Банф парк Канадӑри чи кивӗ наци паркӗсенчен пӗри шутланать. Вӑл Альберт провинцинчи сӑртлӑ-туллӑ вырӑнта 6 641 тӑваткал ҫухрӑм йышӑнать.
Кунта лӑсӑллӑ тата ҫулҫӑллӑ вӑрмансем, илемлӗ шывсиккисемпе кӳлӗсем вырнаҫнӑ. Паллах, чи кӑсӑкли — пуҫӗсем юрпа витӗннӗ ҫӳллӗ тусем.
Наци паркӗнче тискер чӗрчунсен чылай тӗсӗ пуранать: бизонсем, ҫурҫӗр пӑлансем, кашкӑрсем, тилӗсем тата ыттисем те.
Банфӑн чи илемлӗ вырӑнӗ — Луиз пӑрлӑ кӳлӗ. Пӑрлӑхран юхса анакан шывсене пула унти кӳлӗри шыв тӑрӑ та ҫутӑ. Кӳлӗпе юнашар хӑна ҫурчӗсем, ҫӳлҫӳревҫӗсен базисем, кемпингсем вырнаҫнӑ.