Тӗпчевҫӗсем пӗр вырӑнта тӑмаҫҫӗ, ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ сӑнавсем ирттереҫҫӗ. Ун валли чылай чух лабаратори шӑшийӗсемпе усӑ кураҫҫӗ.
Нумаях пулмасть, ав, Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Шттасенчи Рочестер университечӗн ӑсчахӗсем Деборы Кори-Слехт профессор ертсе пынипе пӗр тӗпчев ирттернӗ. Хальхинче вӗсем этем организмӗн аталанӑвне мӗн витӗм кӳнине пӗлесшӗн пулнӑ. Тӗрӗсрех, тавралӑх тасамарлӑхӗн витӗмӗ этеме епле сиен кӳнипе кӳменнине.
Чӑн та, таса мар тавралӑх ним ыррине те тумасть. Сывлӑш уйрӑмах вараланнӑ вырӑнсенче пурӑнакансем шизофренипе тата аутизмпа ытларах чирлеҫҫӗ иккен. Таса мар сывлӑш арҫынсене витӗм кӳрет.
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.