Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +3.3 °C
Не всякому человеку даже гуссарский мундир к лицу.(Козьма Прутков)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Чи чухӑн президент

Аçтахар Плотников06.09.2014 18:235140 views

Уругвай президенчӗ тӗнчере чи чухӑнни шутланать.

Тӗнчери пур патшалӑхра та тенӗ пекех халӑх шухӑшӗпе политиксем вӗсен пурнӑҫне ӑнланмаҫҫӗ пек. Уйрӑмах пысӑк пукан ҫинче ларакансем. Президентсен яланах пысӑк керменсем, вӗсем чаплӑ машинсемпе ҫӳреҫҫӗ, апат-ҫимӗҫне те чи тутлине ҫиеҫҫӗ. Уругвай президенчех пач урӑхла — вӑл чаплӑ керменте мар, ялта пурӑнать, ӗҫлесе илекен укҫине те чухӑнсене салатса пӗтерет.

Ун килӗ умне ҫитсе тӑрсан эсир типӗтме ҫакнӑ япаласене асӑрхама пултаратӑр. Шыв ӑсма та Уругвай президенчӗ хӑйех ҫӳрет — алӑпа ҫӑлран йӑтать. Ытти ял ҫыннисенчен вӑл пӗр енпе ҫеҫ уйрӑлса тӑрать теме пулать — ӑна икӗ полицейски хураллать. Килти Мануэлла ятлӑ йыттисӗр пуҫне.

Патшалӑх Президенчӗн, статусне кура, керменӗ те пур. Анчах вӑл унта пурӑнасшӑн мар — керменрен музей тусан аванрах пулӗ тесе шутлать. Хӑй вара ялтах кун кунлать. Пӗччен мар, арӑмӗпе. Иккӗн вӗсем чечек сутмалӑх ӳстереҫҫӗ. Вӗсене те пулин хӑй аллипе ҫитӗнтереҫҫӗ, ҫынсене тара тытмаҫҫӗ.

Президент ӗҫне пурнӑҫланӑшӑн Хосе Мухика уйӑхне 12 пин доллар илет, анчах 90% ырӑ ӗҫсем тума салатать. Хӑйне вара пӗр 775 доллар кӑна юлать. Ку патшалӑхри вӑтам ӗҫ укҫине ҫывӑх.

«Пӗтӗм пурнӑҫ ман ҫапла иртсе», — тет Мухика кивӗ пукан ҫинче ларнӑ майӑн. — «Эпӗ хамӑн мӗн пуррипе лайӑхах пурӑнатӑп».

Уругвайра пур патшалӑх ӗҫченӗсем те хӑйсен тупӑшӗпе пурлӑхӗ пирки каласа памалла. Хосе Мухика пурлӑхӗнче вара 1987 ҫулта кӑларнӑ «Фольксваген-нӑрӑ» урапа кӑна иккен. Виҫӗмҫул вӑл тата арӑмӗ ҫине ҫырнӑ ҫӗре, темиҫе трактора тата ҫурта палӑртнӑ. Ҫапла май вара унӑн пурлӑхӗ 215 пин доллар таран ӳснӗ.

Хосе Мухика Президент вырӑнне 2009 ҫулта ларнӑ. Унччен вара вӑл 1960–70-мӗш ҫулсенче «Тупамарӑс» сулахай юхӑмлӑ отрядсенче кӗрешнӗ. Пӗр 6 хутччен ӑна амантнӑ, 14 ҫул тӗрмере ирттернӗ. Ирӗке вӑл 1985 ҫулта, патшалӑхра демократи йӗркеленнӗ вӑхӑтра, тухнӑ.

«Мана чи чухӑн президент теҫҫӗ, анчах хама эп кӗлмӗҫле туймастӑп. Чаплӑ пурӑнассишӗн ӗҫлекенсем ҫеҫ чухӑн — вӗсене ялан ытларах та ытларах кирлӗ. Ку ыйту — ирӗклӗх ыйтӑвӗ», — тет президент. — «Тен эп айван пек курӑнатӑп, анчах ку пурнӑҫа эп хам суйласа».

Рио-да Жанейрора иртнӗ «пысӑк ҫирӗм» пухӑвӗнче Уругвай президенчӗ чухӑнлӑхпа епле кӗрешмелли пирки ҫапларах сӗнӳсем панӑ: «Эпир чӑнах та пуян патшалӑхсем пек аталанасшӑн-и вара? Эп ыйтасшӑн: енчен те Ӗнчӗ ҫӗршывӗнче кашнин Германинчи пек темиҫе машшин пулсан пирӗн планетӑра мӗн чухлӗ таса сывлӑш юлӗ? Пирӗн планатӑн 7-8 миллиард ҫын пуян патшалӑхсенчи пек тӑкакланса пурӑнмалӑх пурлӑх пур-ши? Потреблени ытла та пысӑк пулниех планетӑна пысӑк сиен кӳрет».

Хосе Мухика пурнӑҫӗ чылай ҫынна килӗшет пулин те вӑл политиках юлать. Унӑн правительствин ӗҫне тиркекенсем ҫук мар. Сӑмахран Уругвай экономики ӳснӗ пулин те ку вӗренӳ тата сывлӑх сыхлавӗ тӗлӗшӗпе ытлашшиех палӑрман имӗш. Хӑш-пӗр йышӑнӑвӗсене те йышӑнсах каймаҫҫӗ — 12 эрнеччен аборт тума ирӗк панине, марихуанӑна сутма ирӗк пама килӗшнишӗн.

Хосе Мухика президент вырӑнне йышӑнасси нумай вӑхӑт юлмарӗ темелле — ҫитес суйлав юпан 26-мӗшӗнче иртмелле. Патшалӑх саккунӗпе пӗр ҫын умлӑн-хыҫлӑн суйлава хутшӑнаймасть. Социалла тата комунистла партисен пӗрлӗхӗ (Хосе Миника вӗсен енчен суйланнӑ) унччен президент пулнӑ Табаре Васкесӑн кандидатурине ырланӑ.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters