Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +5.3 °C
Сделать из любовника мужа так же трудно,как из мужа любовника. (Бальзак)
 

Ad

Галина Никитина: Сериалсем тӑрӑх апат хатӗрлемелли 13 рецепт

Галина Никитина29.05.2014 21:054366 views

Сериалсенче те апат хатӗрленине курма пулать. Уйрӑмах паллӑ фильмсенчен пухнӑ чи лайӑх 13 рецептпа паллашма кӑсӑклӑ пек туйӑнать.

«Доктор Хаус»

Ку фильмри кашни сезонта Хаус тухтӑр медицинӑна пӑрахма пӑхать. Ҫавӑн пек самантсенчен пӗринче вӑл хӑйне валли ҫӗнӗ чун канӑҫӗ тупать: юлташӗпе кулинарсен курсне каять. Унта вӗсем шведсен какай ҫаврашкине хатӗрлеме вӗренеҫҫӗ.

Ун валли ҫаксем кирлӗ:

Ӗне ашӗн фаршӗ — 500 г

Ҫӑкӑр — 2 касӑк

Шӑл сухан — 1 шт.

Тӑвар

Пӑрӑҫ

Мускат мӑйӑрӗ

Соус валли:

Бульон — 400 мл

Ҫуллӑ ҫӑра сӗт — 4 апат кашӑкӗ

Ҫӑнӑх — 2 апат кашӑкӗ

Мӗнле хатӗрлемелле:

Турана сухана тип ҫупа ӑшаламалла. Фарша, сухана, ҫӑкӑра, тӑвара, пӑрӑҫа тата мускат мӑйӑрне хутӑштармалла. Фрикаделька тумалла та тип ҫупа ӑшаламалла. Соус валли бульон, ҫӑра сӗт тата ҫӑнӑх илмелле те блендерпа хутӑштармалла. Какай ҫавракине соуспа хутӑштармалла та вӗретме кӗртмелле.

«Ганнибал»

Кашни серире Лектор тухтӑр мӗн те пулин тутли хатӗрлет. Пӗррехинче вӑл вырӑс халӑхӗн ҫимӗҫне, холодец, хатӗрлет.

Ун валли ҫаксем кирлӗ:

Сысна ури — 2 шт.

Ӗнен кӑкӑр пайӗнчи ашӗ

Кишӗр — 1 шт.

Петрушка тымарӗ — 1 шт.

Сельдерей тымарӗ — 1 шт.

Ыхра — 1 головка

Пӑрҫа евӗр хура пӑрӑҫ — 8–10 шт.

Ырӑ шӑршӑллӑ пӑрӑҫ — 5–6 шт.

Лавр ҫулҫи — 2 шт.

Тӑвар

Мӗнле хатӗрлемелле:

Аша 4–5 сехет пӗҫермелле, час-часах пӑтратса тӑмалла. Пахчаҫимӗҫе турамасӑр ямалла та тепӗр 1–2 сехет пӗҫермелле. Бульона сӑрхӑнтармалла, аша шӑмминчен уйӑрмалла. Унтан ӑна форма тӗпне хумалла, бульон ямалла, малтан пӳлӗм температуриллӗ вырӑнта сивӗтмелле, унтан холодильника лартмалла.

«Декстер»

Декстер Морганпа унӑн йӑмӑкӗ Дебора сивӗ сӑрапа стейк ҫиме юратаҫҫӗ.

Кун валли ҫаксем кирлӗ:

Ӗне ашӗ — 1 кг

Розмарин

Тӑвар

Горчица

Тип ҫу

Мӗнле хатӗрлемелле:

Розмарина вӗттӗн турамалла, тӑварпа, пӑрӑҫпа, горчицӑпа хутӑштармалла. Ҫак хутӑшпа аша сӗрмелле те какая тип ҫупа ӑшаламалла.

«Безумцы»

Сериалӑн тӗп сӑнарӗн Дон Дрейперӑн уйрӑмах кӑмӑллакан ҫимӗҫ тавраш ҫук, анчах бара кайсан вӑл яланах пӗр коктейль, «Олд Фэшн» текенскере, илет.

Коктейль валли ҫаксем кирлӗ:

Виски — 50 мл

Биттер Ангостура — 3 мл

Касӑклӑ тростник сахарӗ — 2 касӑк

Пӑр катӑкӗ

Чие ҫырли тата апельсин касӑкӗ

Мӗнле хатӗрлемелле:

Хутӑштмармалла та ӗҫмелле кӑна.

«Симпсоны»

Гомер Симпсон хӑйне валли пӗчӗк лобстер туянать ӑна ӳстерсе ҫиме ӗмӗтленет. Анчах ӑна ӳстернӗ вӑхӑтра туслашса каять. Каярах вӑл пӗрех хатӗрлет.

Ҫаксем кирлӗ:

4 порци валли

Лобстер — 2 шт.

Петрушка ҫулҫи

Ыхра — 2–3 шӑл

Олива ҫӑвӗ — 2 апат кашӑкӗ

Тӑвар — 1/4 чей кашӑкӗ

Мӗнле хатӗрлемелле:

Лобстера ҫурмалла касса кӑлармалла, тасатмалла, петрушка тата ыхра хушнӑ ҫу ямалла. Кӑмакара 10 минутран ытла пӗҫермелле мар.

«Теория большого взрыва»

Ку сериал сӑнарӗсем хатӗрлеме юратмаҫҫӗ, киле тай ҫимӗҫӗ илсе пыртараҫҫӗ. Шелдон кӑмӑллакан креветкӑллӑ рис лапшине хатӗрлеме йывӑр мар.

Ҫаксем кирлӗ:

Рис вермишелӗ — 300 г

Креветка — 400 г

Пылак пӑрӑҫ — 1 шт.

Ыхра — 3 шӑл

Кишӗр — 1 шт.

Соя соусӗ — 2 апат кашӑкӗ

Мӗнле хатӗрлемелле:

Ыхрапа креветка ӑшаламалла, пылак пӑрӑҫ тата кишӗр хушмалла. Хутӑш вӗреме кӗме пуҫлас умӗн шывра сарӑлтарнӑ рис лапшине ямалла, анчах 5 минутран ытла ӑшаламалла мар. Соя соусӗпе ҫимелле.

«Игра престолов»

Эдвард Старкӑн аслӑ хӗрӗ Санса лимон тортне питӗ юратать.

Мӗн кирлӗ пулать:

Миндаль — 60 г

Лимон — 1 шт.

Сахар пудри — 150 г

Ҫӑнӑх — 100 г

Ҫӑмарта — 5 шт.

Мӗнле хатӗрлемелле:

5 ҫӑмарта шуррине шурӑ кӑпӑк пуличчен пӑтратмалла. Хутӑштарнӑ май пӗрерӗн ҫӑмарта сарри, сахар, миндаль, ҫӑнӑх тата лимон сӗткенӗ ямалла. Пӗҫермелли формӑна услам ҫу сӗрмелле та ҫӑнӑх сапмалла. Торт валли хатӗрленӗ чустана икӗ пая уйӑрса уйрӑмшарӑн пӗҫермелле. Сийсене кайран повидлӑпа е кӑпӑшлантарнӑ ҫӑра сӗтпе сӗрмелле.

«Западное крыло»

Президент администрацийӗн пуҫлӑхӗ Лео Маггери, Шурӑ ҫуртри кафетеринче ҫинӗ ҫӗрулми салачӗн рецептне пӗлесшӗн пуҫ ватать.

Салат валли ҫаксем кирлӗ:

Шурӑ шӑл сухан — 8 шт.

Вӑтам виҫеллӗ хӗрлӗ ҫӗрулми — 1 кг

Тӑвар — 1 чей кашӑкӗ

Олива е тип ҫу — 3 апат кашӑкӗ

Хутаҫлӑ фасоль — 250 г

Лимон сӗткенӗ — 1 апат кашӑкӗ

Горчица — 1 чей кашӑкӗ

Кӑвак сыр (вӗтетни) — 1/4 стакан

Мӗнле хатӗрлемелле:

Шултран туранӑ ҫӗрулмипе сухана ӑшаламалла. Ҫӗрулми пиҫсе ҫитес умӗн фасоль хушмалла та тепӗр 15 минут ӑшаламалла. Соус валли горчица, лимон сӗткенӗ тата 1 апат кашӑкӗ ҫу илмелле. Пахчаҫимӗҫе соуспа хутӑштармалла, ҫиелтен сыр сапмалла. Ӑшӑлла ҫимелле.

«Шерлок»

Шерлок хӑйсем патне Мориарти профессор килсен Хадсон миссиса чей хатӗрлеме ыйтать.

Мӗн кирлӗ пулать тата мӗнле хатӗрлемелле:

Таса чейнике типӗтмелле те хӗртмелле. 1 стакан шыв пуҫне 1 чей кашӑкӗ чей кирлӗ. Вӗрекен шыв ямалла та чейнике сивӗтмесӗр 5 минутлӑха лартмалла. Чей куркисене ет хӗртмелле. Унта ӑшӑ сӗт 3-4 апат кашӑкӗ ямалла, унтан чей хушмалла.

«Карточный домик»

Тӗп сӑнар Фрэнк Андервудӑ сыснан аяк пӗрчи патӗнчи сысна какайне юратать.

Ҫаксем кирлӗ:

Аяк пӗрчи патӗнчи сысна ашӗ — 500 г

Сухан — 1 шт.

Кишӗр — 1 шт.

Имбирь тымарӗ — 5 см

Рис — 2 ст. л.

Пыл

Соя соусӗ

Томат пасти

Чӗпӗтекен пӑрӑҫ

Типӗтнӗ ыхра ҫӑнӑхӗ

Сахӑр

Тӑвар

Тип ҫу

Мӗнле хатӗрлемелле:

Аша сыханпа, кишӗрпе, имбирьпе, сахӑрпа, тӑварпа, пӑрӑҫпа тата лавр ҫулҫипе пӗҫермелле. Рис хушмалла та пӗҫериччен тытмалла. Аша кӑларса илмелле те ӑна сивӗниччен . Пӑрӑҫран, томат пастинчен тата соя соусӗнчен хатӗрленӗ маринада чиксе кӑлармалла та кӑмакара 20–30 минут пӗҫермелле.

«Клан Сопрано»

Тони Сопрано итальянсен апатне питӗ юратать, уйрӑмах – чӑх пастине.

Мӗн кирлӗ пулать:

Чӑхӑн пӗҫӗ патӗнчи 2,5х5 см касӑкпа туранӑ ашӗ — 500 г

Тип ҫу — 2 апат кашӑкӗ

Хуппине вистенӗ, вӗттӗн туранӑ помидор — 500–700 г

Туранӑ сельдерей — 2 шт.

2,5 см пысӑкӑш туранӑ симӗс пылак пӑрӑҫ – 1 шт.

Туранӑ шӑл сухан — 1 шт.

Ыхра — 2 шӑл

Сахӑр — 1 апат кашӑкӗ

Тӑвар — 1/2 чей кашӑкӗ

Итали курӑкӗсен (базилик, орегано, тимьян и розмарин) хутӑшӗ — 1/2 чей кашӑкӗ

Лист ҫулҫи – 1 шт.

Паста — 1/2 стакан

Мӗнле хатӗрлемелле:

Чӑх какайне ҫатма ҫинче хӗретиччен тытмалла, пахчаҫимӗҫ хушмалла. Аш пиҫсе ҫитсен паста хушса кӑмакана 15 минутлӑха лартмалла. Теркӑланӑ сырпа сӗтел ҫине лартса памалла.

«Аббатство Даунтон»

Лорд Грэнтэм килӗнче пулса иртме пултаракан чи пысӑк хуйхӑ – каҫхи апат валли суфле хатӗр пулманни.

Абрикос суфли валли ҫаксем кирлӗ:

Абрикос — 170 г

Апельсин сӗткенӗ - ¾ стакан

Сахар - ¼ стакан + 2 апат кашӑкӗ

Ҫӑмарта шурри — 6 шт.

Лимон сӗткенӗ — 5–8 тумлам

Ваниль экстракчӗ — 1 чей кашӑкӗ

Мӗнле хатӗрлемелле:

Тасатнӑ абрикоса апельсин сӗткенӗнче вӑл пӗтӗмпех ирӗлсе пӗтиччен пӗҫермелле. Ҫӑмарта шуррисене уйрӑм савӑтра кӑпӑкланиччен пӑтартмалла, лимон сӗткенӗ, ваниль, сахӑр хушмалла. Икӗ хутӑша пӗрлештермелле те формӑна ярса холодильника 2 сехетлӗхе лартмалла. Унтан кӑмакара 15 минут пӗҫермелле.

«Футурама»

Мультфильм сӑнарӗсем дельфин шарккӑвӗ саккас параҫҫӗ.

Мӗн кирлӗ:

1 стейк дельфин какай касӑкӗ

8 шӑл ыхра

Олива ҫӑвӗ

Пӑрӑҫ

Уксус

Тӑвар

Мӗнле хатӗрлемелле:

Дельфинӑн тӗксӗм какайне 3 см хулӑнӑш касмалла. Мӗнпур ингредиента хутӑштармалла та унта аша 6–8 сехет тытмалла. Гриль ҫинче кашни енне 5 минут ӑшаламалла. Ӑшаланӑ вӑхӑтра маринадпа сапмалла.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters