Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +6.3 °C
Умные женщины повелевают прислуживая.(Вильгельм Швебель)
 

Ad

Софья Савнеш: Ҫула тухас умӗн

Софья Савнеш24.06.2014 10:014679 views

Юлташсемпе ҫулҫӳреве кайма, ҫутҫанталӑк лапамӗнче канма шухӑшларӑр тӑк – аван! Анчах ҫула пуҫтарӑннӑ чухне вун-вун ыйту сиксе тухать. Мӗн илмелле? Мӗнле тумланмалла? Ҫула тухиччен ак ҫак сӗнӳсене шута илӗр.

Карттӑпа компас – чи кирлӗ япаласем. Кусем, паллах, хӑвӑр тахҫантанпах палланӑ вырӑнсене кайма шухӑшлатӑр тӑк – кирлех мар. Анчах инҫе кайма пуҫтарӑнсан вӗсене манса ан хӑварӑр.

Ӑҫта ҫӗр каҫмалли пирки те шухӑшламалла. Икӗ вырӑнлӑ палатка шӑпах юрӑхлӑ. Апат пӗҫермешкӗн витре е кастрюль кирлӗ. Хӑвӑра валли кашӑк, курка, тимӗр турилкке, хуҫланакан ҫӗҫӗ илме ан манӑр. Ҫавӑн пекех сумкӑна хунар, ун валли батарейка тата лампочка чикӗр. Ҫулҫӳревре шӑрпӑк е зажигалка кирлӗ пулӗ. Анчах шӑрпӑк нӳрелесрен сыхланмалла. Палатка полиэтертан ҫӗлени пулсан шӑрпӑк йӗпенесрен пӑшӑрханма кирлӗ мар. Аптечка пирки ан манӑр. Пӗлсе ҫитер: ҫул ҫинче тем сиксе тухӗ. Унта чи малатанах вӑрӑм тунаран, сӑвӑсран сыхланмалли эмелсем пулччӑр.

Пушмак пирки. Вӑл урашӑн меллӗ пултӑр, ан ыраттартӑр. Хӑвӑрпа пӗрле темиҫе нуски (ӑшши те пултӑр) илмелле. Рюкзака мӗн пур япала кӗтӗр, вӑл ҫирӗп пусмаран ҫӗлени пултӑр. Рюкзака икӗ пая пайлӑр. Пӗринче, ҫурӑм ҫывӑхнереххинче, ҫемҫе япаласене вырнаҫтарӑр, тепринче – ҫул ҫинче тӑташах кӑлармаллисене.

Ҫулҫӳревре уҫӑ тӳпе айӗнче ҫывӑрма лайӑх тесе ан шухӑшлӑр. Ҫанталӑк кирек хӑш вӑхӑтра та улшӑнма пултарать-ҫке-ха.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters