Геронтологсем каланӑ тӑрӑх пурнӑҫ пахалӑхне апат та витӗм кӳрет. Паллашар-ха вӗсемпе. Списока уйрӑмах усӑллинчен тытӑнар.
1. Хура ҫырла. Вӑл антоцианидинпа чи пуян ҫимӗҫ. Антиоксидантсенчен вӑл чи вӑйли. Ку ҫырла куҫ курассине лайӑхлатать кӑна мар, организмӑн нумай функцине ырӑ витӗм кӳрсе ватӑлассинчен сыхлама пулӑшать. Хура ҫырла Паркинсон, Альцгеймер чирӗсенчен сыхлать. Вӑл юн тымарӗсене ҫирӗплетет, юнри сахӑр шайне чакарать.
2. Помидор. Хальхи вӑхӑтри чи вӑйлӑ антиоксидантсенчен тепри – ликопенӗ Помидорта вара ҫав япала пуринчен нумай. Вӑл иммун тытӑмне витӗм кӳрет, иышцӑсен тӗртӗмне ҫӗнелме пулӑшать. Рак чирӗсем аталанасран та помидор питӗ усӑллӑ.
3. Иҫӗм ҫырли. Мӗн чухлӗ вӑл тӗкӗсмрех, ҫавӑн чухлӗ аванрах. Унӑн хуппинче тата вӑрринче ресвератол текен антиоксидант пур. Вӑл Е витаминран вуншар хут вӑйлӑрах витӗм кӳрет.
7. Тинӗс пулли. Ҫуллӑ тинӗс пуллине эрнере 5 хут ҫини инсультпа чирлессине 54 процент чакарать. Сӑлтавӗ – унра ҫуллӑ йӳҫек тата бета-каротин пурри.
8. Симӗс чей. Антикосидант витӗмӗпе илсен пӗр курка симӗс чей ӗҫни пӗр порци пахча ҫимӗҫ ҫинипе танлашать. Рак чирӗсене тата юнпа чӗре чирӗсене аталанасран аван, юнра сахӑрпа холестерин шайне чакарать.
9. Ыхра. Организмри сиенлӗ япаласене чакарать, юн тымарне сарать, юн пусӑмне пӗчӗклетет, юн мышцисене тата пуҫ мимин клеткисене ырӑ витӗм кӳҫрет. Рак чирӗсем аталанассипе кӗрешет.
10. Сӗлӗ пӑтти. Юнри сахӑр виҫине чакарать. Хырӑмлӑх сӗткенӗн йӳҫеклӗхӗ пӗчӗк чухне аван, апат ирӗлеслӗх япӑх чухне усӑллӑ. Вӑл вар-хырӑм ӗҫлессине лайӑхлатнине кура вар пӑсӑлнипе тата вар хытнипе аптӑракансемшӗн усӑллӑ.
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.