Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +1.3 °C
Дурак льстит самому себе, умный льстит дураку.(Э. Бульвер)
 

Ad

Галина Никитина: Тӗлӗнмелле чулсем

Галина Никитина29.08.2014 14:565634 views

Пирӗн планета тӗлӗнмелле пуянлӑха – минералпа – пуян. Паллашар-ха вӗсенчен хӑшӗсемпе.

 

1. Опаллӑ чулланса ларнӑ йывӑҫ

Хуҫӑлса ӳкнӗ йывӑҫ ҫут ҫанталӑкӑн тепӗр условийӗнче ҫӗрсе каймасть, чулланса ларать, тем тӗрлӗ хурӑм та йышӑнать. Анчах ку вӑл пӗр кун та пулса иртмест паллах. Кун валли темиҫе ҫӗр ҫул кирлӗ. Ҫапла вара йывӑҫ пӑрланса ларнӑ йывӑҫа аса илтерекен минерала ҫаврӑнать. Унӑн хӗрри опалпа халцедонпа ҫуталса тӑрать.

 

2. Уваровит

Ҫӗпӗрте 19-мӗш ӗмӗрте асӑрханӑ ҫак чул гранат йышне кӗрет. Халӑхра ӑна «Уралти изумруд» теме тытӑннӑ. Куҫа илӗртекен симӗс тӗсе минерала хром кӳрет. Ҫут ҫанатлӑкра уваровит сайра тӗл пулать. Виҫи ун тӗрлӗрен. Александр Куприн хӑйӗн «Гранатовый браслет» хайлавӗнче ҫав чул пирки асӑннӑ та.

 

3. Флюорит

Аслӑ общество унпа авалтанпах киленнӗ. Унран илемлӗ вазӑсем тата пӗчӗк статуэсем ӑсталанӑ. Халӗ ӑна оптикӑра линза хатӗрлеме усӑ кураҫҫӗ.

 

4. Кеммерреит

Симӗс тӗслӗ кеммерерит хӑвӑрт ванать. Вӑл коллекцилле чул шутланать. Унтан ювелир капӑрлатмӑшӗ хатӗрлес тесен ӑстан питӗ асӑрханса ӗҫлемелле. Ҫавӑнӑшӑнах унран хатӗрленӗ япала хаклӑ тӑрать.

 

5. Гематит, рутил е хирти шпат

Хура ҫак минерал шыва юн пек хӗрлӗ тӗс кӳнӗрен ун пирки авал темле те шухӑшлакан пулнӑ. Ҫут ҫанталӑкра вӑл анлӑ сарӑлнӑ. Декоративлӑ тӗллевпе усӑ курнисӗр пуҫне ӑна прикладной сферӑсенче те хаклаҫҫӗ.

 

6. Торбернит

Тӗлӗнмелле илӗртӳллӗ ҫак металл вӗлересле хӑрушӑ та. Унра уран пур пирки вӑл рак пуҫарса ярать. Вӗрилентернӗ чух ҫак чул сывлӑхшӑн сиенлӗ радон ятлӑ газ кӑларать.

 

7. Клиноклаз

Сайра тӗл пулакан ҫак кристалл вӗрилентернӗ чух ыхра шӑрши кӑларать.

 

8. Ванадинитпа витӗннӗ шурӑ барит

Ванадинит ята ӑна Скандинивири илем туррин Ванадис ячӗпе панӑ. Ку чи йывӑр минералсенчен пӗри шутланать, мӗншӗн тесен унра тӑхлан пур. Хӗвел ҫутипе ҫак чул тӗттӗмленет.

 

9. Ҫӑмарта евӗр жеода‎

Ҫӗр айӗнчи япаласемпе пуян ҫӗрте варринче тӗрлӗ минераллӑ япалаллӑ жеодӑна асӑрхама пулать. Ҫурӑлса кайнӑ вырӑнта вӑл питӗ илемлӗ курӑнать.

 

10. Баритлӑ кӗмӗл стибнит

Стибнит – сурьма сульфичӗ. Унра кӗмӗл нумай. Кӗмӗл тесе хӑй вӑхӑтӗнче унран кашӑк-вилка хатӗрлеме пӑхнӑ, анчах сиенлӗ металл пулнине кура ку шухӑша пӑрахӑҫланӑ. Ҫара алӑпа тытсан та алла супӑньпе лайӑх ҫуса тасатмалла.

 

11. Халькантит

Шӗвек вырӑна лексен илемлӗ ҫак кристалти пӑхӑр ирӗлме тытӑнса каять те тавралӑха варалать. Пӗчӗк кӑна чул та ним мар пӗвене наркӑмӑшлантараять.

 

12. Какоксенит

Сайра тӗл пулакан ҫак металл кварца тата аметиста тӗлӗнмелле хилем кӳрет. Анчах вӑл питӗ хӑвӑрт ванать.

 

13. Лабрадорит

Ҫурҫӗр регионсенче кӑларакан минерал ҫӑлтӑрлӑ пӗлӗт евӗр тейӗн.

 

14. Хура опал

Тем тӗрлӗ опалтан хури – чи хаклӑ йышши шутланать. Тӗксӗм тӗс ҫуталарах тӑраканнине тата вӑйлӑрах хаклаҫҫӗ. Мӗн чухлӗ нумайрах тӗспе ҫуталать, ҫавӑн чухлӗ вӑл пахарах.

 

15. Купросклодовскит

Йӗплӗ евӗр кристалл илемлӗ симӗс тӗспе куҫа астарать, хурми те хитре. Анчах ку металл радиоактивлӑ.

 

16. Кӑвак галит тата сильвит

Сӗт пек шурӑ тата шурӑ сильвита вулкансенче асӑрхаҫҫӗ, кӑвак галита /натри хлоридне/ вара – юшкӑнлӑ породӑсенче.

 

17. Висмут

Висмутӑн ятарласа хатӗрлекен кристалӗ асамат кӗперӗ евӗр ялкӑшать. Уннӑ оксид-хлоридне чӗрне сӑрламалли лак хатӗрлеме усӑ кураҫҫӗ.

 

18. Опал

Ытлашши типӗ вырӑнта вӑрах пулсан тӗкӗсмленет тата ҫурлӑма та пултарать. Ҫавӑнпа опала таса шыва хутран-ситрен чиксе кӑларсан аван.

 

19. Турмалин

Хӗрлӗ тата кӗрен тӗслӗ ҫак чула коллекционерсем питӗ кӑмӑллаҫҫӗ. Унпа патша ҫемйисемпе паллӑ персонӑсем те усӑ курнӑ теҫҫӗ. Сӑмахран, Иккӗмӗш Кӗтӗрне патша, Тамерлан.

 

20. Байлдонит

Унӑн тӗсне металти пӑхӑр витӗм кӳрет, ҫутатаканӗ – хура тӑхлан.

 

21. Осмий

Чи ҫӑтӑ металл шутне кӗрет. Ӑна тирпейлеме те ҫӑмӑл мар. Унпа медицинӑра тата оборона промышленноҫӗнче анлӑ усӑ кураҫҫӗ. Унӑн пӗр грамм изотопӗ 20 пин доллар таран тӑрать.

 

22. Малахит

Ҫӗр хӑвӑлӗсенчи пушӑ вырӑнсенче пуҫтарӑнать. Иерихон хулинче тупнӑ малахитран хатӗрленӗ шӑрҫа ӗмӗрӗ 9 пин ытла ҫул теҫҫӗ.

 

23. Эммонсит

Сайра тӗл пулать. Йӗплӗ кристалӗсем кантӑк евӗр ҫуталса тӑраҫҫӗ. Ку металл Ҫурҫӗр тата Кӑнтӑр Америкӑри рудниксенче пур.

 

24. Кали слюдиллӗ аквамарин

Тинӗс ухмӗ евӗр пулнӑран авалхи шухӑшлавҫӑ Аслӑ Плиний ӑна «аквамарин» ят панӑ. Кӑвакрах тӗслисем симӗсреххисенчен хаклӑрах тӑраҫҫӗ. Ҫӑтӑ материал пирки тем тӗрлӗ ювелир хатӗрӗ ӑсталама май пур.

 

25. Метеорит палласит

Нимӗҫ ученӑйӗ Паллас 1777 ҫулта Кунсткамера музейне сайра тӗл пулакна металл илсе пынӑ. Ӑна вӑл Красноярскра метеорит ӳкнӗ чух тупнӑ. Кӗҫех Питӗре мӗнпур татӑка, вӑл 687 килограмм тайнӑ, ӑсатнӑ. Ҫав метала палласит теме тытӑннӑ.

 

26. Болеит

Пысӑках мар кубла ҫак кристалл кӑвак тӗслӗ. Ӑна Кӑнтӑр тата Ҫурҫӗ Америкӑра уйрӑмах хаклаҫҫӗ. Раҫҫейре унпа усӑ курсах каймаҫҫӗ.

 

27. Крокоит‎

Авалхи грек чӗлхинечн кӗнӗ ҫак сӑмах «шафран» тенине пӗлтерет. Ку та коллекционерсемшӗн паха металл.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters