мӗлкесем те пур текен сас-хура ҫӳрет.

Кил хуҫи Сара Винчестер упӑшкинчен тӑлаха юлнӑ, вӑл мӑшӑрне питӗ юратнӑ. Ҫемье пуян пулнӑ, ҫавна май Сара валли укҫа нумай юлнӑ. Пӗррехинче Сарӑна упашки мӗлки куҫа курӑннӑ-мӗн, лешӗ мула ултавлӑ майпа ӗҫлесе илнине пӗлтернӗ. Винчестерсен йӑхне тухатнӑ-мӗн, ҫавӑнпа улталаннӑ ҫынсен мӗлкисем укҫа хуҫине йӗрлӗҫ иккен. Анчах кунран хӑтӑлмалли мел пулнӑ-мӗн: ҫурта хӑпартмалла. Ӑна пӗр вӗҫӗм тумалла-мӗн, мӑлатук сасси шӑплансан Сара вилет иккен.

Хӗрарӑм тӳрех ӗҫе кӳлӗннӗ. Кивӗ ҫурт тупса строительсене тара тытнӑ. Ӗҫ кунӗн-ҫӗрӗн кӗрленӗ: строительсем пӳлӗмсем, коридорсем тунӑ… Ҫурт вӗлле евӗр пулса тӑнӑ. Строительство 38 ҫул пынӑ. Сара нумай пӳлӗм, коридорсем мӗлкесене аташтарса ярасса ӗненнӗ.

Халӗ ку вырӑн – вырӑнти пуянлӑх. Кунта экскурсисем иртеҫҫӗ. Туристсене ҫухалса юлма ҫӗнмеҫҫӗ – мӗлкесем ҫуртра халӗ те пур имӗш.

- - -

Аокигахара варманӗ Японири Фудзияма ту ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ. Кунта питӗ шиклӗ, кирек мӗнле декорацисӗр те харушӑ фильм ӳкерме пулать. Йывӑҫем ҫӑра, витӗр ҫутӑ ямаҫҫӗ. Компас та «хӑрать-ши» - пӗр вӗҫӗм ҫаврӑнма тытӑнать. Ку вӑрмана хӑйсем ҫине алӑ хуракансен вырӑнӗ те теҫҫӗ. Кӑна статистика та ҫирӗплетет. 1950 ҫултанпа кунта 500 ытла ҫын пурнӑҫпа сыв пуллашма шухӑшланӑ. Ку кӑтарту Сан-Францискӑри Ылтӑн кӗпер ҫеҫ ирттерет.

Ҫынсене япӑх утӑм тӑвасран асӑрхаттарса ку вӑрманта тӑванӗсем, юлташӗсем пирки шухӑшлама ыйтакан асӑрхаттару хучӗсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ, психологи пулӑшӑвӗ паракан тӗрлӗ службан телефон номерӗсем те пур. Кунтах талӑкӗпе сӑнакан камерӑсем вырнаҫтарнӑ. Анчах ку та пулӑшмасть-мӗн: юлашки утӑм тӑвакансем пур пӗрех тупӑнаҫҫӗ.

- - -

Овертоун кӗпер Шотландире вырнаҫнӑ. Ята вӑл ҫывӑхра ҫакнашкал ятлӑ ҫурт пуртан тивӗҫнӗ. Тӗлӗнмелле фактсем ҫуртпа мар, кӗперпе ҫыхӑннӑ.

20-мӗш ӗмӗрте ӑнланмалла мар пулӑмсем пулма тытӑннӑ. Чылай йытӑ 15 метр ҫӳллӗш кӗпертен аялалла сикнӗ. Мӗншӗн? Сӑлтавӗ паллӑ мар. Тӗлӗнмелле те, ӳкнӗ хыҫҫӑн чӗрӗ юлнӑ йытӑсем каялла хӑпарнӑ та каллех аялалла вирхӗннӗ. Тӑватӑ ураллӑскерсем пурте пӗр парапета суйланӑ. Темиҫе теҫетке ҫулта кунта темиҫӗ ҫӗр-ҫӗр йытӑ сикнӗ. Вӑрттӑнлӑхне никам та уҫӑмлатайман.

Йытӑсем мӗншӗн ҫапла хӑтланнине тӗрлӗ тытӑмри тӗрлӗ специалист уҫӑмлатма тӑрӑшнӑ. Татӑклӑ пӗтӗмлетӳ тума май килмен. Ӑсчахсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, йытӑсене кӗпер айӗнчи йӗкехӳресем илӗртнӗ, ҫавӑнпа вӗсем «апат» хыҫҫӑн сикнӗ. Теприсен шухӑшӗпе, кӗпере темиҫе тӗнче хӗресленнӗ вырӑнта тунӑ, ахӑртнех, ку йытӑсене витӗм кӳнӗ. Хальлӗхе Овертоун кӗпер вӑрттӑнлӑхне никам та пӗлеймен.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters