«Республикӑри кардиодиспансера консультацие лекес тесен мӗншӗн икӗ уйӑх ытла кӗттереҫҫӗ?» Ҫапла кӑсӑкланнӑ Красноармейски районӗнчи Чатукасси ялӗнче пурӑнакан Венера Иванова. Аплах пулсан ыйтӑвӗ, тӗрӗссипе, уншӑн кӑна ҫивӗч марри паллӑ ӗнтӗ. Ара, камӑн ҫавӑн чухлӗ кӗтес килтӗр!
Хӗрарӑмӑн ыйтӑвӗ пирки республикӑн Сывлӑх сыхлав тата социаллӑ аталану министерстви ятарлӑ хутсемпе ҫыхӑнтарса специализациленӗ медицинӑпа санитари пулӑшӑвӗ кӳмелли вӑхӑт 10 кунтан иртмелле мар тесе пӗлтерет.
Республикӑри кардиологи центрне черет вӑрӑммине ведомство темиҫе сӑлтавпа ҫыхӑнтарать. Ҫав шутра ҫынсем унта хӑйсем тӗллӗн кайма шут тытни те пур. Иккӗмӗш йывӑрлӑх кардиолог тухтӑрсем ҫитменнипе ҫыхӑннӑ-мӗн. Виҫҫӗмӗш сӑлтавӗ черете ҫырӑннӑ пациентсен 30 проценчӗ палӑртнӑ вӑхӑта йышӑнӑва пымасть имӗш.
Кун пек инкек пур кардиодиспансера лекес текенсен. Ку темех мар, енчен те чĕре операцине Мускава лекес текеннисен татах ытларах кĕтмелле, çав шутран чи пĕчĕккисен те. Куç чирне глаукома е катаракта енчен сиплес текенсен те çулталăкран малтан çырăнмалла. Вот çапла халлĕхе. Малтан татах та йывăр пулнă тухтăр патне лекме, халĕ халăх хăйĕн сывлăхĕ пирки тимленине пула черет вăрăмланать пулмалла.