Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +5.3 °C
Отсутствие наряда служит иногда лучшим нарядом.(Петроний)
 

Ad

Софья Савнеш: Ҫуллана усӑллӑ тата кӑсӑклӑ ирттермелли сӗнӳсем

Софья Савнеш14.06.2014 17:114382 views

Ҫуллахи вӑхӑта чылайӑшӗ чӑтӑмсӑррӑн кӗтет. Нумайӑшӗ отпускра канать. Ҫак вӑхӑтра мӗн кӑна тума пулмасть-ши?! Ҫак сӗнӳсем ҫуллана питӗ кӑсӑклӑ, ҫав вӑхӑтрах усӑллӑ ирттерме пулӑшӗҫ.

Педаль ҫавӑрӑр. Хирӗҫ вӗрекен уҫӑ варкӑшпа киленӗр, кулӑр, тӗнче илемлӗ пулнӑшӑн савӑнӑр.

Юратнӑ утиял, минтер, килте усӑ куракан савӑт-сапа (анчах лавккари пластмасса савӑт мар), эрешлӗ салфетка, килте пӗҫернӗ тутлӑ апат… Ҫутҫанталӑк лапамӗнче каннине нихӑҫан та манмӑр!

Ҫулла юлташсемпе уй-хире кайса чечек татнине ас тӑватӑр-и? Ун чухне чечексене кӑшӑла ҫавӑрнӑ май юрӑ ӗнӗрленӗ ахӑртнех. Эппин, ҫак ӗҫе мӗншӗн кӑҫал та тӑвас мар? Сӑн ӳкерӗнме ан манӑр.

Улма-ҫырла пахчинчи гамакра юратнӑ кӗнекене вуланине нимӗн те ҫитмест. Йӑлӑхтаракан шӑна-пӑван сасси те темех мар. Пуҫра шухӑшсем явӑнӗҫ. Сисместӗр те – тӗлӗрсе каятӑр.

Сӑмавара сӗтел ҫине лартма вӑхӑт. Сушкӑ, варени, пыл… Чей ӗҫсе киленӗр.

Ирхине апатланнӑ хыҫҫӑн ҫывӑхри вӑрмана ҫул тытӑр. Ҫӗр, курӑк, йывӑҫ шӑрши сӑмсана кӑтӑклӗ. Карҫинкка тулли кӑмпа пухӑр, унран тутлӑ яшка пӗҫерӗр.

Гербари валли чечеке, ҫулҫа, турата хӗвеллӗ ҫанталӑкра пухсан аванрах. Вӗсем тип-типӗ пулччӑр. Вӗсенчен мӗн те пулин ӑсталасан чун савӑнатех.

Ялта ӗҫ нумай пулсан та ирхине сывлӑм тӑрӑх чупма ан ӳркенӗр. Ку организма вӑй-хал хушӗ.

Ҫӗр ҫырли е хурӑн ҫырли вӑхӑтӗнче ҫырлана курӑк ҫине тирнине ас тӑватӑр-и? Хальхинче те ан ӳркенӗр. Унтан ҫак «шӑрҫана» ҫиесси – чӑн-чӑн савӑнӑҫ.

Ҫулла, хӗрсем, лавккари косметикӑна айккинерех хурӑр. Паха маска пахчарах ӳсет. Ҫырлана нимӗрлесе пите ҫеҫ сӗрмелле. Ӳт нӳрленӗ, тутлӑланӗ.

Уҫӑ сылӑшра бадминтон выльӑр!

Похода кайар. Ҫӗр каҫмаллах. Каҫхине кӑвайт чӗртӗр, ҫӑлтӑрсемпе киленӗр, гитара каласа юрӑ шӑрантарӑр, ирхине ҫӑлкуҫри сивӗ шывпа ҫӑвӑнӑр.

Кӑвар ҫинче ҫӗр улми тахҫанах пӗҫермен ахӑртнех. Шӑпах вӑхӑт - ан тӑхтӑр! Пӗҫерекенскере ал тупанӗ ҫинче вӗре-вӗре сивӗтнине аса илӗр. Ача чухнехи пекех…

Урапапа ҫула тухрӑр-и? Вӑрмансем, уйсем мӗлтлетсе юлаҫҫӗ. Ав улӑм купи. Чарӑнӑр! Купа ҫине выртса киленӗр – чикет пулсан та. Ачалӑхри самант ку.

Сылӑшра вӗҫекен ҫӗлене хӑвӑр та ӑсталама пултаратӑр. Е лавккаран туянӑр. Ӑна ачасемпе пӗрле ҫӳлелле вӗҫтернине отпускран тухсан та манаймӑр.

Урапа аттракцион ҫинче ярӑнӑр. Тавралӑха ҫӳлтен сӑнасси – чӑн киленӗҫ.

Питӗрти ҫутӑ каҫсене курмасӑр ан юлӑр. Анчах васкӑр. Вӗсем утӑ уйӑхӗн варринче пӗтӗҫ.

Тарзанкӑран сикме хӑрамастӑр тӑк – малалла!

Ирхине е хӗвел хӗртнӗ чухне ҫатта-ҫарамас шыва кӗрес килет-и? Ӗмӗте пурнӑҫлӑр. Паллах, никам курман чухне. Шыв ывӑннине ирттерет.

Хӗвел тухнине пӗрре те пулин курмаллах. Нумай ҫывӑрмалла мар – ирхи 4-5 сехетрех сиксе тӑмалла. Ӳркенмӗр!

Упӑшкапа пулла кайӑр. Тунсӑх пулмӗ. Пулӑ пуҫма тытӑнсан ку шухӑш тӳрех сирӗлӗ.

Шывпа пӗр-пӗрне сирпӗтӗр. Унтах сӑн ӳкерӗнӗр. «Эпир йӗп-йӗпе» ятлӑ пулӗ вӑл.

Ҫемьепе шыв хӗрринче канма шухӑшларӑр тӑк хӑйӑртан кермен тума та палӑртӑр. Ҫӑмӑл ӗҫ мар паллах. Анчах мӗн чухлӗ хаваслӑх кӳрӗ!

Асанне рецепчӗпе варени вӗретӗр. Кӑпӑкне ан пӑрахӑр – ҫийӗр. Ача чухнехине ас тӑватӑр пулӗ?

Юратнӑ ҫынпа кимӗпе ярӑнма, парка уҫӑлма ҫӳрӗр.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters