Ҫапларах хак пама пулать паян пулса иртекен шкулсенчи пулӑма. Ҫӳлтен ярса панӑ хушупа физкультура урокӗсен йышне ӳстерме хушнӑ. Шкулсен директорӗсем вара (е кам унта уншӑн яваплӑ?) ҫак хушӑва плана кӗртес тесе чӑваш чӗлхин сехечӗсене илнӗ тет. Мӑнтарӑн чӑваш чӗлхи учителӗсене сехечӗсем ҫитменрен вӗсене вара истори урокӗсене ертсе пыма панӑ.
Чӑннипе те кӑшкӑрас килет: пирӗн тӳре-шарасем мӗн хӑтланаҫҫӗ? Сывӑ халӑх, паллах кирлӗ. Анчах ҫав халӑха тӑван чӗлхи кирлӗ мар-ши? Ют чӗлхепе пурӑнсан та каять тесе шухӑшлаҫҫӗ-ши? Хайхи кӗнекесем кӑларса чӑваш чӗлхине «музейласа» (тепӗр май каласан, архивласа) хӑварасшӑн-ши? Чӗрӗ чӗлхе кирлӗ мар-ши?
Пире вырӑслантарсан эпир тата та йӑвашрах пулӑпӑр тесе шухӑшлаҫҫӗ пулас. Чӑваш чӗлхине пӗлни тӳре-шарашӑн темшӗн Раҫҫей патшалӑхшӑн питӗ пысӑк инкек кӑларса тӑратать. Пирӗннисем чӑваш чӗлхи пирки кӑшкӑрашма пуҫласанах рейтинг тӑвакан вырӑссем тӳрех пирӗн регионӑн рейтингне чакараҫҫӗ. Те эпир вӗсем патне Питӗре ҫитсе чӑваш регионне туса хурасран шикленеҫҫӗ, те хӑйсен юнра ларакан «империлӗхе» ҫиеле кӑлараҫҫӗ. Ӑнланма йывӑр.
Хисеплӗ вырӑссем, эсир чӑвашла ӑнланмастӑр пулин те сире чӗнсе калас килет: ҫитӗ пире вырӑслантарса! Эпир сире хирӗҫ нихҫан та тухман, сире хирӗҫ пӗр сӑмах та чӗнместпӗр. Парӑр пире йӗркеллӗ чӑвашла аталанма!
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
Эс Акапасара унта кӳрентерсе çырнă. Çавăншăн. //тепĕр хут: кӳрентерсе çырман пулсан эп сан çырусене хуратмастăп. Сăлтавсăр кăларса çапмастăп. Ман пата ыйту пур пулсан электронлă адреспа çырса ыйтма пултаратăн — ыттисене ку ним тума та кирлĕ мар. Шухăш çырмалли вырăн икĕ çын хушшинче çыру çӳретмелли вырăн мар. Вăл публичнăй вырăн.
Migulaj // 1088.71.3534
2014.09.28 21:27
Чăваш республикинчи "Çут-ĕç" министерстви ют чĕлхепе çырни тараватлă ĕç пулат-ши е киревсĕр?